Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурăнать-ха халăх театрĕ

Хĕрлĕ Чутайри халăх театрĕ ял çыннисем хăйсен пушă вăхăтне усăл­лă та интереслĕ ирттерччĕр тесе чылай тăрăшать.

Сахал мар асра юлмалли спектакльсемпе савăнтарчĕ вăл ял халăхне. “Ялан чап-чап уйăхĕ пулмасть”, “Эльпуçĕнчи Нарспи”, “Кай, кай Ивана”, “Сахрун Иванч кин кĕртет” тата ытти камитсемпе вуншар хут вĕсем куракансен умне тухрĕç. Пултаруллă артистсем икĕ хутчен республикăри смотрсенчен дипломсемпе таврăнчĕç.

Иртнĕ сезонта халăх театрĕ пĕр пайлă икĕ камит кăтартрĕ. “Шикли шикленнĕ - кĕрĕк пĕркеннĕ”, “Хаклă хăна” спектакльсене Шулю, Кив Атикасси ял клубĕсенче вылярĕç. Юлашки вăхăтра вара сцена çине С.Лобозеров çырнă “Ах тĕнче” камит тухрĕ. Хурапыр, Ишеккасси ялĕсенче пурăнакансем ăна кăмăл тусах йышăнчĕç. Спектакль паянхи кун пĕр пысăк ялта пулса иртнĕ кулăшла пăтăрмаха сăнласа кăтартать. Ролĕсене А.Башкиров почтальон, Л.Крикова райадминистрацин специалисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Р.Галимов тата А.Дмитриева, Т.Иванова, Н.Чубайкин культура ĕçченĕсем ĕненмелле выляç­çĕ.

Хальхи вăхăтра халăх театрĕ, ялсене тухса çÿренĕ хушăрах, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ валли А.Толстой калавĕ тăрăх “Яла таврăнсан” драмăна лартма хатĕрленет. Çак спектальсем юлашки пулмĕç. Апла пулсан, театр искусстви пурăнать-ха Хĕрлĕ Чутайра.



"Пирěн пурнăç"
15 января 2005
00:00
Поделиться