Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çамрăклăхăн тапса тăракан çăл куçĕ

Çак сăмахсене вуласанах çамрăксем хăйсен умне вун-вун ыйту кăларса тăратма пултарĕç. Чăннипех те мĕн пулма пултарать-ха çамрăклăхăн тапса тăракан çăл куçĕ; Вăй-хал! Çапла. Юрату; Паллах. Туслăх; Пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар... Çапах та чи мала пĕлÿпе вĕренĕве лартас килет. Каччăсемпе пикесен шухăшĕпе юратуран пархатарли нимĕн те çук пек. Пуçламăшĕ тĕрĕсех. Анчах çакна та манма кирлĕ мар: чăн-чăн юратăвăн иккĕмĕш картлашки - çемье. Виççĕмĕшĕ - ачасем. Тăваттăмĕшĕ пĕр-пĕр профессие алла илсе тăван йăвана ĕç укçи илсе çитересси.

Паянхи кун çĕр çинче 3000 професси ытларах пулнине палăртаççĕ. Ял профессийĕсенчен пуçлар та малалла каяр: сухаçă, доярка, хăмлаçă, сад ăсти, ветеринар, зоотехник, химик, менеджер, журналист, вулканолог, кинолог, лингвист... Такам та, такам та...

Вĕренмен çын суккăр тесе ахаль каламан çав чăваш. Пĕлÿ - пурнăçăн тĕп çăл куçĕ пулнине аван пĕлнĕ вăл.

Пурнăç сакки çинчен ÿкес мар тесессĕн паян темĕн те пĕлмелле. Хеопс пирамидине хăçан тунине те, Банда тинĕсĕ çĕр чăмăрĕн хăш пайĕнче вырнаçнине те, тригонометри функцийĕсене те, гидросферăпа тропосферăна та, молекула çыхăнăвĕсене те, ударени правилисене те... Ку - шкул программи. Ăна кăна пĕлни сахалтарах-ха, аслă пĕлÿ илес пулать

Аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен хисепĕ çулсеренех ÿсет. Акă, районта 2001 çулта шкул хыççăн вĕренме кĕрекенсен шучĕ - 36,4, 2002 - 38,9, 2003 çулта 44,8 процентпа танлашнă пулсан, 2004 çулта - 44,6 процент.  Чăн та, хальхи вăхăтра ачасенчен нумайăшĕ вăтам шкул пĕтерсе аслă пĕлÿллĕ пулма ĕмĕтленет. Ара, кирек ăçта ĕçе кĕрес пулсан та аслă пĕлÿ пуррипе çуккине ыйтаççĕ. Ĕçре аслă шкул пĕтернĕ специалист укçи-тенкине те ытларах илет. Камăн ĕмĕр тăршшĕпех пĕчĕк ĕçре ĕçлесе пĕчĕк  шалу илсе тăрас килĕ-ха;

Çамрăксем кăна мар, вăтам çулти çынсем те пĕр аслă шкул пĕтернипе çырлахмаççĕ, икĕ-виçĕ институт-университета “çăварлăхлама” талпăнаççĕ. Хам та куçăмсăр майпа университетра вĕреннипе çакна пĕлетĕп: нумайăшĕ мĕн çамрăкран хăйсен юратнă ĕçĕпе ĕçлесе, пĕтĕм чун-чĕрене ăна парнеленĕ пулсан та, халĕ пĕтĕм предприятисенче, организацисенче аслă пĕлÿллĕ, пысăк опытлă специалистсем кирлĕ. Çавăнпа та пурте вĕренме тăрăшаççĕ. Хăшĕсем, ав, пурнăç тăршшĕпех ăс пухаççĕ, мĕн ватăличчен “студент” ятпа çÿреççĕ.

