Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Паттăрсем асрах

Пурăнан пурнăçра малашлăх çинчен шутлатпăр, лайăха ĕмĕтленетпĕр, хамăр хыççăн ырă ят хăварма тăрăшатпăр. Çавăн пек тĕллевпе пурăнакан çынсем ялта та хисепре.

Шăпах çакăн пек çын пурăнать Хусанушкăнь ялĕнче. Ăна Илья Илларионович Иванов тесе чĕнеççĕ. Вăл 1922 çулта çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Етĕрнери педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ, учитель пулса тăнă. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă.

Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çапăçăва кĕнĕ вăл. Миçе хутчен вилĕме куçран пăхман-ши; Тăван çĕршывшăн мĕн чухлĕ салтак вăрçă хирĕнче пуç хунине курман-ши; Вăрçă çулĕсене аса илсен ветеранăн халĕ те чунĕ хурланать, куççулĕ капланать. Тăшмана çĕнтерсе пырса Берлина çитнĕ вăл. Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ- илнех паттăр салтак. Мĕнле кăна наградăсем çук пулĕ унăн кăкăрĕ çинче. Чăн-чăн паттăр.

1946 çулта пысăк çĕнтерÿпе тăван тăрăха таврăнать Илья Илларионович, çемье çавăрать. Хастар та пултаруллă çамрăк райком комсомолĕнче тăрăшать, пĕр хушă ачасене те вĕрентет. Çав хушăрах Мускав облаçĕнчи вăрман техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Пантьăк лесничествин лесничийĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать. Тăван тăрăха, уй-хире, вăрмана, улăх-çарансене пит кăмăлланă. Вĕсемпе сывланă, вĕсемпе пурăннă...  Тивĕçлĕ канăва тухсан хăй çуралнă яла пурăнма куçать. Мăшăрĕпе 6 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Ачисем пурте тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, ĕçлĕ çынсем, пĕри тепринчен маттур. Шел те, паянхи куна виççĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Пĕр ывăлĕ, Гена (1959 çулта çуралнăскер), 1981 çулта хăй ирĕкĕпе Афган вăрçине хутшăнать. Унта тăлмачă пулса тимлет. Ара, 6-7 чĕлхе пĕлнĕ Гена. Анчах тăшман пули çамрăкăн пурăнас кун-çулне татать. Мĕн тери йывăр çухату. Ентешĕсем, тусĕсем, воин-интернационалистсем икĕ орден кавалерне, Гена Иванова, манмаççĕ. Унăн ырă ячĕ ĕмĕр асра.

Илья Илларионовича районта палламан, пĕлмен çын çук. Районти паттăрсене халалланă мероприятисене час-часах хутшăнать. Тĕл пулусенче хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарать, Гена ывăлĕ çинчен каласа парать. Кашнинчен пăлхану, ырату...



"Пирěн пурнăç"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться