Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Служба тивĕçне - тÿрĕ кăмăлпа

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Раççейри йĕрке хуралçисем хăйсен профессиллĕ уявне 87-мĕш хут паллă турĕç. Районти  ШĔП коллективĕ те çак куна тивĕçлипе палăртрĕ. Милици ĕçченĕсем обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе сахал мар тăрăшнă, халăха хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ лару-тăру туса панă.

Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче 73 сотрудник службăра тăрать. Нумайăшĕ кунта вунă çул ытла вăй хурса ĕçлет. Вĕсен шутĕнче: шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ П.А. Дмитриев, штаб начальникĕ Н.Н.Богатнаев, А.П. Тимофеев, В.А.Макаров, В.В.Жуков, И.Н.Абаськин тата ыттисем те. Вĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

Çакна та калас пулать, чылайăшĕ пысăк пĕлÿ илнĕ, хăшĕ-пĕри вĕренет-ха. Хăйсен професси шайне ÿстерес текенсем шалти ĕçсен министерствин аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ, офицер должноçĕсене йышăнаççĕ.

Районти ШĔП сотрудникĕсем Чечен Республикинче, службăпа çар задачисене пурнăçламашкăн, служба командировкисенче пулаççĕ, терроризмпа кĕрешнĕ çĕрте хăйсен тÿпине хываççĕ.

Преступлениллĕ ĕçсем тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕ ял администрацийĕсемпе пĕрле тĕрлĕ профилактикăлла ĕçсене тĕллевлĕн пурнăçласа пырать, ятарлă операцисем ирттерет. Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче пурĕ 222 преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 194 тĕслĕх пулнă, преступленисен шучĕ 14,4 процент ÿснĕ. Преступленисене уçса парасси 93,6 процентпа танлашнă. Ытларах çула çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр 6 ача преступлени тунă пулсан, кăçал - 7.

Çул çинче тимлĕхе самантлăха та çухатмалла маррине пурте пĕлеççĕ, анчах та çул-йĕр правилисене пăсакансем пур. Çапла, район территорийĕнче 10 çул-йĕр аварийĕ пулнă, 4 çын вилнĕ, 9-шĕ йывăр аманнă. Районти ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1594 çынна тытса чарнă, явап тыттарнă, 68 водителе правасăр хăварнă (çав шутран 115-шĕ руль умне ÿсĕрле ларнă), 11 преступление уçса панă.

Чăн та, йĕрке хуралçисен ĕçĕ пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Служба çăмăл мар, вĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне тĕрлĕ йывăрлăхсемпе, тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та сотрудникăн чăтăмлă, тÿсĕмлĕ, служба тивĕçĕсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама хатĕр пулмалла.

Юлашкинчен çакна калас килет. Эсир, милици ĕçченĕсем, яланах служба тивĕçне хастаррăн, хăюллăн, çирĕппĕн, шанчăклăн, пĕтĕм чун-хавалпа, çирĕп кăмăлпа пурнăçлатăр. Эсир, ахаль кунсенче те, уяв кунĕсенче те халăхăн канăçлăхне, йĕркине хураллатăр, обществăна преступниксенчен сыхлатăр. Çакăншăн сире пысăк тав!



"Пирěн пурнăç"
12 ноября 2004
00:00
Поделиться