Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Литература сукмакĕ çинче

Çулĕсемпе 55-е çывхарса çитрĕ пулин те, сăн-сăпатпа сывлăх енчен аптрамасть-ха, чун-чĕринче вара  çамрăклăхпа хĕрÿ юрату туйăмĕсем те вĕресе çеç тăраççĕ. Вĕсене вăл хăйĕн сăввисенче уçса пама тăрăшать. Унăн чи малтанхи “Канăçа çухатрăм” сăвви Хĕрлĕ Чутайри “Коммунизм çулĕпе” хаçатра 25 çул каярах пичетленнĕ. Ăна вăл хăех юрра хывнă. Çавнашкалах “Çĕмĕртсем çеçке çурсан...”, “Сирень чечекĕ” тата “Ытамрах пулăн” сăвăсем те лирикăлла юрăсен шутне кĕнĕ: республикăри хаçат-журналсенче пичетленнĕ, радио передачисенче янăранă. Кĕввисене чăваш композиторĕсен Союзĕн членĕсем Михаил Николаев, Владимир Александров тата Юрий Кудаков çырнă.

Тĕрĕссипе вара, Г.Савельев прозăпа поэзи енне ытлашши сулăнмасть, мĕншĕн тесен тăван тавралăх историне пур енлĕн тĕпчес ыйтусемпе çине тăрса ĕçлет: архивсемпе библиотекăсенче пулать, ватă çынсемпе курса калаçать, статьясемпе документла очерксем çырать. Ку енĕпе унăн “Ямаш - тĕне кĕмен чăваш” (1995ç.), “Утатпăр пурнăç çулĕпе” (1998ç.) тата “Село мое родное” (2003ç.) кĕнекисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăраççĕ. Черетлĕ кĕнеки “Люблю тебя, мой край родной!” ятлă пулмалла. Ăна пичете хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ, ĕçе вĕçлеме çĕршыври йывăр та пăтранчăк пурнăç чăрмав кÿрсе тăрать.

Вулакансене, паллах, юбиляр кун-çулĕ те интереслентерет пулĕ. Вăл Элĕк (малтан Советски) районне кĕрекен Мăн Ямашри учитель çемйинче 1950 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли (халĕ вăтам) шкулта, Шупашкарти саккăрмĕш профтехучилищĕре, Çĕмĕрлери автомотоклубра, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе пĕлĕве ÿстернĕ, пурнăçра кирлĕ профессисене алла илнĕ. Совет çарĕнче чухне Сосновоборскри вăтам шкул программине тишкернĕ. Унтан таврăнсан тăван колхозри, Элĕкпе Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи энергопредприятисенче - контролер-электрик, киносетьсенче киномеханик ĕçĕсемпе вăй хунă. Пĕр хушă  Элĕкри тата Хĕрлĕ Чутайри райхаçат редакцийĕсенче те, Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнчи СССР Геройĕ А.Р.Логинов лейтенант ячĕпе хисепленекен пионерсен дружининче те ĕçлесе пăхма май килнĕ. Çав хушăрах çемьепе кил-çурт çавăрса ача-пăча ÿстернĕ, тухăçлă сад ĕрчетнĕ. Хальхи вăхăтра вăл хăй çуралса ÿснĕ ялти “Ямаш” ял хуçалăх кооперативĕнче тĕп энергетик пулса ĕçлет, вырнаçтарнă пĕтĕм электрооборудованипе техникăна яланах юсавлă тытма тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пыма тăрăшать, ыттисене те йĕркеллĕ пулма хушать.

Пысăк культурăллă, лăпкă та сăпайлă этемĕн паха енĕсем чылай. Суйласа илнĕ ĕçе чунтан юратса та пĕлсе туни, халăх хушшинче хăйне йĕркеллĕ тытни, сăра-эрех ĕçменни тата чĕлĕм туртманни кăна темрен те хаклă, ыттисемшĕн - паха тĕслĕх. Ялта пурăнакан çыравçă вăтăр çул ытла ĕнтĕ  республикăри хаçат-журналсен тата радиовещани редакцийĕсемпе тачă  çыхăну тытать. Малтанхи заметкисем 1964-1965 çулсенче Етĕрнери “Ĕç ялавĕ”, Элĕкри “Ленин çулĕпе” хаçатсенче кун çути курнă. Ку таранччен унăн 1500 ытла заметкăпа информаци, очеркпа статья, сăвă-юрăпа калав пичетленнĕ тата чăваш радио передачисенче янăранă. Вĕсене вăл пĕтĕмпех шута илсе пынă, ятарлă альбомсене çыпăçтарса хунă.

Республикăри массăллă информаци органĕсемпе нумай çул хушши туслă çыхăну тытнине, вулакансемпе радио итлекенсем валли интереслĕ те тарăн содержаниллĕ материалсем хатĕрлеме пултарнине шута илсе, Г.Савельева вунă çул каярах журналистсемпе писательсен Союзĕсене йышăннă, “Хисеплĕ краевед”, “Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятсем панă тата ЧР пичет енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара ăна Чăваш халăхĕн Алексей Талвир ячĕллĕ республикăри литература премийĕн дипломне патăмăр.

Савельев сăвă-юрăсем çырнипех çырлахса лармасть, купăса алла илет те чăвашпа  тутар, индипе вырăс юрри-кĕввисене чуна пырса тивмелле шăрантарать. Чылай çул ялти художество пултарулăх коллективне йĕркелесе ертсе пынă, смотр-конкурссенче хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ял çыннисем ăна ял Совечĕн депутатне суйласа чысланă, дружинник пулма шаннă. Çавăнпа пĕрлех вăл урăлăхпа  çут çанталăка сыхлакан обществăсен тата коммунистсен партийĕн активлă членĕ те, шалти ĕçсен пайĕн штатра тăман сотрудникĕ те.

Хисеплĕ юлташăмăр! Эсĕ паян та çыру сĕтелĕ хушшинче çĕнĕрен те çĕнĕ произведенисем калăплатăн, смотр-конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнатăн, çав хушăрах кил таврашĕнчи ĕçсене тума та вăхăт тупатăн. Юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламланă май, сана малашне те хастар та çирĕп сывлăхлă пулма сĕнетпĕр, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр, творчество ĕçĕнче çĕнĕ ÿсĕмсемпе савăнтарасса шанатпăр. Культурăпа искусство шайĕ - ÿссе, профессиллĕ талант çулсеренех пуянланса пытăр.



"Пирěн пурнăç"
29 января 2005
00:00
Поделиться