Çар тумне Канашрах параççĕ
Кĕрхи призыв пынă май, ялсенче декабрĕн 31-мĕшĕчченех салтак юрри илтĕнĕ.
Пурнăçăн яваплă тапхăрĕ умĕнче тăракан яшсемпе районти çар ĕç комиссариатĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ. Призывпа çыхăннă ыйтусемпе тĕплĕнрех унти 2-мĕш уйрăм начальникĕ Юрий Федорович Богатнаев паллаштарчĕ.
- Кĕркуннехи призывпа 150 яхăн яш-кĕрĕме (1977-1986 çулсенче çуралнисем) комиссине чĕнтĕмĕр. Вĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç, 40-шĕ кăçал салтак ретне тăма хатĕр. Паянхи куна 30 ытла çамрăк тăван килĕпе сыв пуллашса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланчĕç. Çар ĕç комиссариачĕ чĕнтернисенчен хăшĕ-пĕрне вăхăтлăх срок тăсса панă: вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан 47 çамрăкăнне, ялти 2 учителĕнне, ШĔМ системинче вĕренекен 1 каччăнне. Унсăр пуçне çемьери лару-тăрăва пула - 6 çын, чир-чĕрпе аптăракан 30 яхăн яш-кĕрĕм çĕршыв хÿтĕлевçи пулса тăраймĕç.
Çар - пурнăç шкулĕ тетпĕр. Чăн-чăн арçын салтакра пиçĕхет, унăн ÿт-пĕвĕ те, кăмăл-туйăмĕ те çирĕпленет. Салтак пăттине тутанса курнă каччăна ытларах та хисеплеççĕ, вырăна хураççĕ. Паянхи çамрăка, уйрăмах çара кайма кăмăл тунисене, чăннипех ырлас килет. Анчах çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнас текенсем те пур. Вĕсем çар ĕç комиссариатне килмеççĕ, ăçта пурăнни те паллă мар. Таркăнсене ятран палăртсан та вырăнлă пулĕ: Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕнче - М.В.Архипов (1984), И.П.Абрамов (1983), Л.Н.Михеев (1979), Д.Ю.Герасимов (1979)* Тралькасси ял администрацийĕнче - А.Н. Судеркин (1981), А.В.Падюхин (1983), А.П. Чернов (1978)* Уйпуç ял администрацийĕнче - Ю.В.Михайлов (1978), К.В.Иванов (1975), А.С.Тихонов (1985)* Пантьăк ял администрацийĕнче - С.А. Быков (1980), А.Ю.Крыжайкин (1986)* Хусанушкăнь ял администрацийĕнче - Л.В.Ядранский.
Районти çамрăксене çар ĕç комиссариатне тата Канашри призыв пунктне çитерме районти предприятисем транспорт уйăрса параççĕ. Транспорт ыйтăвне татса пама пулăшнăшăн çар ĕç комиссариачĕ райадминистраци пуçлăхне В.Г.Орлова, ял хуçалăх управленийĕн начальникне А.П.Краснова, райадминистраци пуçлăхĕн çумне Н.Ф.Яхатина, И.Н. Михопарова (ХАО «Радуга»), «Сура», «Вперед» кооперативĕсен, коммуналлă хуçалăхăн, «Сельхозхими» предприятийĕн ертÿçисене тав сăмахĕ калать.
Кăçалхи призыв, ытти çулхипе танлаштарсан, уйрăлса тăнине те асăнса хăвармалла. Акă, салтак пулма хатĕр яшсене Канаш хулине çитсенех çар тумне параççĕ. Çавăн пекех 2005 çултан пуçласа çар служби контракт йĕркипе пулмалла. Ку тĕлĕшпе ятарлă федераллă программа хатĕр ĕнтĕ.