Ял ачисене – пахалăхлă пĕлÿ
Экономикăри, культурăри, обществăлла пурнăçăн ытти сферинчи лару-тăру вĕрентÿ пахалăхĕнчен нумай килет. Шкулăн пĕлÿ панипе пĕрлех ачасене хальхи пурнăçра хăй вырăнне тупма хăнăхтармалла, кăткăс лару-тăрура кирлĕ йышăнусем тума вĕрентмелле, юратнă професси суйласа илме пулăшмалла. Хальхи вĕренекенсем пурнăçпа тан ĕлкĕрсе пыччăр тесен ялти шкулăн пурлăх никĕсĕ хуларинчен кая мар пулмалла. Ял ачи çирĕп те тарăн пĕлÿ илсе аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме пултартăр.
Ялти шкулсен нуши çук мар, паллах. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри кирлĕ ĕçсене тума чăрмантарать. Ачасен йышĕ те çултан-çул чакса пырать. Сахал ачаллă шкулсене тытса тăни те вырăнлах мар. Çавăнпа “Вĕрентÿ системине реформăласси” проектпа килĕшÿллĕн паянхи куна тивĕçтерекен база шкулĕсем йĕркелеççĕ, шкул автобусĕсем çÿреççĕ.
Çак кунсенче ĕçпе çÿренĕ май Кив Атикассинчи шкул филиалĕнче пулса курма тÿр килчĕ, унти лару-тăрупа паллашрăм.
Ачасене тивĕçлĕ воспитани, çирĕп те тарăн пĕлÿ парас ĕçре виçĕ педагог тимлет. Людмила Сергеевна Шишкова Кив Атикассинчи шкулта 20 çул тăрăшать. Кунта вĕренекен ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене пĕлсе çыхăну тытсах тăрать. Шкул пурнăçне витĕр курса тăнăран кунти ĕç-хĕлпе хапăл тусах паллаштарчĕ.
- Учреждение куллен Вырăсушкăнь, Кив Атикасси ялĕнчен 30 ача çÿрет. Вĕсен йышĕ çулран-çул чакса пыни вĕрентекенсене те хумхантарать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа ачасем çуккипе уçаймарăмăр. Çапла вара, 4-мĕш класа 12 ача çÿрет (ăна хăй ертсе пырать), 3-мĕш класа - 10-ăн (класс ертÿçи А.А.Ильина), 2-мĕш класа - 8-ăн (класс ертÿçи И.В.Смирнова). Учительсем пурте ятарлă педагогика пĕлĕвĕ илнĕ, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.
Ачасен калаçăвне аталантарасси, вулама-çырма, шутлама хăнăхтарасси, ÿкерме, юрлама, сăвăсем калама, физкультурăпа туслашма, аслисене хисеплеме, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, чăвашлăх туйăмне аталантарма та тăрăшаççĕ кунти педагогсем. Пĕчĕк шăпăрлансен тавракурăмне анлăлатассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Пĕрремĕш чĕрĕкри паллăсемпе интересленнĕ май, 30 ачаран пĕрремĕш чĕрĕке “5” паллăпа 3 ача вĕçлени палăрчĕ, “4” паллăпа - 9-ăн, иккĕмĕш классем те япăх мар вĕренсе пыраççĕ (вĕсен пĕлĕвне иккĕмĕш чĕрĕкре çеç паллăсемпе кăтартаççĕ).
Тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ кунта. Акă, “Кĕрхи бал”, “Аннемĕр кунĕ” уявсене ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта Çĕнĕ çула кĕтсе илессипе тимлеççĕ. Вĕренекенсене район шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче И.Париковапа Н.Аксакова (4 кл.) сăвă калассипе конкурса хутшăннă, япăх мар кăтартупа таврăннă.
- Пирĕн филиалтан вĕренсе тухнă ачасем Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта та япăх мар ĕлкĕрсе пыраççĕ, ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Çакăнта пуçламăш классенче ĕçлекен педагогсен тÿпи пысăк, вĕсем-çке пĕлÿ никĕсне хываканĕсем. Юлашки вăхăтра шкул филиалĕсем хупăнса пыраççĕ, тен, çавăнпах-и вĕсем çине тимлĕх уйăрасси чакни сисĕнет. Укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулни те ура хурать, паллах. Спорт инвентарĕсем çук, уроксене хатĕрленме кирлĕ пособисем çителĕксĕр, пуррисем кивелчĕç. Апат-çимĕçпе тивĕçтересси лайăхах теме çук. Ачасене кунтах кунне пĕрре вĕри апат çитеретпĕр. Классенче ăшă, çут çанталăк ырлăхĕпе усă куратпăр. Куншăн пурте кăмăллă, - пĕлтерчĕç кунти педагогсем.
Малтан кашни ялтах шкул пулмалла тесе калатчĕç. Шкул хупăнсан, ял та пĕтет тетчĕç. Анчах çулран-çул ачасем çураласси чакса пырать, классем пĕчĕкленсе пыраççĕ, пĕчĕк шкулсене тытса тăрасси экономика тĕлĕшĕнчен те вырăнлă мар. Малашне вĕрентÿ реформин ырă енĕсем палăра пуçласан, ăна ырлакансем пулаççех.