Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«106 çулта. Калама лайăх»

Ĕмĕре 100 çулпа виçетпĕр те, Турă панă кун-çулпа мĕншĕн пурăнас мар-ха; Районта çав çула çитиччен пурăнакансем пурри савăнтарать. Акă, октябрĕн 11-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Перасковья Ивановна Иванова 106 çул тултарнине паллă турĕ. Ку та хăйне май рекорд. Вăл районти чи ватă çын шутланать.

Перасковья Ивановна Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çулĕпе те ватă пулнăран, сывлăхĕ те çирĕп мартан, чылай çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутайра хĕрĕпе кĕрÿшĕ патĕнче пурăнать.

“Ĕмĕр тăршшĕ вĕрен тăршшĕ мар”, -  теççĕ халăхра. Тата... кусан тăран урапа та яланах пĕр йĕрпе кусмасть. Çÿллех мар пÿ-силлĕ чăваш хĕрарăмĕн - Перасковья Ивановнан пурнăçĕ те тикĕс килмен çав. Выçлăхăн тути-масине те ас тивнĕ, вăрçă инкек-синкекне те тÿссе ирттернĕ. Хуйхи те, савăнăçĕ те пĕрлех çÿренĕ. Çемье йышлă пулнăран 11 çулта чухнех ăна амăшĕн аппăшĕ хăйсем патне илсе кайнă, унта ĕçлесе пурăннă, хутла вĕренмен. Мĕншĕн тесен кил таврашĕнче ĕç нумай пулнă. Хăйсен ачисене пĕлÿ панă-ха вĕсем, анчах усрав хĕршĕн темшĕн вăхăт тупăнман. Ÿпкелемест уншăн вăл мăнаккăшне, анчах амăшĕнчен хакли никам та çуккине ачаллах туйнă хĕр ача. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах 10 çухрăм аякра пурăнакан амăшĕ патне васканă.

Йывăр ĕçре пиçĕхнĕ хĕр çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. 19 çула çитсен ял каччи ăна куç хывнă, пĕрлешнĕ. Мăшăрĕпе 10 ачана кун çути парнеленĕ. Самани йывăр пулнă-çке, ачисем пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕнĕ. Çут тĕнчепе савăнса пурăнма кĕçĕн хĕрне çеç Турă пÿрнĕ. Тата усрава илнĕ хĕр те пур-ха. Вăл Муркаш районĕнче пурăнать. Тăван мар пулин те, манмасть, килсех тăрать.

Сăмах май, Перасковья Ивановнан йăхĕнчи тăванĕсем те вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Мăнаккăшĕн хĕрĕсем  90 çулччен пурăннă, пĕри 102 çула та çитнĕ.

П.Иванова Хĕрлĕ Чутай салинче чылай çул пурăнать, хăнăхнă ĕнтĕ вăл кунти халăха. Анчах алă-урисем сурнипе аптăрать, темиçе çул та урама тухса çÿреймест. Çулĕ те самаях пур - 106. Калама çăмăл.

Çепĕç чунлă, ырă кăмăллă хĕрарăм Мая Павловнапа Иван Тимофеевич Ванюшкинсемшĕн нихçан та “ытлашши çăвар” пулман. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, вĕчĕрхенÿÿ, ăмсану пулман. Мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе шăкăлтатса калаçса ларма юратать ватă çын. Çапла пулмасăр, иккĕмĕш ĕмĕре пуснă хĕрарăмăн каласа памалли чылай. Сывлăхĕ çирĕпех мар пулин те, ăс-тăнĕ çивĕч-ха, иртнине ас тăвать.

Эпир 106 çула çитнĕ кинемее малашне те ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, çемьере килĕшÿ сунатпăр.



"Пирěн пурнăç"
27 ноября 2004
00:00
Поделиться