Тимлĕх – тивĕçлĕ шайра
Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблеи 1992 çулхи октябрь уйăхĕнче йышăннă тăрăх, декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ тесе палăртнă.
Çак куна инвалидсен ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе, вĕсене общество пурнăçĕпе туллин пурăнма социаллă хÿтлĕх парассине ÿстерес, ыттисемпе пĕр тан условисемпе тивĕçтерес шутпа паллă тăваççĕ.
Районта инвалидсен хисепĕ çулсеренех ÿссе пырать. Акă, 2004 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1410 инвалид шутланнă. Вĕсенчен: чирлесе пăсăлнисем - 1336, куç курманнисем - 29, ĕçре аманнисем - 51, ача-инвалидсем - 91. Вĕсем “Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн, газ, çутă, телефон, радио тата ыттисене çуррине кăна тÿлеççĕ. Автобуссемпе тÿлевсĕр çÿреççĕ, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри инвалидсене эмелсемпе укçасăрах тивĕçтереççĕ, санаторипе курорт учрежденийĕсене сипленме яраççĕ. Акă, 10 уйăх хушшинче 13 инвалид хăй сывлăхне çирĕплетнĕ.
“Инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен” саккуна вăя кĕртес тĕллевпе патшалăх пысăк ĕç тăвать. Кăçалхи 10 уйăхра уйăрнă 508900 тенкĕ укçапа усă курнă. Çав шутран, эмелсем валли - 475451, шăл протезĕсем лартма - 33449, коммуналлă çăмăллăхсем валли 241300 тенкĕ тăкакланă.
Социаллă хÿтлĕх пайĕ инвалидсене хÿтĕлекен саккунсемпе программăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлет. Акă, инвалидсене çÿреме техника, йăлара кирлĕ ытти хатĕрсемпе тивĕçтерессине аван йĕркеленĕ. 41 инвалид хăйсене ятарлă автотранспортпа тивĕçтерме ыйтса заявлени панă. Вĕсенчен 2004 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăн 4 инваличĕ “Ока” автомашина илнĕ, 3 инвалид - кресло-коляска, иккĕмĕш ушкăнти 2 инвалид - ал туйи. Инвалидсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси çине те тимлĕх уйăрнă. Акă, тĕслĕхрен, 21 организацине 56 инвалида ĕçе вырнаçтарнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси районта лайăхланса пырать.