Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Саккуна пăхăнса пурăнар

Районта право йĕркисене, саккуна пăсакансем нумайланса кайнă пирки 2003 çулта район администрацийĕ административлă комисси йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра комиссинче 7 çын тăрăшать, председателĕ - райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Н.Ф.Яхатин, секретарĕ - Хĕрлĕ Чутайри шкул-сад директорĕ Е.С. Аргандейкина. Тĕллевĕ - кашни право йĕркине пăснă ĕçе Раççей Федерацийĕн Кодексне тĕпе хурса, вăхăтра тата туллин тишкересси, сăлтавĕсене тупса палăртасси.

Кăçалхи 11 уйăхри кăтартусем тăрăх, комисси членĕсем 78 ĕçе пăхса тухнă, 9 çыннăн РФ Кодексĕн 15-мĕш статйипе явап тытма тивнĕ, 22-шĕн - 16-мĕш статйипе, 47-шĕн - 19-мĕш статйипе. Унсăр пуçне 54 çынна 58550 пин тенкĕлĕх штрафланă, 20 гражданина асăрхаттарса хăварнă. Комисси членĕсем 19 лару ирттернĕ.

Акă, нумаях пулмасть, декабрĕн 2-мĕшĕнче адмкомиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Кун йĕркипе Туканашри В.Н.Чашкин, Туктамăшри Н.Ф.Мулаев, Хĕрлĕ Чутай салинчи Н.М.Назаров, В.Ф.Торейкин, В.В.Эзенкин граждансен ĕçĕсене пăхса тухнă. Вĕсем, пурте “çуттипе” хĕрнĕскерсем, çемьери тăнăçлăха аркатнă, киревсĕр тата усал сăмахсемпе кăшкăрашса çывăх çыннисене кÿрентернĕ, хăйсене йĕркесĕр тытнă. Çÿлерех асăннă çынсен ЧР саккунĕн “Административлă право çинчен” 19-мĕш статйипе явап тытмалла. Çапла майпа, адмкомисси членĕсем В.Н.Чашкинпа Н.Ф.Мулаева - 100-шер тенкĕлĕх, Н.М.Назаровпа В.Ф.Торейкина 300-шер тенкĕлĕх штрафланă. В.В.Эзенкина вара хальлĕхе асăрхаттарса хăварнă.

Эрех халиччен никама та ырă туманнине манас марччĕ, саккуна пăхăнса пурăнасчĕ.



"Пирěн пурнăç"
11 декабря 2004
00:00
Поделиться