Чĕлĕм туртни сиенлĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ ЧР Конституцийĕн 73 статйине тĕпе хурса, табак изделийĕсемпе усă курнин социаллă пурнăçри, экономикăри тата медицинăри хирĕçле пулăмсене чакарас, çавăн пекех халăх сывлăхне лайăхлатас тĕллевпе “Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен” 2004 çулта Указ кăларчĕ.
Пирĕн районта халăх никотин сывлăха сиенлĕ витĕм кÿнине чакарма, сывă пурнăç йĕркине сарма чĕнекен Указа ăша хывнă-ши; Çук. Мĕншĕн тетĕр-и; Ырă пуçарăва пуçа хывман, йышăнман çынсем чылай пулнăран. Районта пурăнакан этемсенчен çуррине яхăн пирус туртать вĕт. Унсăр пуçне, вĕсем хăйсен “тĕслĕхĕсемпе” çамрăксене, ачасене çак процеса явăçтараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, палланă пĕр çемьене илетĕп. Çемье пуçĕ çамрăклах чĕлĕм мăкăрлантарса рехетленнĕ. Хăйĕн виçĕ арçын ачине те пируспа туслаштарнă. Çакăнта чи хăрушши - ашшĕпе ывăлĕсем пÿлĕмре пĕрле чĕлĕм туртни. Ашшĕн алла пирус тытиччен ачисем çинчен шухăшламалла пек. Чĕлĕм тĕтĕмне пула ÿпке, пуç мими, пĕвер сиенленет, чĕре чирĕсем аталанаççĕ, организм çирĕплĕхĕ çухалать. Çак виçĕ çамрăкран сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем пуласси иккĕлентерет. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене те усал йăлана вĕрентеççех. Табак туртнине чакарас тесен аслă ăрăвăн туртма пăрахмалла. Унсăрăн сывă общество пулаймĕ.
Чĕлĕм туртакансем ыттисене сахалтарах сиен кÿрес тесе балкон, картлашка çине, коридора пирус туртма тухаççĕ, анчах тĕтĕмпе çав-çавах организм наркăмăшланать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре пирус туртса аталаннă тĕрлĕ чир-чĕртен кашни кун 700-шер çын вилет, çурри ытла вăй питти пулнă чухне пурнăçран уйрăлать. Туртакансем вара хăйсен тантăшĕсенчен 10-12 çул сахалтарах пурăнаççĕ. Пирус тĕтĕмĕнчи никотин, сĕрĕм, аммиак, сăмала евĕрлĕ ытти япаласем организмшăн сиенлĕ пулнине пирĕн ăнланмаллах тесе шутлатăп. Çавăнпа та Президентăн ырă пуçарăвне пурнăçлама, сывă пурнăç йĕркине сарма хастарлансах хутшăнмалла. Сывлăхшăн та, çемье бюджечĕшĕн те, айтăр-ха, питĕ ансат, анчах та питĕ усăллă утăм тăвар. Çак япăх та сиенлĕ йăлана пăрахар.