Эпĕ вĕренекен Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра чăваш чĕлхипе литература факультетĕнче пĕр ватă кинеми, пенсионерка вĕренни, алла диплом илсе тухса кайни пурне те, ачисене те, преподавателĕсене те  питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Мĕн тума-ха ăна, сакăр вунă çул тĕлнелле çывхаракан карчăка, аслă пĕлÿ кирлĕ пулнă; Акă мĕн хуравланă вăл: “Эпĕ ача чух питĕ вĕренесшĕнччĕ, анчах та атте-анне мана, выçлăха тата вăрçăна пула, вĕрентеймерĕç. Алăра кĕнеке тытса ларас вырăнне, колхоз уй-хирĕнче тăрăшса ĕçлеме тиврĕ. Кайран вара çемье, ачасем, мăнуксем... Çапах та эпĕ çак çула çитиччен аслă пĕлÿ илес ĕмĕтпе пурăнтăм. Акă, манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ те ĕнтĕ... Мĕн çĕннине пачĕ-ха мана университет; Вĕренни мана тĕнче, çынсем, пурнăç çине урăх куçпа пăхма май пачĕ. Пĕлÿсĕр çыннăн тавракурăмĕ те урăхларах, темĕнле айванла. Чăн та, пĕлÿ илни халиччен пурнăçра никама та кансĕрлеменччĕ”.

Студентсен кунĕ - çамрăксемшĕн пысăк уяв. Эсир сăнанă пулсан, уява кăрлачăн 25-мĕшĕнче, Раççейри пĕтĕм студентсемпе Татьяна кунне уявланă чухне тата чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунĕнче ирттереççĕ. Пирĕн районта вара республикăри ытти районсемпе танлаштарсан (Чăваш Ене илес пулсан) студентсем хăйсен уявне виçĕ хутчен паллă тăваççĕ. Мĕнле-ха апла; Ку вăл пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов çамрăксемпе çывăх пулнине палăртать. Хăçан паллă тăваççĕ-ха ăна районта;  Акă, иккĕмĕш çул ĕнтĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов пуçарăвĕпе август уйăхĕн вĕçĕнче ирттереççĕ. Палăртма кăмăллă, кăçалхи студентсемпе çамрăксен фестивалĕ августăн 27-мĕшĕнче çÿллĕ шайра иртрĕ. Фестивале çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкне халалласа паллă турĕç. Чăн та, районта юлашки çулсенче яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçсен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ. Акă, кашни ял администрацийĕнчех çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем пур. Ĕçре тата вĕренÿре палăрнă çамрăксене райадминистраци пуçлăхĕн премийĕсене çуллен парасси йăлана кĕнĕ. Сăмах май, кун пек мероприятисем райадминистраци пуçлăхĕ В.Орлов пуçарăвĕпе пирĕн районта çеç пулса иртеççĕ, ытти районсенче хальлĕхе çук-ха.

Мĕн тери савăнăçлă та илемлĕ вĕт-ха студент пурнăçĕ! Сесси вăхăтĕнче кăна кăшт йывăртарах, анчах та занятисене, лекцисене сиктермесĕр çÿресен, тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятисене хутшăнсан - нимех те мар. Вĕрен те вĕрен кăна. Уншăн тата стипендине те параççĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерес тесен вара кинона та, театра та, концерта та, дискотекăна та кайса килме пулать. Е кăмăл çук пулсан тус-юлташсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ларма, юрă-кĕвĕ итлеме май пур. Çавăн пекех нумайăшĕ вĕреннĕ çĕрте пулас мăшăрĕсене тĕл пулаççĕ. Алла диплом илсен, ĕçе вырнаçсан вĕсем пĕрлешеççĕ, çемье çавăраççĕ, ача-пăча ÿстереççĕ. Аслă пĕлÿллĕ çынсен çемйисене  телейлĕ теме  те пулать. Кунашкал çемьере мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, хисеплеççĕ, ачи-пăчине те тĕрĕс воспитани пама пултараççĕ, ăс-тăн енчен пултаруллă ăру ÿстереççĕ.

Çапла, аслă шкулта вĕренни, студент пулса пĕлÿ илни ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пырать. Çакна та манар мар: вĕреннĕ çын -  обществăшăн та, государствăшăн та, çĕршывшăн та пысăк пуянлăх. Апла пулсан, çамрăксем - вĕренĕр!



"Пирěн пурнăç"
17 ноября 2004
00:00
Поделиться