Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Механизатор ĕçĕ çăмăл мар

Районти тĕп больницăн пĕрремĕш терапи уйрăмĕ. Кунта тĕрлĕ ялсенчен арçынсем сипленме килнĕ. Вăрçă участникĕсем, ĕç ветеранĕсем, çамрăксем. Палланисем те чылай. Акă, кунтах эпĕ “Искра” ял хуçалăх кооперативĕн паллă механизаторĕпе Николай Германович Пудейкинпа тĕл пултăм, сывлăхĕпе интереслентĕм.

- Çамрăк чухне эпир чирлесси çинчен шутламан та, вăй-хăват çитнĕ. Çулла колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ, хĕлле Улатăр вăрманĕнчен строительство материалĕсем турттарнă. Шăрăхне те, сиввине те пăхса тăман. Ир пуçласа каçчен ĕçре пулнă. Халĕ шутлатăп та, пирĕн ĕç пĕртте çăмăл пулман. Хĕллехи вăхăтра алă-ура шăннă, сивĕ çапнă. Трактор çинче ларса пынă чухне кĕлетке чĕтреннĕ, тусанĕ те ăша тулса пынă. 44 çулта ÿпке ыратнипе больницăра выртрăм. Шупашкара ячĕç. Сывлăх министерствин профпатологи центрĕнче професси чирĕ пулнине палăртрĕç. Çавăнтанпа эпĕ çулсеренех больницăсенче сипленетĕп. Сывлăх чакнине кура Социаллă хÿтлĕх министерстви пире укçа та куçарса парать. Хальлĕхе мана вăтам ĕç укçин 30 процентне параççĕ, - терĕ Н.Пудейкин.

Н.Пудейкин 1948 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Пухтанкасси ялĕнче çуралнă. Сăмах май, ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса çĕнтерÿпе таврăннă. Маçаккăшĕ, Семен Афанасьевич, пĕр­ремĕш тĕнче вăрçине хутшăннăскер 100 çула çити пурăннă. Йышлă та туслă çемьере ÿснĕ вăл. Шкул çулне çитсен Пантьăк шкулĕнче пĕлÿ пухнă, 1966 çулта Кăрмăшри 7-мĕш училищĕне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен, “Искра” колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. 1967 çулта Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтреста ĕçлеме вырнаçнă. Кунта вăл С-100, МТЗ-5 маркăллă тракторсемпе вăй хунă. 1967-1969 çулсенче Николай Пудейкин çар ретĕнче тăнă. Новосибирск хулине лекнĕ.

1971 çулта Николай Германович Пудейкинпа Таисия Егоровна Важорова пĕрлешсе çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те “Искра” колхозра ĕçлеме пуçланă. Пĕри - уй-хирте тракторпа, тепри - ĕне ферминче. Пысăк хастарлăхпа тăрăшнă çамрăксем. Часах Н.Пудейкин “Районти чи лайăх механизатор” ята тивĕçнĕ, ăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă, виçĕ хутчен ют çĕршывсене кайса курма туристла путевкăсем парса хавхалантарнă.

70-80-мĕш çулсенче механизаторсем, ферма ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ, “Искра” колхоз ятне çÿле çĕкленĕ. Н.Пудейкин механизаторăн пултарулăхĕ те ÿссе пынă, чи яваплă ĕçсене ăна хушнă. Хуçалăхра погрузчик питĕ кирлĕ пулнă. Вăл хăйĕн “ЮМЗ” маркăллă тракторĕ çине ПЭ-0,8 погрузчик вырнаçтарнă. Унпа Н.Пудейкин тракторист нумай ĕçсене пурнăçланă: Мăн Этмен - Утаркасси шоссе çулне тăвас ĕçсене хутшăннă, хăйăр, вак чул турттарнă, утă-улăм тиенĕ, кăшман упрама шăтăксем чавнă.

1980-1983 çулсенче “Искра” хуçалăх выльăхсем йышлă усранă. Ĕне-выльăх кăна икĕ пин пуç таран пулнă. Çавăнпа та хĕллехи вăхăтра Алтай крайне улăм хатĕрлеме кайма тивнĕ. Унти ĕçсене Н.Пудейкин та явăçнă.

1983 çул - Пудейкинсен çемйишĕн паллă çул пулнă. Вĕсен çемйинчен иккĕн Раисăпа Зоя Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕсем пулса тăнă.

Николайпа Таисия Пудейкинсем пĕр ывăл çуратса ÿстерчĕç. Саша МВДн Мускаври академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренсе пĕтер­нĕ, халĕ инженер-энергетик пулса ĕçлет.

Çулсем иртсе пынă... 1992 çулта Н.Пудейкин сывлăхĕ хавшанине сиснĕ. Шупашкарти трактор тăвакансен больницинче пĕр уйăх хушши тĕпчесе сипленнĕ хыççăн ăна тракторпа ĕçлеме хушман, çăмăлрах ĕçе куçма сĕннĕ.

Ăста механизатор колхозри автопарк мастерскойĕнче слесарь, тимĕр­çĕн пулăшаканĕ, вулканизатор, аккумуляторщик пулса ĕçленĕ. Пĕр ĕçне те вăл тиркемен. Ăçта вăл кирлĕрех, ăна унта куçарнă.

Кăçал та, акă, Н.Пудейкин механизатора чирленине пăхмасăрах автопарка ĕçлеме чĕнсе илнĕ. “Вăл пурне те пултарать”, - теççĕ ун çинчен хуçалăхри механизаторсем.

- Миçе çулта халĕ эсĕ; - ыйтрăм эпĕ унран юлашкинчен.

- Сентябрь уйăхĕнче 56 çул тултартăм. Тухтăрсем пулăшнипе пурăнатăп-ха, пенсине тухма  ĕмĕтленетĕп. Механизаторсен ĕмĕрĕ вăрăмах мар. Пĕрле ĕçленĕ юлташсенчен пенси илсе курмасăрах çĕре кĕнисем те пайтах. Патшалăх Думин тата Канашĕн  депутачĕсем механизаторсен ĕçĕ йывăр пулнине хăçан та пулин ăнланасса шанатпăр-ха, - терĕ районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче сипленекен тава тивĕçлĕ механизаторĕ.



"Пирěн пурнăç"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться