Промышленноçпа энергетика министерствин кунĕнче
Декабрĕн 15-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерствин кунĕ иртрĕ. Министерство делегацийĕн йышĕнче ЧР Промышленноçпа энергетикăн министрĕн пĕрремĕш çумĕ О.В.Михайлов, министрĕн çумĕ Н.В.Дмитриева, УАО “Чувашсетьгазăн” генеральнăй директорĕ В.И. Ильин тата промышленноçпа энергетика пайĕн специалисчĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем ушкăнсем çине пайланса “Красночетайские электрические сети” предприятине, Кив Атикасси, Хусанушкăнь ял администрацийĕсене, шкулсене, вăрман хуçалăхне, районти тĕп больницăна çитсе курчĕç, унти ĕç-хĕлсемпе паллашрĕç, халăхпа тĕл пулса вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене татса пама пулăшрĕç. Министерство специалисчĕсене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕсем Г.И.Ярловпа Н.Ф.Яхатин ертсе пычĕç.
15 сехет те 30 минутра министерство специалисчĕсем район активĕпе тĕл пулчĕç. О.В.Михайлов Чăваш Республикин промышленноç тата энергетика аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, ЧР Президенчĕн “Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарас” тата “Парксемпе садсен çулталăкĕ” Указĕсене пурнăçа кĕртесси çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Сывлăха упрасси, кил-çурта, урамсене, скверсене таса тытасси, тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăнса хăварчĕ. Ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли, çамрăк çемьесене ура çине тăма пулăшса пымалли çинчен каларĕ. Олег Вячеславович Хĕрлĕ Чутай районĕнче çамрăк çемьесене ипотека кредичĕ парса пулăшассипе аван ĕçленине палăртрĕ. Министр çумĕ районти тĕп больница территорийĕ тирпейлĕ пулнине, чирлĕ çынсене сывалма условисем тума тăрăшнишĕн ырласа калаçрĕ. О.В.Михайлов пухăннисене ял халăхне (вĕсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн) хумхантаракан ыйтусемпе паллаштарчĕ. Акă, нумайăшĕ: çут çанталăк газĕпе усă куратпăр пулин те хваттерсенче, учрежденисенче сивĕрех, ял урамĕсенче каçпа тĕттĕм - çутăсем çук, шкулсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси кирлĕ шайра мар тесе пĕлтернĕ.
Н.В.Дмитриева район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлемеллине, бизнес ĕçне вăйлатмаллине каларĕ. Наталья Викторовна ял хуçалăх предприятийĕсене, предпринимательсене бизнеса аталантарма патшалăх енчен паракан тĕрлĕ пулăшусемпе анлă усă курма сĕнчĕ. Çакă района та, республикăна тупăш парать. Унтан вăл вăрман хуçалăх ĕçне тишкерчĕ, кунти ертÿçĕ хăй ĕç вырăнĕнче чăн-чăн хуçа пулнине палăртса хăварчĕ.
УАО “Чăвашсетьгазăн” генеральнăй директорĕ В.И. Ильин районти газификаци ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ, ял администраци пуçлăхĕсемпе тĕл пулса вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ.
Юлашкинчен министерство представителĕсем промышленноçа аталантарма майсем шырамаллине, халăха ăшăпа тата çутăпа тивĕçтерессине лайăхлатмаллине, тăван тавралăх илемĕшĕн кашнин тăрăшмаллине палăртрĕç.