Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Салтакра та преми илĕ

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем халăх хушшинче яланах хисепре пулнине пытарма кирлĕ мар. Юлашки вăхăтра эрех тиркемен çынсем нумай пулнăран урă пурнăçпа киленекенсене пушшех те мухтас, хавхалантарас килет. Шăпах çапла тăвать те “Свобода” колхоз ертÿçи Валерий Бромбин. Вăл хăйĕн хуçалăхĕнче çакăн пек çынсен йышĕ çулсерен хушăнса пынине палăртать. 2003 çулта пултаруллă, чĕлĕм туртман, эрех ĕçмен çамрăксем колхозра тăваттăн пулнă, иртнĕ çул вара вĕсен хисепĕ татах хушăннă иккен. Колхоз правленийĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, обществăлла пурнăçра активлăх кăтартакансене 2 пин укçан преми парса хавхалантарать. Усси пурах. Ахальтен мар колхоз ертÿçи ĕç пахалăхĕн ÿсĕмне палăртать.

Премие тивĕçлĕ механизаторсенчен пĕри, Анат Çĕрпÿкасси ял каччи О.Кумашкин, халĕ çар тивĕçне пурнăçлать. Апла пулин те тăван колхоз ăна манмасть. Служба вăхăтĕнче те каччă хăйне сăпайлă тытсан, хĕсметрен таврăнсанах хуçалăх ĕçне кÿлĕнсен, вăл, паллах, премие тивĕçĕ. Сăмах май, Олег Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Унта илнĕ пĕлĕве вăл тăван колхозрах туптасса шанас  килет.

Вулакансенчен нумайăшĕ: “Мĕншĕн арçынсене çеç преми параççĕ;” - теме пултарĕ. Чăн та, арçынсем кăна мар, халĕ хĕрарăмсем те чĕлĕм туртаççĕ, эрех ĕçеççĕ. Шăпах çакă пăшăрхантарнă та “Свобода” хуçалăхри выльăх пăхакан хĕрарăмсене. Çакна шута илсе вара колхоз правленийĕ малашне вĕсене те преми парса хавхалантарма шутланă.



"Пирěн пурнăç"
22 января 2005
00:00
Поделиться