Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çар службине – контракт йĕркипе

Çар службинчен таврăннă çамрăксем районта сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ ĕç вырăнĕ çуккипе нушаланать. 35 çул тултарман çамрăксем (тин çеç çартан таврăннисем те) çар пурнăçĕ манăçа тухиччен районти çар ĕç комиссариатне килсе кирлĕ документсем хатĕрлесе контракт йĕркипе службăна тăма пултараççĕ. Çемьеллĕ пулни чăрмантармасть. Çар службинче тăракан яшсем те хăйсен чаçĕнче контракт тума пултараççĕ.

Яшсем служба вырăнне хăйсем суйласа илеççĕ. Кăмăл тăвакансен Псков хулинче вырнаçнă Сывлăш Десант çарĕнче тăма май пур. Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăнă çамрăксем Лăпкă океанри тата Çурçĕрти флотсенче службăна малалла тăсма пултараççĕ. Юлашки вăхăтра Самара облаçĕнче мото-стрелковăй бригадăн 15-мĕш уйрăмĕ йĕркеленнĕ. Унта çар службинче сержант составĕнче пулнисене çеç илеççĕ. Ульяновск хулинчи Сывлăш Десант çарĕсен дивизийĕнче службăра тăма пулать.

Ытти çулсенче районти çамрăксенчен чылайăшĕ Таджикистан, Чечня республикисенче службăра тăнă. Куратăр ĕнтĕ, юлашки çулсенче контракт йĕркипе службăна хăй кăмăлĕпе кайма вырăнсем нумайланчĕç, суйламалăх пур.

Вĕри точкăсенче службăра тăракансем паянхи куна районта виççĕн: Чечняра 1 çын (вăл контракт йĕркипе службăра ик­кĕмĕш хут), Таждикистанра - 2-ĕн. Чечняра çар тивĕçĕсене пурнăçлакансене уйăхне 15-16 пине яхăн тÿлеççĕ. Службăра тăнă пĕр çулталăкĕ 1,5 çулпа танлашать. Таджикистанри контрактниксене уйăхне 7-8 пин тÿлеççĕ, службăра пĕр çул тăни 3 çулпа танлашать. Тÿлесси çар должноçне кура пулса пырать. 2005 çултан пуçласа контрактниксене тÿ­лес­си пур чаçре те ÿсет.

Контракт йĕркипе службăна каякансене тÿлевсĕр апатпа, тăхăнмалли çи-пуçпа, çемьеллисене пурăнмалли çуртпа тивĕçтереççĕ.

Контрактниксем кашни çулах тÿлевсĕр санаторисенче сывлăха çирĕплетме пултараççĕ, материаллă пулăшу та параççĕ. Çемьеллисене кашни çын пуçне укçан тÿлеç­çĕ.

Хăйсем суйласа илнĕ служба вырăнĕсене çитиччен вĕсене икĕ эрнерен пуçласа пĕр уйăхчен вĕрентсе хатĕрлеççĕ, çар техникипе паллаштараççĕ, çар тумĕпе тивĕçтереççĕ, тепĕр хут медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Хатĕр салтаксене хăйсен суйласа илнĕ чаçсем тăрăх вырнаçтараççĕ.

Контракт йĕркипе службăна каякансен сывлăхĕ çирĕп пулмалла, судпа айăпланнисене йышăнмаççĕ.

Контрактпа службăна каякансене çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕх сунатпăр. Вĕсем чăваш ятне кирек ăçта кайсан та çÿлте тытасса шанатпăр.



"Пирěн пурнăç"
11 декабря 2004
00:00
Поделиться