Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мĕн акатăн, агроном?

Паха вăрлăх - пысăк тухăç никĕсĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те “Свобода”, “Победа”, “Коминтерн” хуçалăхсем. Иртнĕ çул çанталăк условийĕсем аванах пулмарĕç пулин те, çак асăннă хуçалăхсем районта пысăк тыр-пул тухăçĕ илме пултарчĕç: “Свобода” гектартан 29,2 центнер, “Коминтерн” - 20,9, “Победа” - 21,5 центнер.

Хуçалăх ертÿçисем В.Бромбин, А.Новикова, А.Давыдов вăрлăх пахалăхне лайăхлатас, пысăк тухăçлă сортсен лаптăкне ÿстерес енĕпе чылай тăрăшаççĕ. Çак хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтрах вăрлăх янтлаççĕ, ăна тасатса сортлаççĕ.

 Çавăн пекех вăрлăх хатĕрленĕ çĕрте “Аккозинский”, “Путь Ильича” хуçалăхсем те лайăх ĕçленине палăртмалла.

Анчах та хăш-пĕр хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлесси çине çиелтен пăхаççĕ. Акă, январĕн 20-мĕшĕ тĕлне районĕпе хывнă вăрлăхăн 74 процентне акма юрăхлă кондицие çитернĕ. Вăл шутрах пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлисем - 11 процент. Таса мар пирки кондицие ларман вăрлăх - 22 процент. Кун пек вăрлăх “Вперед” хуçалăхра - 100 процент, “Сура” - 90, “Искра” - 71, “Марксист” - 68 процент. Апла пулин те, паянхи куна çак хуçалăхсем вăрлăх тасатакан звеносен ĕçне кирлĕ пек йĕркелемен. “Атменский”, “Черепановский” хуçалăхсенче вăрлăх пачах çук. Çур акинче мĕн акса хăварĕç-ши вĕсем;

Çывăх вăхăтрах хуçалăхсенче вăрлăх тасатакан звеносене йĕркелесе ярса, вĕсене тухăçлăрах ĕçлеттерсе, çак ĕçе февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тăрăшмалла. Кунта, паллах, ĕç çыннисене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарни кирлĕ.

Вăрлăха çĕнетсе, пысăк тухăç паракан сортсем улăштарса илессипе хуçалăхсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Çавăнпа та паянхи кун районĕпе супер элита тата элита вăрлăхсем 0,3 процент кăна, I - III-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсем 65 процент. Çитес çур аки валли супер элита, элита вăрлăхсем çук темелле, çавăнпа та I-мĕш класлă вăрлăх та çук. Хуçалăхсен вăрлăх партийĕсем таса мар пирки кондицие лараймаççĕ.

Мĕн акатăн, çав шăтать тенĕ халăхра. Çак сăмахсене тĕпе хурса хуçалăхсен пысăк репродукциллĕ тата пысăк тухăç паракан сортсен вăрлăхне улăштарса илесси пирки хытах шутламалла. Кондицие ларман вăрлăх акса хăварни  тур-пул тухăçне пушшех те чакарать.



"Пирěн пурнăç"
29 января 2005
00:00
Поделиться