Çĕнĕлĕх вăй илет
“Коминтерн” ял хуçалăхĕ иртнĕ çул çĕнĕ технологипе ĕçлеме тытăннине район халăхне пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Петербург хулинчи “Созидание” фирмăн Чулхулари филиалĕпе килĕшÿ туса Дани çĕршывĕнчен илсе килнĕ оборудовани фермăра тăрăшакансен ĕçне çăмăллатнине, продуктивлăха ÿстернине палăртма кăмăллă. Хаклă оборудование вырнаçтарма хуçалăх 3 миллион та 248 пин тенкĕ тăкакланă. Вăл шутран хуçалăх 2 миллион та 820 пин тенкине кредит илсе парăма кĕмесĕрех парса татма пултарнă.
Февралĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ оборудованипе мĕнлерех усă курнипе, унăн пахалăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе Атнарти комплексра презентаци иртрĕ. Савăнăçлă лару-тăрăва район администраци пуçлăхĕ В.Орлов, Петербург хулинчи “Созидание” фирма директорĕ Е.Короленко, асăннă фирмăн Чулхулари филиалĕн представителĕ В.Верников, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ А. Краснов, республикăри, районти чи лайăх аталанса пыракан ял хуçалăх ертÿçисем тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Райадминистрацин пуçлăхĕ В.Орлов ял хуçалăх производствинче “Коминтерн” кооператив ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине, кунта хуçалăха аталантарма май паракан технологин çĕнĕ меслечĕсемпе усă курма тăрăшнине палăртрĕ. Çакна ĕнесен комплексĕнче паха технологиллĕ оборудовани вырнаçтарни çирĕплетсе те парать.
Петербург хулинчи “Созидание” фирма директорĕ Е.Короленко Чулхулари филиалпа килĕшÿ туса “Коминтерн” хуçалăхра Дани çĕршывĕнчен илсе килсе вырнаçтарнă оборудовани çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. Çак технологипе сĕт сăвассинчен пуçласа хатĕр продукцие Шупашкара ăсатичченех пĕтĕм ĕç автоматика мелĕпе пулса пырать. Сĕте никам та алăпа тĕкĕнмест, вăл тÿрех пăрăхсем тăрăх холодильник цистернине юхса пырать. Сĕт пăрăхне, аппаратсене те автомат хăех çуса тасатать. Ĕне пăруланă чухне пăрăва туртса кăларма пулăшакан хатĕр те ку чухнехи çĕнĕлĕх шутланать. Çакăнпа ĕнтĕ “Созидание” фирмăн Чулхулари филиалĕн представителĕ В.Верников паллаштарчĕ.
Презентацие пухăннисем сĕт сивĕтмелли холодильник вырнаçтарнă пÿлĕмсене, ĕнесем тăмалли вырăна, лабораторие кĕрсе курчĕç. Чылай хуçалăх ертÿçисем атнарсенчен тĕслĕх илсе çĕнĕ технологие хăйсем патĕнче вырнаçтарма тĕллев лартрĕç.
Çĕнĕ техника, çĕнĕ технологиллĕ майсем, ăратлă выльăх туянас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлесен çеç ял хуçалăхĕ тупăшлă аталанса пырасси пĕрре те иккĕлентермест.