Кĕнеке - пĕлÿ тĕнчи
Кĕнеке - пĕлÿ çăл куçĕ. Унпа туслă пулни пирĕн ăс-тăна çирĕплетет, тавракурăма анлăлатать. Кĕнекепе туслă çын чăннипе те пуян ăс-хакăллă. Хальхи телевиденипе компьютеризаци вăхăтĕнче шкул ачи, ял халăхĕ илемлĕ хăйлавсем вулать-ши; Çак ыйту кăсăклантарнипе Тралькассинчи библиотекăра тăрăшакан Людмила Николаевнапа тĕл пулса калаçрăм. Сăмах май, Л.Илларионова библиотекарь пулса 21 çул хушши тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ те, çулсерен пухнă опычĕ те пысăк. Ахальтен мар ăна «Нумай çулсем ĕçленĕшĕн» Хисеп грамотипе чысланă.
- Людмила Николаевна, эсир библиотекарь пулма ĕмĕтленнĕ-и;
- Кĕнеке тĕнчипе ачаллах туслашнă. Шкул вăхăтĕнче те нумай вуланă. Библиотекарь пулас ĕмĕтпех ĕнтĕ Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухрăм.
- Ялсенче пурăнакан çынсем сахаллансах пыраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех вулакансен хисепĕ те чакать. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех;
- Вулакансен хисепĕ декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 500 пулнă. Ку начар мар тесе шутлатăп. Вĕсем пурĕ 10000 пине яхăн кĕнеке «шĕкĕлченĕ». Библиотекăна уйрăмах шкул ачисем килеççĕ, шкул программипе çыхăннă илемлĕ произведенисене вулаççĕ.
- «Кĕнеке тусĕсене» асăнса хăвармăр-ши;
- Хаваспах. Чи малтанах ватăсене асăнам-ха. Нумай вулакан, аслă çулсенчи çынсем - С.Майоровпа Г.Ерофеев. С.Майоров ĕлĕкхи пурнăç çинчен çырнă хайлавсемпе кăсăкланать. Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем те библиотекăна кĕнеке, хаçат-журнал вулама килсех тăраççĕ. Шкул ачисем пурте тенĕ пекех хăйсене килĕшекен калавсемпе повеçсене вулаççĕ. Çакăнтах чи çамрăк вулавçăна, пилĕк çулхи Инга Крыцовăна та палăртасшăн.
- Кĕнеке çÿлĕкĕ пуянланса пырать-и;
- Ку енĕпе, ытти вулавăшсемпе танлаштарсан, çĕнĕ кĕнекесем парса хавхалантарсах тăраççĕ. Паянхи куна библиотекăра 5000 пине яхăн кĕнеке упранать.
- Мĕнле мероприятисем ирттернĕ;
- Чăваш Республикин Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тесе «Сывă пурнăç йĕрки», «Спид тата наркомани» ятлă кĕнеке-журнал выставки, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене халалласа «Çĕнтерÿ кунĕ», «Чĕррисене - ĕмĕрлĕх асăну» кĕнекесен выставки йĕркеленĕ. Унсăр пуçне шкул ачисемпе тăтăшах викторинăсемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттеретпĕр. Акă, «Çак кунсен чапĕ пĕтмест» викторина, «Юмах тĕнчинче» вăйă ачасен тавракурăмне анлăлатрĕ тесе шутлатăп. Вĕренекенсем те вăйăсене хаваспах хутшăнаççĕ.
- Тавтапуç калаçушăн, малалла та пысăк хастарлăхпа ĕçлеме сĕнетĕп.