Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме çăмăлрах

Ĕçлĕ çулçÿревре Кив Атикасси тăрăхĕнче пултăм. Яла пырса кĕрсенех илемлĕ çуртсем куçа илĕртеççĕ. Ял çĕнелет. Кунти лару-тăрупа тĕплĕнрех вырăнти ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.П.Бармина паллаштарчĕ. Çак çăмăл мар лава вăл 7 çул хушши туртса пырать, халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшать.

- Кив Атикасси ял администрацийĕ 8 яла пĕрлештерсе тăрать. Ял администраци территорийĕн 1058 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Сакăр ялта 768 хуçалăх шутланать, вĕсенчен 118-шĕ - пушă. Пурĕ кунта 1671 çын пурăнать. Çав шутран 456-шĕ пенсионерсем, вăрçă участникĕсем - 18 (иккĕшĕ хĕрарăмсем), воин-интернационалистсем - 3, инвалид-ачасем - 6, ĕç ветеранĕсем - 265, ыттисем - ачасемпе рабочисем. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесем 11 таранах. Ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă çемьесем те пур.

Ял администраци территорийĕнче «Марксист», «Свобода» ял хуçалăхĕсем вырнаçнă. «Дружба» СХПК экономикăри йывăр лару-тăрăва пулах саланса кайрĕ. Кунтах Çĕн Атикассинчи вăтам шкул, 5 клуб, 2 библиотека, 6 фельдшерпа акушер пункчĕ, 1 çыхăну уйрăмĕ, 7 суту-илÿ лавкки тата предпринимательсен 2 лавкки вырнаçнă. П.Н.Герасимов фермерăн шурă çăнăх кăларакан арманĕ халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерет.

2004 çулта территоринче вырнаçнă ялсене газификацилессипе тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Сăмах май, Анат Çĕрпÿкассипе Акташ ялĕсене çут çанталăк газĕ 1996 çултах çитнĕ. Анчах та ытти ялсенче пурăнакансене çак ырлăхпа тивĕçтересси вăраха тăсăлса кайрĕ. Ку пĕтĕмпех газ кĕртес проектсем улшăннипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра пур ялта та «кăвак çулăм» ялкăшать.

Пур çĕрте те пурăнмалли çурт-йĕр лартассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курать. 2003-2004 çулсенче 7 çемье ипотека кредичĕ илчĕç, çĕнĕ çуртлă пулчĕç.

Территоринче пурăнакан çамрăксем пирки пĕр-ик сăмах. Яш-кĕрĕм ялсенче туллиех. Хăшĕ-пĕри ял хуçалăхĕнче тăрăшать. Ĕçсĕррисем те чылай пулнине асăнмалла. Вĕсемех ĕçкĕпе аташса йĕркене пăсаççĕ. Çамрăксен пушă вăхăтне интереслĕрех тума, вĕсене физкультурăпа спорта явăçтарма тăрăшатпăр. Анчах спорт мероприятийĕсене ирттерме спортзал алăкĕ хупă пулни чăрмав кÿрет. Çĕн Атикассинчи вăтам шкулпа (директорĕ А. Алексеева) ял администрацийĕ пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен, тен, çамрăксем хушшинче йĕркене пăсакансем пул­мĕччĕç те. Пĕрлĕхре вăй, теççĕ. Пĕрле пулсан йывăрлăхсем те çăмăлланĕччĕç. Малашне Çĕн Атикассинчи вăтам шкул коллективĕпе пĕр шухăшлă пулассине шанас килет.

Ял администраци территорийĕнче 5 клуб ĕçлет. Клуб заведующийĕсем - пултаруллă çамрăксем. Клуб çурчĕсем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Ниме йĕркипе Вырăсушкăнчи, Çĕн Атикассинчи клубсенче юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, Яманкассипе Анат Çĕрпÿ­касси ялĕсенче çĕнĕрен клубсем уçнă.

2005 çула, ЧР Президенчĕн Указĕпе, Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе йышăнса хăварчĕç. Çак Указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе Кив Атикасси ял администрацийĕ ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Хăш-пĕр ĕçсене кĕркуннех тунă. Акă, Вырăсушкăнче А.Г.Николаев космонавт летчика асăнса аллея туса хăварнă. Çуркунне улма-çырла йывăççисем чылай лартса хăварма палăртнă. Ял администраципе «Марксист» СХПКн кантурĕ çывăхĕнче (Çĕн Атикасси еннелле) Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа парк йĕркелесшĕн, «Свобода» колхоз территорийĕнчи плотина тавра та йывăç-тĕм чылай лартса хăварасшăн. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесен садсемпе парксем хăйсен илемĕпе савăнтарĕç.

Лайăххипе пĕрлех пăшăрхантараканни те пур: Анат Çĕрпÿкасси-Çĕн Атикасси çула асфальт сарса якатманни кунта пурăнакансене чăрмав кÿрет. Вĕсем 2005 çулта çĕнĕ çул хута каясса шансах тăраççĕ.



"Пирěн пурнăç"
15 января 2005
00:00
Поделиться