Сывă ача – ашшĕ-амăшĕн телейĕ
Ача сачĕсем çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кунта ачасем ăс-тăн пухаççĕ, тус-тантăшĕсемпе выляма, хăйсене коллективра тытма хăнăхса пыраççĕ.
Хĕрлĕ Чутайри «Хĕвел» ача-пăча садĕнче пĕчĕк ачасен ĕçпе вĕренĕвне, кану вăхăтне пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Коллектива 20 çул ытла ĕнтĕ Р.Трифонова ертсе пырать. 110 ачана 12 педагог тивĕçлĕ пĕлÿÿ, воспитани пама тăрăшать.
«Хĕвел» ача сачĕн коллективĕ пирки ыррине çеç каламалла. Уйрăмах çак ĕçре чылай çул ырми-канми тăрăшакан педагогсене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем: Л.Утриванова, М.Вазина, З.Федорова, Ю.Матвеева, В.Семенова, А.Савельева, И.Абакумова тата ыттисем те. Вĕсем ача хусканура çеç аталаннине тĕпе хурса ĕçпе вĕренĕве вăйă евĕр йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ. Вăйăра-çке пулас этемĕн чунĕ, кăмăлĕ палăрать.
Садике çÿрекен кашни ачан сывлăхне Р.Дерстуганова тĕрĕслесе тăрать. Вăл асăннă учрежденинче 1979 çултанпа тăрăшать.
Сывлăха мĕн пĕчĕкрен упрамаллине, физкультурăпа, спортпа туслă пулма ачаран хăнăхтармаллине ăнланаççĕ кунти ĕçченсем. Ку ĕçре уйрăмах Н. Аливанкинан тăрăшулăхне палăртса хăвармалла. Вăл шкул çулне çитмен ачасен кун йĕркине, медицинăпа педагогика меслечĕсемпе усă курса, ирхи зарядкăран пуçлать. Сывă ÿт-пÿллĕ ачасен вĕрентÿпе воспитани ĕçне йĕркелесе пыма та çăмăлрах, чирлесси те чакать.
Педагогсем садике çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене мероприятисене явăçтарасси, вĕсемпе тĕрлĕ кану каçĕсем иртересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Темиçе çул ĕнтĕ «Хĕвел» ача сачĕ «Пĕрлешÿ» («Сообщество») программăпа ĕçлесе пырать. Çак программăна пăхăнса ачасем хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ, коллективра ĕçлеме, ыттисен шухăшне шута илме, тунă ĕçе хаклама хăнăхаççĕ. Шкул сакки çине ларичченех вĕсем шырав ĕçне кÿлĕнеççĕ. «Пĕрлешÿ» программăпа ĕçлеме тытăннăранпа садикри пÿлĕмсем те хăйне евĕр хитреленсе йĕркеленчĕç. Ĕçлесе пынă май, педагогсем программăна анлăлатсах пыраççĕ. Акă, «Дизайн» темăнах илер. Çак ăнлава ачасем патне çитерес тесе вĕсем тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче пулаççĕ, профессисемпе паллашаççĕ, хыççăн хăйсен шухăш-кăмăлне уçса параççĕ.
Ача-пăча учрежденийĕнчи тепĕр çĕнĕлĕх çинчен каламалла. Кунта пиллĕкмĕш уйăх ĕнтĕ «Çамрăк амăшĕсен шкулĕ» ĕçлет. Унăн тĕллевĕ - ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме пулăшасси. Калаçу темисене педагогсем палăртаççĕ, вĕсемех ертсе пыраççĕ. Тĕл пулусенче ача пурнăçĕнчи чи кăткăс ыйтусене сÿтсе яваççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕпе ачи тата воспитатель хушшинчи туслăха çирĕплетет, пурне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.
«Хĕвел» ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă.