Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Инвалидсене - социаллă хÿтлĕх

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ пулчĕ. Ăна инвалидсен кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене татса парас, вĕсене социаллă хÿтлĕх парассине ÿстерес тĕллевпе ирттерме палăртнă. Çавна май райадминистрацин представителĕсемпе социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем пур ял администрацийĕсене те çитсе, вырăнта пурăнакан инвалидсемпе тĕл пулса вĕсен пурнăçĕпе интересленчĕç, саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курма пултарни çинчен калаçрĕç.

Питĕркассинче

Питĕркасси ял администрацине кĕрекен ялсенчи инвалидсем çак куна паллă тума йышлăн пухăнчĕç. Ларăва ял администраци пуçлăхĕ А.Т. Дмитриев уçрĕ. Вăл паянхи кăткăс лару-тăрура инвалидсене пурăнма питех те çăмăл маррине палăртрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Асăннă территоринче пурăнакан инвалидсен ушкăнĕн председателĕ В.М.Ермолаев инвалидсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вĕсен йывăрлăхĕсене шута илсе кулленхи пурнăçра пулăшу парса тăмалли çинчен каларĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Т.Ю.Каляева “Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен” саккунпа тĕплĕн­рех паллаштарчĕ, вĕсене вăя кĕртессипе туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Районта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра (ертÿçи П.П.Микишин) тĕрлĕ категориллĕ çынсем пулăшу ыйтма пыраççĕ. Вĕсем хушшинче инвалидсем те пур. Инвалидсене ĕç вырăнĕ тупса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрни пирки Петр Петрович тухса калаçрĕ.

Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем уява пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе, ташăпа савăнтарчĕç. Уйрăмах В.Фадеев сăвă калани, Е.Артемьева юрлани куракансен кăмăлне çĕклентерчĕ. Шÿтлĕ сăвăсемпе В.М.Ермолаев та сцена çине тухрĕ. Хурапырпа Питĕркассинчи клуб заведующийĕсем Н.Чубайкинпа Н.Быков шÿтлĕ такмаксемпе çепĕç юрăсене артистсенчен кая мар шăрантарса пачĕç.

Савăнăçлă, çав хушăрах хумхануллă уяв “çавра сĕтел” хушшинче вĕçленчĕ. Инвалидсем хăйсене вырăна хунишĕн, манманнишĕн чунтанах хĕпĕртесе калаçрĕç.

Штанашра

Инвалидсен кунне Штанаш ял администрацийĕнче те паллă турĕç. Вăл Штанашри Культура çуртĕнче иртрĕ. Инвалидсемпе ветерансене  саламлама район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕпе М.Н.Зайцевапа райадминистрацин культура управленийĕн начальникĕ З.С.Спиридонова килсе çитрĕç. М.Н.Зайцева доклад туса пачĕ, унтан пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Пуху хыççăн Хĕрлĕ Чутайри артистсем концерт кăтартрĕç. Л.Павлова, “Шуçăм” ансамбль солисчĕсем, Н.Храмовапа В.Молодейкина, Т.Храмова, Г.Матюшкина, В.Колокольчикова, чăваш, вырăс юррисене шăрантарчĕç. В.Краснов баянист илем­лĕ, чуна илекен кĕвĕсем вылярĕ. Вĕсен юрри-кĕвви куракансен кăмăлне кайрĕ.



"Пирěн пурнăç"
08 декабря 2004
00:00
Поделиться