Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ÿсĕмсем пур

Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене палăртма, тишкерме вăхăт.

Акă, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи вăтам кăтартусем çакăн пек. Кашни 100 гектар çĕр пуçне 45 центнер аш туса илнĕ, сĕт сăвасси 268 центнерпа танлашнă. Аш сутас е ăна  туса илес енĕпе “Победа” (97) , “Свобода” (83), “Коминтерн” (78), “Аккозинский” (50), “Санкинский” (59), “Путь Ильича” (52 центнер) хуçалăхсем аван ĕçленĕ. Кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕт суса илес енĕпе “Победа”  (763),  “Свобода”   (700), “Аккозинский” (651), “Коминтерн” (506 центнер) хуçалăхсем палăрнă.

Республикăра иртнĕ çул 35623,9 тонна аш сутнă пулсан, пирĕн район 1024 тонна какай сутнă. Вăл шутра 889 тонна - ĕне-выльăх, 82 тонна - сысна, 52,7 тонна - лаша ашĕ. Уйрăмах “Победа”, “Радуга” хуçалăхсем япăх мар ĕçленĕ. Вĕсем, ĕне-выльăх шутне чакармасăрах, кашни сутăнакан выльăха пысăк виçепе сутнине пула ÿсĕм тунă. Пуснă е сутнă ĕнесен чĕрĕ виçи - 300, сыснасен - 94, лашасен 361 килогрампа танлашнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул 6159 тонна сĕт сунă. “Коминтерн”, “Победа”, “Свобода”, “Аккозинский”, “Путь Ильича”,”Радуга” хуçалăхсенче сăвăм 100-119 процентпа танлашнă. “Искра”, “Нива”, “Сура” хуçалăхсенче вара вăл 70-78 процент çеç.

Калас пулать, 3 пин килограмм ытла сĕт суса илекен дояркăсен шучĕ 39-а çитнĕ, вăл шутран 5 пинрен ирттерекеннисем - 5-ĕн. Вĕсем: Р.Зосимова (5505   килограмм), В.Михопарова (5326), Г.Сухарева (5200), Ю.Иванова (5326), С.Ильина (5178).

2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 5969 пуç ĕне-выльăх (вăл шутран сумалли ĕнесен шучĕ - 2010) шутланать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, выльăхсен шучĕ - 724, ĕнесен хисепĕ - 200, лашасен - 67, сыснасен 52 пуç чакнă. Ĕне-выльăхсен шутне уйрăмах “Марксист”, “Искра”, “Сура”, “Черепановский” хуçалăхсем чакарнă. Выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерес тесен халăхран выльăх илсе самăртас енĕпе тăрăшса ĕçлес пулать.

Выльăхсен ÿт хушаслăхне тишкерес пулсан, çакна каламалла. Самăртма тăратнă выльăхсем талăкра вăтамран - 510, сыснасем 280 грамм чĕрĕ ÿт хушнă. “Коминтерн” хуçалăхĕ сыснасене самăртас енĕпе лайăх ĕçленĕ, талăкра 373 грамм ÿт хуштарнă. Уйрăмах унти С.Афанасьевана (500 грамм), ырăпа асăнмалла. Çавăн пекех выльăх самăртас ĕçре “Свобода” - З.Токарева (934), Е.Терентьева (880), Л.Кумашкина (902), “Коминтерн” - Е. Храмова (771), “Нива” - Г.Макашкина (713),  “Штанашский” хуçалăхри О.Михайлова (772), С.Трифонова (793 грамм) палăрнă.

Иртнĕ çул 2348 пăру илнĕ. Пăру илес тата ăна сыхласа хăварас енĕпе “Свобода” (112), “Аккозинский (116), “Победа” (100), “Коминтерн” (85), “Путь Ильича” (100), “Санкинский” (918) хуçалăхсенче кăтартусем япăх мар.

Çурасем илесси 120 процентпа танлашать, тĕрĕсрех каласан, 2533 çура илнĕ. Уйрăммăн тишкерсен, кăтартусем çакăн пек: туканашсем - 927, ваçкаçырмисем - 670, сĕнтĕкçырмисем 242 çура илнĕ. “Путь Ильича” колхозăн Ваçкаçырминчи ферма ĕçченĕсем кашни тĕп амаран 18,4 çура илме пултарнă.

Палăртмалла: ĕнерен сĕт ытларах суса илесси ĕнене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварнинчен килет. Октябрь, ноябрь, декабрь, январь уйăхĕсенче пăрусем çирĕп çуралаççĕ, чĕрĕ ÿт ытларах хушаççĕ, çавăн пекех иртерех пăруланă ĕне хĕлĕпе-çăвĕпе сĕт парать. Калас пулать, ĕнесене хĕллехи вăхăтра пĕтĕлентерес енĕпе “Свобода”, “Коминтерн”, “Победа”, “Аккозинский”, “Радуга”, “Санкинский” хуçалăхсенчи зооветспециалистсем аван ĕçлеççĕ. Ăратлăха çĕнетес тĕлĕшпе ĕнесемпе тына пăрусене искусствăлла майпа пĕтĕлентересси йăлана кĕчĕ. Анчах та юлашки вăхăтра ку ĕç япăхланса кайрĕ. Хуçалăхсем ăратлă сысна аçисем те сахал туянаççĕ. Вĕсем хăйсем ÿстернĕ аçасемпе усă кураççĕ, çавăнпах кашни тĕп амаран çура илесси пĕчĕк. Иртнĕ çул “Путь Ильича” колхозпа “Коминтерн” хуçалăх 2-шер аçа çеç илнĕ. Ыттисем вара; Темиçе çул хушши ĕнтĕ “Вперед”, “Искра”, “Санкинский”, “Сура” хуçалăхсем ăратлă сысна аçисем туянман.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 4599 тонна утă, 15006 тонна сенаж, 3270 тонна улăм, 6348  тонна силос, 91 тонна тымар-çимĕç, 3789 тонна фураж хатĕрленĕ. Анчах та выльăх апатне лабораторинче тĕрĕслеттернĕ хыççăн апат пахалăхĕ пĕчĕк­рех пулни палăрчĕ. Çавăнпа та выльăх апачĕсене тĕрлĕ хутăшсемпе усă курса çитерме тивет. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул “Вперед”, “Коминтерн”, “Свобода”, “Путь Ильича”, “Нива” хуçалăхсенчи зооветспециалистсем выльăх апатне тĕрлĕ витаминлă е минераллă хутăшсемпе тутлăхлантарас енĕпе тăрăшса ĕçленĕ.

Чылай хуçалăхсенче укçа-тенкĕ хĕсĕккине пула апат хутăшĕсене илеймеççĕ. Çавăнпа та ферма ĕçченĕсене выльăхсене çĕпре туса çитерессине, хыр лăссисем касса килсе е сĕлĕ (çамрăк пăрусене) парассине йĕркелесе яма сĕнес килет.

Сăмах май, январь уйăхĕ тĕлне 8817 тонна апат единици юлнă. Çак юлнă выльăх апачĕпе перекетлĕ те вырăнлă усă курма тăрăшас пулать.



"Пирěн пурнăç"
26 января 2005
00:00
Поделиться