Шăпа
Тăхăр вунă çул каялла, хресченсем хирте хĕрсе тырă вырнă тапхăрта, июлĕн 17-мĕшĕнче, пĕрремĕш тĕнче вăрçи кĕрлесе тухнă (1914-1918). Тăватă çула яхăн пынă вăрçă, Брестри мир договорĕ тăрăх, ăна март уйăхĕнче чарса лартма май килнĕ. Анчах та социализмла совет республикине курайман шалти тата тулашри тăшмансем лăпланман, çав çулхи май-июнь уйăхĕсенче пирĕн çĕршывра граждан вăрçин вут-çулăмне (1918-1922) чĕртсе янă. Калас пулать, асăннă вăрçăсенче 20 миллион ытла çын пĕтнĕ .
Авă мĕнле йывăр та тертлĕ саманара 1919 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Штанашпа юнашар вырнаçнă Вăрманкас ялĕнче çуралнă та ĕнтĕ Мария Федоровна Семенова. Вăрăм та яштака кĕлеткеллĕ хĕр тăватă çултан мала вĕренеймен, çамрăклах вырăнти “Буденнăй” ячĕпе хисепленекен колхоз ĕçĕсене çÿреме пуçланă. Вун тăххăр тултарсан, 1939 çулхи февраль уйăхĕнче, Мăн Ямашри Павел Синичкин (1919-1942) ăна качча илсе кайнă. Сăмах май, унăн пиччĕшĕ - Герман Петрович Синичкин (1917-1942) вăл вăхăтра Тури Çĕрпÿкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкул директорĕнче ĕçленĕ. Çав кĕркунне Синичкинсене Хĕрлĕ çара илнĕ. Киле таврăнас çул Гитлер вăрçи ахăрса тухнă. Унăн хаярлăхĕ 20 миллион ытла совет çыннин пурнăçĕсене вăхăтсăр татнă, çав шутра Синичкинсем те сывă юлайман.
Вăрçă чарăнсан, тепĕр çулхине, Мăн Ямаша Яков Макарович Макаров (1909-1979) таврăнать. Вăл 1938 çулхи август уйăхĕнче ялти вун улттă кăна тултарнă хитре хĕре (Ольга Николаевна Краснова - 1922-1991) ирĕксĕрлесе «юратнăшăн» ултă çул тĕрмере ларнă, хыççăн фронта та лекнĕ иккен. Апла пулин те, 27-ри салтак арăмĕ унпа пурăнма килĕшет, кунсерен «Заря» колхозăн ĕçĕсене çÿрет. Упăшки вăрманпа пушар хуралĕнче тимлет, ял çыннисене çĕнĕ те илемлĕ çуртсем лартса парать. Çул хыççăн çул иртсе пырать, çапах та çемьере çамрăк хунавсем курăнмаççĕ.
- Вунă çул пĕрле пурăннă хушăра Якку ялти шкул техничкипе - Мария Никифоровнапа (1928-1957) явăçса кайрĕ те килех илсе пычĕ. Манăн вара ирĕксĕрех тухса утма тиврĕ. Икĕ çул Воротынец районне кĕрекен Лысая Гора ялĕнчи столовăйĕнче ĕçлесе пурăнтăм. Упăшкан тата кÿршĕсен кил-çурчĕ 1957 çулхи июлĕн 26-мĕш кунĕнче, çиçĕм тивнипе, тĕппипех çунса кĕлленнĕ. 29-ти çамрăк арăмĕ те çав çул вĕçĕнчех çĕре кĕнĕ. Якку тепĕр хут ман пата çаврăнса çитрĕ, пĕрле пурăнма ыйтрĕ. Инкек тÿснĕ çынна хĕрхентĕм те унпа пĕрлех Красноярск тăрăхĕнчи вăрмана ĕçлеме тухса кайрăм. 1959 çулта яла таврăнтăмăр та Кив Атикассинчен çăка пÿрт куçарса килтĕмĕр. Унтанпа тата тепĕр çирĕм çул, хăй виличченех килĕштерсе пурăнтăмăр: сад лартса чĕртрĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх йышлă усрарăмăр, вĕлле хурчĕсем туянтăмăр...
Упăшка эрех ĕçместчĕ, чĕлĕмне вара çăвартан кăлармастчĕ. Çитмĕл çула çитсен чирлесе ÿкрĕ те, декабрь уйăхĕнче вара чунĕ тухрĕ. Çулталăкран шăпа мана Штанаша илсе çитерчĕ. Çавăнта эпĕ хамран тăватă çул аслăрах Василий Андреевич Андреевăн мăшăрĕ пулса тăтăм. Вăрçăпа ĕç ветеранĕн малтанхи арăмĕ, манăн упăшка пекех çĕре кĕнĕ. Виççĕмĕш упăшкапа та эпир пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе те юратса 21 çул пурăнтăмăр. Унăн пилĕк ывăл. Вĕсенчен пĕри - Анатолий, мана пăхать, - тесе вĕçлерĕ сăмахне Мария кинемей.