Ырă тĕллевпе, хастар кăмăлпа
Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ вырăнсемпе пуян пулни каламасăрах паллă. Çапах район территорийĕнче 22,8 пин гектар вăрман лаптăкĕ йышăннине, Сăр юхан шывĕ 50 çухрăм ытла тăсăлнине, 50 ытла кÿлĕ, нумай пĕчĕк юхансем пулнине асăнмасăр иртме çук. Çакă вăл - пĕтĕмпех çут çанталăк пуянлăхĕ!
Анчах эпир кун пек ырлăх-пурлăхпа лăпланса ларма пултаратпăр-и-ха; Çук, тăван тавралăх илемне ÿстерсе пырасси - паянхи çынсен тивĕçĕ. Çакна шута илсе тата халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçтерес, хуласемпе ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен» Указ йышăнчĕ.
Çак документ райадминистраци умне те пысăк та кăткăс задачăсем кăларса тăратрĕ. Район архитекторĕ Т.Почейкина каланă тăрăх, кăçал тата çитес çул сахал мар ĕçсем туса ирттермелле. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутайри Аслă Çĕнтерÿ 50 çул ятпа хисепленекен дендропарка тĕпрен çĕнетмелле. Сăмах май, вăл 244 гектар лаптăк йышăнать. Ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен - 350 пин, республика бюджетĕнчен тепĕр 350 пин тенкĕ уйăрмалла.
Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнчи шкул паркĕ пĕр гектар çинче. Ăна çĕнетме палăртнă, çак ĕçре 100 пин тенкĕ бюджет укçипе усă курмалла. Кунпа пĕрлех пĕвесене, ача-пăча площадкисене йĕркене кĕртмелле, тавралăха тирпей-илем кÿрекен чечексем, йывăç-тĕмсем лартса тухмалла. Район центрĕнчи Завод урамĕнче сквер йĕркелемелле, Çĕнĕ урамĕнче çамрăк мăшăрсен аллейине тумалла.
Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай-Ишеккасси ялĕсем хушшинче асфальт çул хĕррипе йывăçсен тăрăхĕ лартса чĕртмелле. Серенкассинчи Культура çурчĕ çывăхĕнче сквер пулать. Упукушкăнь тăрăхĕнчи плотина таврашĕнче те йывăçсен тăрăхĕ лартма палăртнă.
Анат Çĕрпÿкасси çывăхĕнче темиçе çул каялла лартнă йывăçсем халĕ ешĕл палăк пек курăнса лараççĕ. «Свобода» колхоз ĕçченĕсем çитес çул унăн лаптăкне тепĕр çур гектар чухлĕ пысăклатасшăн. Колхоз правленийĕн çурчĕ таврашĕнче чечексем лартса хăварма палăртнă. Кĕскен каласан, çакăн йышши ĕçсене ытти çĕрте те тума палăртнă. Кунпа пĕрлех «Марксист», «Атменский», «Свобода», «Победа», «Аккозинский» хуçалăхсенче 2-3 гектар йышăнакан садсем чĕртесшĕн. Шкулсем çумĕнче те çимĕç паракан садсем пулаç–çĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа Атнар лесничествинче - чăрăшсем, Майски, Пантьăк, Присурски лестничествисенче юмансем лартса хăвараççĕ. Атнар лестничествинче вара территорине тирпей-илем кĕртсе сад чĕртмелле. Пĕр сăмахпа, Указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçсем нумай. Ешĕл палăксем хывса хăварассишĕн паянах кар тăрса кĕрешĕве тухмалла. Ку енĕпе вĕренекенсем хастарлăх кăтартнине палăртма пулать. Акă, районти 19 шкул коллективĕ кăçалхи октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне пурĕ 13640 йывăç-тĕм лартнă. Ку ĕç малалла пырать.
Пысăк ĕçĕн пуçламăшĕ пур. 2005 çулта, садсемпе парксен çулталăкĕнче, тумалли пайтах. Ырă тĕллевпе, хастар кăмăлпа тăрăшар пурте.