Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вĕрентÿ ĕçченĕсен пурнăç тата ĕç условийĕсене ла

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Конференцие райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ А.Кузьмин ертсе пычĕ. Малтанах халăх пĕлĕвĕ­пе наука профсоюзĕн реском председателĕ, халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн ТК Президиумĕн членĕ Р.Елькина сăмах тухса каларĕ, вĕрентÿ ĕçченĕсене кăсăклантаракан ыйтусене татса пама тăрăшрĕ.

Раççейĕпе 23 миллион çын чухăнсен шутĕнче, вĕсен ĕç укçи пурăнма кирлĕ виçерен чылай  пĕчĕкрех. Кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе Чăваш Республикин вĕрентÿ ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 2544,9 тенкĕпе танлашнă. Çакă Атăл тăрăхĕнчи федераллă округсенчи учительсен ĕç укçипе танлаштарсан - чи пĕчĕкки. Акă, Тутар Республикинче - 3347,7, Мари Эл - 2918,1, Чулхула облаçĕнче  3332,5 тенкĕпе танлашнă.

РФ Правительстви юлашки çулсем хушшинче бюджет отраслĕнче вăй хуракансен ĕç укçине 3 хут ÿстерме йышăннă. Çак вăхăтрах, промышленноçра ĕç укçи - 3,5 хут, вĕрентÿ учрежденийĕсенче 3,8 хут ÿснĕ. Профсоюз тăрăшнипе ялта ĕçлесе пурăнакан учительсен ĕç укçине 25 процент ытларах тÿлемелли йышăнăва упраса хăварнă. Кăçалхи çул районта та, республикăра та ача пособине тата ĕç укçине тÿлесе татассипе парăмсем çук.

Районти профсоюз организацийĕ умĕнче тăракан тĕллевсенчен пĕри - педагогика ĕçĕн престижне ÿстересси. Çак тĕллевпе районта çулсерен “Çулталăк учителĕ”, “Çулталăк воспитателĕ” конкурссем, урок-фестивальсем ирттереççĕ.

Акă, 2001 çулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ Н.В.Ермакова (Тралькасси вăтам шкулĕ) республика шайĕнче иртекен конкурсра “Çулталăк учителĕ” ята çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул çак ята Мишеркасси шкулĕн физикăпа математика учителĕ А.Ю. Порфирьев тивĕçнĕ.

Çулсерен педагогсен аттестацийĕ иртет. Районти учительсенчен нумайăшĕ пысăк квалификациллĕ: 4,4 проценчĕ аслă категориллĕ, 57,5 - пĕрремĕш, 31 проценчĕ  иккĕмĕш категориллĕ. Вĕсен шучĕ çулсеренех ÿсет. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн хисеплĕ ят илме пултарнă вĕрентÿ ĕçченĕсем те сахал мар: “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” 10 çын, “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” - 19, “РФ пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ” - 6, РФ Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине - 3, ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине 6 çын.

Хальхи вăхăтра районти шкулсене юсаса çĕнетес ĕç пырать. Ку енĕпе Ишеккасси, Тури Çĕр­пÿкасси шкулĕсенче сахал мар ĕçсем туса ирттерчĕç. Кив Атикассинче строительство ĕçĕсем вĕçленмен-ха.

Профсоюз членĕсемшĕн сывлăха çирĕплетес ĕç те пысăк пĕл­терĕшлĕ. Районта çак тĕллевпе çулсерен волейболла, шахматла, шашкăлла выляссипе, кроссем чупассипе ăмăртусем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть районти учительсем çăмăл атлетсен кросĕ пулчĕ. Ăмăртăва 200 çынна яхăн хутшăнчĕ. Вĕсем райадминистрацин социаллă страховани фончĕпе пĕрле вĕрентÿ ĕçченĕсен тата вĕсен ачисен сывлăхне çирĕплетес енĕпе сахал мар тăрăшаççĕ.

Çавăн пекех вĕрентÿ ĕçченĕсем хушшинче пултарулăх смотр-отчечĕсем иртеççĕ. Унта районти пур шкул коллективĕсем те хутшăнаççĕ. Кăçал та смотр-конкурс иртрĕ. Уйрăмах Атнар, Мăн Этмен, Тралькасси, Питĕркасси, Штанаш, Хĕрлĕ Чутай, Серенкасси, Тури Çĕрпÿкасси, Хăмаркка, Хусанушкăнь, Хурашаш, Туктамăш, Шулю шкулĕсен, Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул-сад, ДОУ «Солнышко» пултарулăх коллективĕсем хастар хутшăнни савăнтарать. Атнар шкулĕн тата Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн коллективĕсем Элĕк районĕнче иртнĕ смотра хутшăнчĕç. Атнар шкулĕн хорĕ вара Шупашкарта иртекен пултарулăх конкурсĕн лауреачĕ ятне илме тивĕçнĕ.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ А.Кузьмин 1999-2004 çулсенче ирттернĕ ĕçсем пирки отчет туса пачĕ. Унтан профсоюз делегачĕсем (вĕсем 53-ĕн) суйлав ирттерчĕç. Районти халăх пĕлĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ пулма А.Кузьмина, профсоюз организацийĕн Канашне 24 çынна, Канаш Президиумне - 7, контрольпе ревизи комиссине - 3, Чăваш Республикин отчетпа суйлав конференцийĕн делегачĕсем пулма А.Кузьминпа Т.Шереметьевана, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи вырăс чĕлхипе литература учительне, суйларĕç.



"Пирěн пурнăç"
17 ноября 2004
00:00
Поделиться