Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Газ кĕртесси вĕçленсе пырать

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров йышăннă Указпа килĕшÿллĕн ялсене тата кил-çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçсем кăçал вĕçленмелле. Ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ха ку енĕпе пирĕн районта; Кăçал эпир  планпа 31 яла тата 2800 кил-çурта çут çанталăк газĕ çитерме, ăна валли 80 километр газ пăрăхĕсем хывма йышăннăччĕ. Паянхи куна районти 70 ялтан 54 яла тата 3203 кил-çурта çут çанталăк газĕ çитернĕ, вĕсенчен кăçал 19 ялпа 822 кил тата 35 предприяти çак ырлăхпа усă курма тытăннă, 104 километр газ пăрăхĕсем хунă.

Газ кĕртес ĕçре пирĕн районта 7 организаци тăрăшать, патшалăх укçи-тенкипе вĕсем кăçал çак ялсене газ çитернĕ: Калкасси, Пухтанкасси, Хватукасси, Ваçкаçырми, Ирчкасси, Енкĕлт, Уйпуç, Турхан, Çĕн Ирчемес, Кив Ирчемес, Хирлÿкасси, Кушлавăш, Карăк Çырми, Шуккакасси, Хăмаркка, Малиновка тата Черемушки поселокĕ. Çавăн пекех çулталăк пĕтиччен 12 яла газ çитерме палăртнă, вĕсем : Кÿпеш, Хурапыр, Ишеккасси, Тумликасси, Мучикасси, Тралькасси, Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш, Штанаш, Упукушкăнь, Кĕрлев, Вăрманкас, Арайкасси тата Вырăсушкăнь. Унсăр пуçне 1978 кил-çурта газ кĕртмелле, ăна валли 1400 килте монтаж ĕçĕсем тунă. 7 организацирен районта газ кĕртес ĕçре питĕ тăрăшса ĕçлекенсен шутне строймонтажăн Элĕкри участокне асăнмалла, япăх пахалăхпа тата питĕ вăрах ĕçлекенсен шутне спецмонтажгазăн Муркашри тата Етĕрнери участокĕсене, Шупашкарти стройгаза, Лигастройгазпа “Ида” ятлă предприятине кĕртмелле. Асăннă тăватă организаци айăпĕпе паянхи куна 890 киле газ çитеймен. Вĕсем монтаж ĕçĕсене питĕ вăраххăн, документацисене нумай çитменлĕхсемпе йĕркесĕр туса пыраççĕ тата монтаж тунă кил-çуртсене вăхăтра документаци туса памасăр чупса хăшкăлтараççĕ. Унсăр пуçне, шел, монтаж тунă кил-çуртсенчен паянхи куна газ ярса пама 300 кил-çурт хатĕр мар. Ун пек çуртсене газ ярса пама уйрăмах çакăн пек çитменлĕхсем чăрмантараççĕ:

1. Газ приборĕсем вырнаçтарса лартнă пÿлĕмсенчи чÿречесем çинче форточкăсем, мачча хăми айĕнче, 14 сантиметрта, газ тухсан урама кăларса ямалли вентиляци шăтăкĕсене тумаççĕ е тунă пулсан та вăл вырăна решетке вырнаçтармаççĕ.

2. Газ плитисене йывăç пĕренесем çумне лартнă пулсан вĕсен хыçне тата аяккисене çунман материала (шифер) вырнаçтармаççĕ.

3. Газ пăрăхĕсем çывăхĕнче электропралуксем иртсе каяççĕ, вĕсен хушшинче 50 сантиметр пулмалла.

4. Тĕтĕм тухмалли тата вентиляци трубисене питĕ аяла е мачча çине анчах кăлараççĕ, вĕсене пÿрт çивитти çинех кăлармалла, çÿллĕшĕ - горелкăсенчен 5 метртан çÿллĕрех пулмалла. Унсăр газ кăмакисем йĕркеллĕ çунмаççĕ, сÿнсе лараççĕ.

Ялсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ: «Газ хăçан пулать-ши; Кĕтсе ывăнтăмăр, шăнса вилетпĕр, килте ватă çынсем, пĕчĕк ачасем пур, вĕсем шăнаççĕ», - теççĕ. Анчах та ялсенче 70-80 киле монтаж ĕçĕсем тунă пулсан та вĕсенчен газ яма 1-3 кил кăна хатĕр, ыттисем вара тепĕр 15-20 кунран çеç çитменлĕхсене пĕтереççĕ. Çавăнпа та «Чăвашсетьгазăн» районти филиалĕнчи сварщиксемпе слесарьсен пĕр яла тата пĕр киле темиçешер хут та çитме тивет. Апла пулсан вăхăт та перекетленмест, бензин тăкакĕ те ÿсет. Сăмахран, пĕрремĕш кунсенчех Карăк Çырминче - 1, Хăмарккара - 2, Çĕн Ирчемесре тата Кив Ирчемесре 3-шер, Турханта 1 кил кăна газ яма хатĕр пулнă, Шуккакассинче пĕр кил те хатĕр пулман. Газ кĕртме хатĕрленекенсен  газ яриччен районти пушар чаçĕнчен вентиляци тата тĕтĕм тухмалли мăрьесем тĕрĕс-тĕкел ĕçлени çинчен акт тата ял администрацийĕсенчен миçе çын тата выльăх-чĕрлĕх пурри çинчен справкăсем илсе килсе памалла. Çак ĕçсене туса çитерсен «Чăвашсетьгазăн» районти филиалĕнче газшăн тÿлемелли кĕнеке илмелле, унсăрăн газ ярса памаççĕ. Кун пирки эпир тăтăшах калаçатпăр пулин те, нумайăшĕ çак йĕркене пăхăнасшăн мар, çакăн пек çынсен газ плитисене тата котелĕсене çывăх вăхăтрах чармалла тивет. Кун пек йĕркене пăсакансенчен ытларахăшĕ Кив Ирчемесре (8 çын), Шулюра (16) , Карăк Çырминче (14), Калкассинче (1), Туканашра (4), Шуккакассинче тата ытти ялсенче те 1-2-шер çын.

Юлашкинчен çакна асăрхаттарса хăварас килет. Газпа тĕрĕс усă курмасан пушар е взрыв пулма пултарать, çавăнпа та газ приборĕсене тата пăрăхĕсене çынсен хăйсен тĕллĕн нимĕн те тума юрамасть, ун пек чухне филиалта ĕçлекен специалистсене чĕнсе илмелле. Юлашки вăхăтра Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан 3 çын вырнаçтарнă пломбăсене татнă, вĕсем газ счетчикĕсене хăйсемех кăларса газпа усă курма шутланă. Çак çынсене пурне те тупса палăртнă, вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн 1500-2000 тенкĕшер штрафланă.

Газпа тĕрĕс-тĕкел усă курăр.



"Пирěн пурнăç"
12 ноября 2004
00:00
Поделиться