Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Электриксен талăкĕпех канăç çук

Ялсен сăн-сăпачĕ çултан-çул улшăнса пырать: çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, урамри юпасем çинче каçхине çутăсем йăлкăшаççĕ, газификаци ĕçĕ вĕç­лен­се пырать... Кашни кил-çуртра электроэнергипе туллин усă кураççĕ. Пире паян электроэнергипе тивĕçтерекенсем мĕнле пурăнни, мĕнле ĕçлесе пыни ытларах интереслентерет. “Чувашэнерго” УАОăн “Хĕрлĕ Чутай районĕнчи электричество сечĕсен” ертÿçи Александр Иванович КРИКОВ кунти ĕç-хĕлпе туллин паллаштарчĕ.

Кĕске справка: А.Криков 1960 çулта Кÿпеш ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Ленинградри ял хуçалăх институчĕн электрофикаци факультетĕнчен вĕренсе тухса алла инженер-электрик дипломне илнĕ. Тăван ене таврăнсан хăй специальноçĕпе “Октябрь” совхозра тăрăшнă. Пултаруллă çамрăка хăвăрт асăрхаççĕ, комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма шанаççĕ. Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать вăл. Тăрăшулăхне курса ăна тата яваплăрах ĕçсем шанаççĕ. 1992 çултан пуçласа вăл - “Хĕрлĕ Чутай районĕнчи электричество сечĕсен” предприятин ертÿçи. Кĕскен каласан, районти çутă хуçи.

- 1995 çултан пуçласа унччен пулнă подстанцинчен “Хĕрлĕ Чутай районĕнчи электричество сечĕсем” уйрăм предприяти пулса тăчĕ. Эпир “Улатăрти электричество сечĕсем” организацие пăхăнса тăратпăр. Пирĕн районсăр пуçне вăл ытти хăш-пĕр районсене те электроэнергипе тивĕçтерет. Электроэнергипе çыхăннă ĕçсене ирттерме полигон хута ятăмăр. Кунта çамрăк, тин çеç ĕçе пуçăнакансем валли вĕрентÿпе практика ĕçĕсене ирттерме условисем пурте пур.

Паянхи куна пирĕн системăра 28 çын тăрăшать. Инженерпа техника ĕçченĕсем - 5-ĕн. Пĕчĕкех мар йышран 5-шĕ çак ĕçре ĕçлеме ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ, вăтам специальноçпа тимлекенсем 5-ĕн, ыттисем вăтам пĕлÿллĕ. Пурте хăйсен ĕçне пĕлсе, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Пирĕн тĕп ĕç вăл - электролинисене пăхса тăрасси. Ялсене 10 киловольтлă лини пырать. Вăл районĕпе 360 километр тăсăлать, 0,4 киловольтлă лини вара  -  412 километр. Пурĕ районĕпе 190 трансформатор. Çаксене йăлтах пирĕн организаци сăнаса, асăрхаса тăрать. Хăш-пĕр предприятисен, организацисен хăйсен уйрăм линисем,  трансформатор пункчĕсем.

Пирĕн системăра яланхи дежурство йĕркеленĕ. Унта нумай çулсем ĕçлесе пуян опыт пухнă электромонтерсем вăй хураççĕ. Ăçта та пулин инкек сиксе тухас пулсан, вĕсем авари бригадине чĕнсе илеççĕ, çула тухаççĕ.

Электроэнергипе çыхăннă ĕçре тăрăшаканăн уявра та канăç çук. Вĕсен канмалли кунсенче те ĕçе васкамалла. Акă, çанталăк улшăнать е вăйлă çил-тăвăла пула йывăçсем электропралуксем çине ÿкеççĕ, татса пăрахаççĕ.

- Вăхăт çитсен тимĕр те юрăхсăра тухать. Электропралуксене, юпасене улăштарса тăмалла. Хăш вăхăтра туса ĕлкĕретĕр; Çынсене те çутăсăр лартмалла мар вĕт-ха;

- Шăтăк чавакан, юпана вырăна çитерсе çĕклесе тăратса лартма техника çителĕклĕ. Вĕсемпе çак ĕçре пуян опыт пухнă специалистсем ĕçлеççĕ. Авари бригадине турттаракан, пур çул-йĕр çинче те кайма пултаракан фургон пур. Тĕрлĕ груз турттаракан техника та çителĕклĕ. Электролинисенчи юсав ĕçĕсене çуллахи вăхăтра тума тăрăшатпăр.

Юлашки çулсенче ялсене газификацилессипе тăрăшса ĕçлерĕç, урамсенче газ пăрăхĕсем хурас тесе канавсем нумай чаврĕç. Çавна пулах электричество юписем чалăшнă тĕслĕхсем пулчĕç. Электропралуксене, юпасене улăштарасси çăмăл ĕç мар, ял халăхĕ те пире ăнланса пулăшасшăнах мар. Уйрăмах урамра кашласа ÿсекен йăмрасене касса тирпейлессипе йывăртарах. Хăш-пĕр ял çыннисем кам та пулин çÿлтен килсе туса парасса кĕтсе лараççĕ. Хăйсен кил хуçалăх таврашĕнче тирпей-илем кĕртме тăрăшмаççĕ. Çакă пирĕн ĕçре те чăрмав кÿрет.

- Александр Иванович, çулталăк вĕçленсе пырать. Мĕнпе асра юлчĕ вăл кăçал;

-                     Кăçал 22 трансформатор пункчĕсене  юсаса  çĕнетрĕмĕр, 10 киловольтлă  линире  - 15 километр, 0,4 киловольтлă  линире 8 километр тăршшĕ электропралуксене,  юпасене  çĕннипе улăштарнă. Реконструкци  планĕ тăрăх ,  тĕпрен çĕнетнĕ  электролинисем пурĕ Шĕмшешре электроэнерги паракан çĕнĕ  пункт уçрăмăр.  Вăл подстанци евĕрлĕ. Кунта пурăнакансемшĕн вăл питех те меллĕ, электролинисем кĕскелеççĕ, халăха  электролинипе тивĕçтересси лайăхланать. Çавăн пекех çитес çул та 2 пункт хута яма палăртрăмăр.

-   Профессиллĕ уяв  çитнĕ май, нумай çул уяв ĕç вырăнне улăштармасăр тăрăшса ĕçлекенсене палăртса хăварсан та вырăнлă пулĕ.

-                     Паллах, акă, А.Индряковпа В.Сергеев водительсем çак ĕçре  20 çул ытла тăрăшаççĕ. В.Михопаров, Н.Перепелкин электромонтерсем, М.Мельников диспетчер,  Н.Судакова техник  хăйсен тивĕçĕсене  тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.

-                     Тавтапуç калаçушăн.

 



"Пирěн пурнăç"
22 декабря 2004
00:00
Поделиться