Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче

Мишеркасси ял урамĕнчи «Апат-çимĕç» киоскĕ умĕнче çынсем кĕпĕрленсе тăнине асăрхарăм. Коляска çинче ларакан пĕчĕк ачана юратса пăхаççĕ иккен. Вăл тăпăртатса илет, аллисемпе сулкалашать, хăй чĕлхипе темĕн пакăлтатать. Епле юратмăн пĕчĕк пепкене;!

- Çулталăк çурăри Ваньăна килте пĕччен хăварма май çук, пур япалана та тытса пăхкалать, час-часах туртса антарать, - тет Утаркассинче пурăнакан Надежда Михатайкина.

Халĕ ялта пĕчĕк ачасене сайра-хутра кăна курма пулать. Ĕлĕк кашни çемьерех пилĕкшер-ултшар ача çуратнă пулсан, халĕ - пĕрре е иккĕ кăна. Пысăк çемьере ачасем туслă, пĕр-пĕрне пулăшса ырă кăмăллă ÿснĕ. Ачасем - ялăн пуласлăхĕ. Апла пулсан, кам-мĕн кĕтет пире;..

Çак шухăшсемпе Мишеркассинчи «Утмăл турат» ача садне çул тытрăм. Халĕ ăна шкул çулне çитмен ачасене аталантармалли ушкăн теççĕ иккен. Мана кунта ĕçлекен Н.Титилкина воспитательпе унăн пулăшаканĕ Н.Кузьмина кĕтсе илчĕç.

- Ку пирĕн зал пекки, кунта ачасемпе физзарядка ирттеретпĕр, тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр. Ку методика кабинечĕ: кунта кăтарту пособийĕсем, калаçу ирттермелли ÿкерчĕксем, тĕрлĕ теттесем. Вĕсенчен нумайăшне воспитательсем хăйсем ăсталанă. Çавăн пекех ял халăхĕ те ачасемшĕн сахал мар тăрăшать. Акă, Анатолий Викторович Кузьмин  спонсор пулса ача садне 42 тĕрлĕрен тетте парнелерĕ. Эпир ăна чунтан тав тăватпăр, хăйĕн ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тума ăнăçупа ырлăх-сывлăх сунатпăр, - терĕ Н.Титилкина воспитатель.

Тепĕр пÿлĕмĕнче ачасен хывăнмалли уйрăмĕ, апатланмалли пĕчĕк сĕтел-пукансем, çăвăнса шăлăнмалли хатĕрсем.

Ачасен çывăрмалли-канмалли вырăнĕ тăваттăмĕш пÿлĕмре. Кунта шап-шурă простыньсем сарнă краватьсем лараç­çĕ.

Часах ачасен канмалли вăхăчĕ вĕçленчĕ. Вĕсем вылямалли пÿлĕме тухрĕç те «Терем-теремок» юмаха выляса пачĕç. Шăши сăнарне виçĕ çулхи Люба Макарова вылярĕ. Мулкач, тилĕ, кашкăр, упа ролĕсенче Костя Титилкин, Марина Трифонова, Денис Филиппов, Настя Горланова пулчĕç. Хаваслă ачасене курса манăн кăмăл та савăнăçпа тулчĕ.

Воспитательсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Вĕсене улăштараканĕсем - О.Порфирьева воспитательпе унăн пулăшаканĕ Т.Мерзлайкина. Вун ултă ача çÿрет ача садне, виçĕ çултан пуçласа улттăччен. Пурте таса та сывă ÿсеççĕ. Вĕсене кунне тăватă хутчен çитереççĕ. Н.Полякова медицина сестри ачасене апат çитермелли меню хатĕрлет, ун тăрăх В.Иванова повар тутлă апат пĕçерет.

Ачасемшĕн тăрăшать пирĕн патшалăх, ашшĕ-амăшне ачасене ÿстерме çăмăллăхсем туса парать.

- Ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пепкисене шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче кăна ÿстерме чĕнсе каласшăн эпĕ, - терĕ юлашкинчен аслă пĕлÿллĕ специалист Н. Титилкина.



"Пирěн пурнăç"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться