Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пирĕн хаçата Мускавра та вулаççĕ

Хаклă вулаканăм хаçатăн 97-98-мĕш номерĕсенче 6 страницăри “Ĕне укçине тавăрса панă” материала вуланах ĕнтĕ. Унта Питĕркассинче пурăнакан А.Шулаеван ĕнине Кÿпешри М. вăрласа кайса пасара тухса сутни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Шалти ĕçсен пайне вăхăтра пĕлтернĕ май, паллах, çын ĕнине хапсăнакана тупса палăртнă. Вăрă ĕне хуçине 10 пин тенкĕ тавăрса та панă.

Палăртма кăмăллă, çак материал, кун çути курнă хыççăн, НТВ программа корреспонденчĕсен аллине лекнĕ. Унти пăтăрмахсем вĕсен кăмăлне кайнă, чутайсене, ĕне хуçипе “кукăр алăна”, хăйсем патне чĕнме шут тытнă. Çавна май, нумаях пулмасть, НТВ программа корреспонденчĕсем район хаçачĕн редакцине шăнкăравларĕç, пулни-иртнипе тĕплĕнрех интересленчĕç. Çавăн пекех вĕсем редакци ĕçченне “геройсемпе” тĕл пулса передачăна хутшăнма кăмăлĕсене хăпартма чĕнсе каларĕç, уншăн, гонорар вырăнне, 5 пин тенкĕ тивĕçессе шантарчĕç. Анчах та, шел, гонорар илесси пулмарĕ. Çул тата пурăннă тăкаксен укçине НТВсем саплаштараççĕ тата парнесем парса чыслаççĕ пулин те, чутайсем Мускава кайма хирĕç пулчĕç.

 

 



"Пирěн пурнăç"
25 декабря 2004
00:00
Поделиться