Ултă ача ашшĕ
Çтенкки Мишки тесе чĕнеççĕ ăна Утаркассипе Мишеркасси ялĕсенчи çынсем. Кун пек каласан ватти те, вĕтти те пĕлет. Ялта чăннипех те М.Михатайкина хисеплеççĕ: вăл кашни çынпа сăпайлă, кăмăллă калаçать, вĕсене пулăшма яланах хатĕр.
Миша Михатайкин 1941 çулта Утаркасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Константин Михайлович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăнсан “Искра” колхозра тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Миша çул çитсен Утаркасси тата Хватукасси шкулĕсенче вĕреннĕ. Унтан Шулюри каçхи шкулта пĕлÿ пухнă. 1961-1964 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Германире тăракан çар чаçĕнче связист пулнă. Салтакран килсен çамрăк пĕлĕвне ÿстерме шутлать, Çĕмĕрлери автошкула çул тытать. Вĕренсе тухсан та тÿрех ĕçе кÿлĕнет. Пĕр улшăнмасăр 12 çул хушши “Искра” колхозра водитель пулса тăрăшать. Çав вăхăтрах професси ăсталăхне анлăлатас тĕллевпе Шупашкар хулинче - иккĕмĕш класлă, Сергач хулинче пĕрремĕш класлă шофер правине илме пултарнă. Хăйĕн ГАЗ-53 маркăллă самосвал автомашинине яланах юсавлă тытнă, унпа тухăçлă усă курнă. Районти хуçалăхсенчи шоферсен ăмăртăвĕсенче çулсерен малти вырăнсене йышăннă. 1970 çулта - Михаил Константиновича “Ĕçри хастарлăхшăн”, 1971 çулта “Ĕçре палăрнăшăн” медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă, премисем парса чысланă.
- Машина яланах юсавлă пулнипе мана аякри рейссене яратчĕç, - аса илет халĕ ĕç ударникĕ. - Мишеркассинчи шкул çуртне тума Шупашкартан бетон плитисем чылай турттарма тиврĕ. Улатăр районĕнчи Мироновски сÿс-кантăр заводне мĕн чухлĕ шыва хутса кăларнă кантăра турттарман пулĕ. Колхозра ĕçленипех Рита мăшăрăмпа ултă ачана пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Аннене тавтапуç, вăл ачасене пăхса çитĕнтерме пулăшрĕ. Асли, Женя, подполковник, Санкт-Петербургра çемйипе пурăнать. Марина районти тĕп больницăра кассир пулса ĕçлет. Ирина çемьеллĕ, Шупашкарта сутуçă пулса тăрăшать, Коля Ирчкассинче тĕпленчĕ. Миша ялтах пурăнать, çемьеллĕ. Саша, аслă лейтенант, Шупашкарти пушар чаçĕнче вăй хурать.
Михатайкинсем ултă туй турĕç, кашни ачинех халăх йĕркипе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç.
Çтенкки Мишки ватлăх еннелле сулăнсан та ĕçсĕр ларман: Сăр юханшывĕ çинче бакенщик пулса ĕçлерĕ. Кунта та ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕ. 1989 çулта “Искра” колхозăн Утаркассинчи ĕне ферминче вăй хума тытăнчĕ. Çу кунĕсенче ĕнесен çуллахи лагерĕнче электрик пулса ĕçлерĕ.
Ырми-канми пилĕк авни ахаль иртмен: вар-хырăм ыратма пуçланă. 2000 çулта ултă ача ашшĕне операци тунă, тепĕр çултан М.Михатайкин иккĕмĕш ушкăнти инвалид пулса тăчĕ.
- Çулталăкне икĕ хут больницăра сипленмесĕр пурăнаймастăп, - тет “Искра” колхозăн 70-мĕш çулĕсенчи ударникĕ.