Ăçта-ши эсĕ, вулаканăм?
Библиотека мĕн ĕлĕкех культура центрĕ шутланнă. Çак тивĕçе вăл паян та çухатман-ха. Район центрĕсенчи вулавăшсем хальхи пурнăç ыйтакан шая кĕрсе пыраççĕ. Ялтисем вара; Çак ыйту кăсăклантарнипе Турхан ялĕнчи библиотекăна çул тытрăм, Галина Поликарповна Вороновапа курса калаçрăм. Сăмах май, Г.Воронова çак ĕçре 10 çул ĕнтĕ тăрăшать.
- Галина Поликарповна, эсир библиотекарь пулса нумай çулсем хушши тимлетĕр ĕнтĕ. Çак тапхăрта вулакансен хисепĕ пирки мĕн каланă пулăттăр.
- Малтанхи çулсенче, чăннипе те, кĕнеке вулама юратакансем йышлăччĕ. Юлашки вăхăтра, шел пулин те, вулакансен шучĕ чакса пырать. Акă, кăçал çак кунччен 282 çын çеç кĕнеке илме пынă. Вĕсен шутĕнче ытларах шкул ачисем. Хăш-пĕр ватă çынсем те кĕнеке тĕнчипе тусли чуна хĕпĕртеттерет. Акă, тĕслĕхрен, Г.Кудряева тата Т.Быкова пенси çинче пулин те, тăтăшах библиотекăна çÿреççĕ. Вĕсемшĕн кĕнеке чун апачĕ вырăннех. Сăмах май, Çĕн Ирчемес ялĕнчи Н.Сидоров та кĕнекесем вуласшăн.
- Кăçалхи çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ» тесе палăртрĕ. Эсир Президент хушăвне пурнăçлас тесе мĕнле мероприятисем ирттернĕ;
- Районти çамрăксен пурнăçĕпе çыхăннă хаçат-журналсенчи статьясенчен - стенд, «Алкоголь тата ачасем» ятпа кĕнеке-журналсен выставкине йĕркеленĕ. Ачасене эрехе хирĕç кĕрешме чĕнекен ÿкерчĕксене ÿкерттернĕ. «Çамрăклăх пĕрре çеç килет» тата «Шĕвекре телей тупаймăн» темăсемпе калаçу ирттернĕ.
- 2005 çулта Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине паллă тăватпăр. Эсир халиччен ку енĕпе мĕнле мероприятисем, куравсем йĕркеленĕ;
- Чăннипе те, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене паттăррăн хунисене, тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене сума сăвасси - пирĕн тивĕç. Эпĕ «Аса ил-ха салтак» ятпа альбом йĕркеленĕ, «Халăхăн паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхех манăçмасть» темăпа - кĕнекесен куравĕ.
- Библиотекарь ĕçне кăмăлласах пурнăçлатăр-и;
- Çапла. Манăн ĕç кĕнеке тĕнчипе çыхăннă. Ачаранах вулама юратнипе-ши, халĕ те библиотекăра шутланса тăракан кĕнекесене шĕкĕлчесех тăратăп.
- Ĕçри çитменлĕхсене асăнма пултаратăр-и;
- Кашни ĕçрех лайăххипе япăх енĕ пур. Çитменлĕх - ялти библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе сахал тивĕçтерни, ытларах тĕслĕх библиотекăсене пани. Унсăр пуçне çулсерен вулакансен хисепĕ чакса пыни пăшăрхантарать.
- Эпĕ сĕтел çинче Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журналсен изданийĕсене асăрхарăм. Кунта районăн «Пирĕн пурнăç» хаçачĕ те вырăн тупнă. Ку енĕпе эсир мĕн каланă пулăттăр;
- Ял çынни укçа-тенкĕ пĕчĕк пулнипе хăйне килĕшекен хаçатсене çырăнса илеймест. Чылайăшĕ ятарласа Чăваш Енри хыпарсене пĕлес тесе библиотекăна килет. Палăртма кăмăллă: вулавăша шкул çулне çитмен ачасем те «Тетте» журнала пăхма килеççĕ. Сăмах май, вĕсене валли «Юмах тĕнчинче» кĕнеке выставки те йĕркеленĕ.
- Галина Поликарповна, вулакансен хисепĕ чакнин сăлтавне ăнлантарса параймăр-ши; Айăпĕ кунта камра-ши;
- Айăпне таçта аякка кайса шырама кирлĕ мар. Вăл хамăртах, аслă ăру çыннисенчех. Эпир ачасен тавракурăмне анлăлатассишĕн, ăс-тăн пуянлăхне ÿстерессишĕн пĕтĕм вăя памастпăр. Вĕсем пушă вăхăта ытларах кĕнеке вуласа мар, телевизорпа компьютер умĕнче, магнитофон итлесе ирттернине куç витĕр пăхатпăр. Çак техника хатĕрĕсем нимĕнле илемлĕ литература хайлавĕсемпе те танлашаймĕç. Мĕн кăсăклантарать халĕ çамрăка; Сенкер экран кăтартакан боевиксем, триллерсем, компьютер тивĕçтерекен тĕрлĕ вăйăсем.
- Галина Поликарповна, тавтапуç манпа калаçма кăмăл тунăшăн. Ĕçре çитĕнÿсем тума сĕнетĕп