Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Блокадăри хулана чăвашсем те пулăшнă

Ленинград блокадине сирнĕренпе иртнĕ эрнере 61 çул çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Ленинград хуйхи-суйхи пĕтĕм халăх ыратăвĕ пулса тăнă. Пĕтĕм çĕршыв блокадăри хулана пулăшнă. Укçа, апат-çимĕç пухнă.

Вăрçă çулĕсенче блокадăри Ленинградран Чăваш АССРне 3859 çынна эвакуациленĕ, çав шутра пирĕн района - 800 ытла çынна вырнаçтарнă.

Район центрĕнче пурăнакан 106 çулхи Перасковья Иванова аслă вăрçăн йывăр та хăрушă кунĕсене лайăх ас тăвать. Сăмах май, вĕсем эвакуациленĕ çемьесене хăйсен патне пурăнма илнĕ.

- Колхозсем йĕркелеме пуçласан эпир унта кĕрекенсенчен пĕрремĕш пултăмăр. Анчах ĕçлесе, савăнса пурăнмалли чухне  гитлер вăрçи тухрĕ. Мăшăра, Павел Ивановича, тăшманпа çапăçма илсе кайрĕç. Вăрçă хирĕнчен пĕртен-пĕр çыру килчĕ. Иккĕмĕш çырупа вилни çинчен хыпарларĕç. Чăнах та, мăшăра вăхăтсăр çухатасси чăтма çук йывăр хуйхă. Анчах пуçа усса ларнипе усси çук, вăй пур таран малаллах талпăнма тиврĕ, - аса илет ĕмĕр тантăшĕ.

- Ас тăватăн-и, анне, хула çыннисене хваттере янисене; - калаçăва хутшăнать Перасковья Ивановнан хĕрĕ Майя Павловна (нумай çул хушши ачасене вĕрентес ĕçре тăрăшнă И.Т.Ванюшкинăн мăшăрĕ).

- Ара, ара, икĕ çемьене, еврейсене, хÿтлĕх патăмăр, - хуравлать амăшĕ.

 - Пирĕн анне ĕçчен те чăтăмлăччĕ. Пĕлетĕр ĕнтĕ, Лениград хулине 900 кун хушши тăшмансем хупăрласа тăнă. Çавăнпа та хула çыннисене чылайăшне хăрушлăхсăр вырăна куçарнă. Эпир те çакăн пеккисене, эвакуациленĕ çынсене, пурăнма кĕртрĕмĕр. Вĕсен начар сăн-пичĕ, çи-пуçĕ халĕ те куç умĕнчех. Шăммипе тирĕ çеç юлнăччĕ хăйсен, пыйтланса кайнăччĕ. Анне вара пĕтĕмпех йĕркене кĕртрĕ: çÿçĕсене касса ячĕ, япалисене шартлама сивĕре тытрĕ. Çапла майпа пыйтăран хăтăлтăмăр, - каласа парать Майя Павловна.

- Выльăх-чĕрлĕх усранăран сĕт-турăхран татăлман, - тăсрĕ калаçăвне амăшĕ. - Çавăнпа та хула çыннисене тăраниччен çиме чарман. Икĕ çул пурăнчĕç вĕсем пирĕн патра. Çав хушăра тăванланса кайрăмăр. Ас тăватăп-ха, пĕрин патне упăшкинчен çыру килчĕ. Мăшăрĕ Ленинградра госпитальте выртать иккен. Çакна пĕлсен эпĕ ăна упăшкине кайса курма сĕнтĕм. Ачусене те хамах пăхатăп, терĕм, анчах та унта çитсе килме çăмăл маррине шута илсе каймарĕ. Нумаях вăхăт иртмерĕ, çыру килчĕ: упăшки ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çак хуйхăна тÿссе ирттерме çăмăл пулмарĕ ăна. Хам та çав нушана курнăскер, çав тери хĕрхентĕм. Ĕмĕр  сакки сарлака, тенĕ çав. Савăнăçĕнчен хуйхи-суйхи те пит юласшăнах мар...



"Пирěн пурнăç"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться