Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Юратнă шкулăм, манас çук сана

 

Çулсем... Вĕсем пĕр сисĕнмесĕр малалла шăваççĕ. Акă, анчах эпир те, паянхи шкул ачисем пек, алла букварь йăтса шкулалла утаттăмăр. Халĕ вара, вăл вăхăт чылай аякра. Ах, мĕн тери савăнăçлăччĕ шкул çулĕсем!.. Анчах та вĕсене каялла тавăрма май çук. Шел пулин те,  вăхăт каялла мар, малалла шăвать. Çамрăклăх та пĕрре çеç килет. Çулсем иртĕç. Эпир, ĕнерхи шкул ачисем çемье, çавăрса ача-пăчаллă пулăпăр,  ватăлăпăр... Шкул çулĕсем вара пирĕн асăмăртан нихăçан та тухмĕç.

Иртнĕ шăмат кун, декабрĕн 18-мĕшĕнче, юратнă, савнă Мăн Этмен шкулĕ хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна шкул коллективĕ чыслăн уявларĕ. Уява хăнасем те чылай килсе çитрĕç. Вĕсен шутĕнче ­- ветерансем, шкултан вĕренсе тухнисем, шкулта нумай çул хушши ĕçленĕ учительсем, ял-йыш...

Хăнасем шкул музейне, таса та çутă классене кĕрсе курчĕç, шкул юбилейĕ тĕлне ачасем кăларса хатĕрленĕ хаçатсен, рефератсен конкурсне хакларĕç. 11 сехетре вара шкулти акт залĕнче савăнăçлă пуху пуçланчĕ. Ăна вырăс чĕлхипе литература учителĕ О.Михеева тата истори учителĕ Н.Полозин ертсе пычĕç. Вĕсем пухăннисене шкул историйĕпе паллаштарчĕç, пурне те ачалăхăн асамлă тĕнчинче пулса курма чĕнчĕç.

Шкул директорĕ М.Ярадаева хăнасене шкулăн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ, учительсем ăс-тăна аталантарма пулăшакан çĕнĕ программăсемпе ĕçленине, ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн сахал мар тăрăшнине палăртрĕ. Çавăн пекех Мария Ивановна шкул историйĕнче тарăн йĕр хăварнă учительсен ячĕсене те асăнчĕ. Вĕсем: физикăпа математика наукисен докторĕ В. Возяков, композитор Г. Макаров, “Уяв” ансамбль солисчĕ В.Данилов тата ыттисем те. М.Ярадаева пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çак шкулта нумай çул хушши ĕçленĕ учительсене тата ытти ĕçченсене парнесем парса чысларĕ.

Унтан уява килнĕ хăнасем, А.Трофимов, В.Немешкин (вĕсем директорта ĕçленине те палăртса хăварас пулать), Т.Шачкова, И.Герасимова, çак шкултан вĕренсе тухнă Шупашкарти “Центр” строительство компанийĕн директорĕ И.Анатольев,  паллă композитор Г. Макаров, Çĕмĕрлери кĕпер тăвакан строительство компанийĕн аслă инженерĕ тата “ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ” О.Тихонов тата ыттисем те педагогсене, вĕренекенсене паллă кунпа саламларĕç, вĕренекенсене тарăн та çирĕп  пĕлÿ илме, яланах хастар та тăрăшуллă пулма сĕнчĕç.

Çавăн пекех шкула юбилей ячĕпе саламлама район администрацийĕн вĕрентÿ уйрăмĕн специалисчĕ Р.И. Мясникова килсе çитрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕсенче Мăн Этмен шкулне çулран-çул ÿсĕмсем тунишĕн мухтарĕ, ытти шкул коллективĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ, Хисеп грамоти парса чысларĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан, çак кун хăнасенчен тата уява килнисенчен нумай ăшă сăмахсем илтме пулчĕ. Пурте вĕсем шкул коллективне малалла та çирĕп пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парассишĕн вăй хума ырлăх-сывлăх сунчĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.



"Пирěн пурнăç"
22 декабря 2004
00:00
Поделиться