Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Наркомани – хăрушă инкек

Районти Культура керменĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнче вĕрентÿÿ, милици, медицина, культура тата спорт ĕçченĕсем - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн директорĕ Р.Ильина, шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ С.Степанова, прокурор çумĕ Е.Ортиков, районти тĕп больница наркологĕ А.Яковлев, культура управленийĕн начальникĕ З.Спиридонова, тĕп библиотека директорĕ М.Мареева, физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Никитин тата ыттисем наркомание хирĕç кĕрешес ыйтупа çамрăксемпе «Если это коснется тебя...» калаçу ирттерчĕç. Вĕсем наркотиксемпе усă курнин, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнин сăлтавĕсене, çак киревсĕр йăласем пирĕн обществăна мĕн тери пысăк сиен кÿнине, хăрушă инкек патне илсе çитернине витĕмлĕн сăнласа пачĕç.

Чăн та, наркомани - хăрушă чир. Майĕпен-майĕпен вăл çын пурнăçне кĕрсе пырать, тыткăна илет. Малтанах çакă пирус туртнинчен, эрех-сăра ĕçнинчен пуçланса каять, каярахпа вара ку та сахал пек туйăнать, вăйлăрах «эмел» ас тивсе пăхас килет. Ун ытамĕнчен тухаймасăр хăшкăлма пултаратăн. Вăл хăйĕн «аллисемпе» пăтранакан авăра сĕтĕрсе кĕртет: сывлăха тĕп тăвать, çемье ырлăхне аркатать, анчах чи хăрушши вара - наркотик çын чунне ирсĕрлетет, пулас ăрусене ăссăрлатса пĕтерет.  Пурнăçа кĕскетет: вăтăр тĕлнелле организм хавшаса çитет* органсем ĕçлеме пăрахаççĕ.

Шутласа пăхăр-ха, наркотиксене пула çĕр çинче çулсерен миллионшар çын вилет (вĕсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать).

Çак наркăмăша пула преступленисен шучĕ те ÿссе пырать. Наркотик туянма укçа тупас тесе, çамрăксем преступлени çулĕ çине тăраççĕ: вăрлаççĕ, çаратаççĕ, çынна вĕлерме те пултараççĕ. Çакна та калас пулать, преступленисене ытларах чухне ÿсĕр, наркотик ас тивнĕ çынсем пурнăçлаççĕ.

Наркотик сиенĕ пирки пурте пĕлеççĕ пулин те, нумайăшĕ ăна хăйсен ирĕкĕпе тутанса пăхать: хăшĕ мода хыççăн кайса «чăнкă» пуласшăн* хăшĕ ашшĕ-амăшне хирĕçлесе юраман япалана тума тăрăшать* хăшĕ ним тума аптрăнипе, юлташĕсем сĕннипе. Пĕр хут тутанса курсан вара унтан хăтăлма çăмăл мар...

Наркоманин тата ытти киревсĕр йăласен такăр мар çулĕ пирĕн ачасен тикĕс çулĕпе пĕр еннелле ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха; Паллах, ачасен хăйсен, ашшĕ-амăшĕн, обществăн тăрăшмалла. Çак тĕллевпе районти вĕрентÿÿ, культура, спорт ĕçченĕсем, йĕркепе сывлăх хуралçисем сахал мар ĕçлеççĕ: ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем, шкул сехечĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, плакатсемпе ÿкерчĕксен конкурсĕсем, тĕл пулусем тăтăшах ирттереççĕ* ашшĕ-амăшĕсене ачисене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ÿстерме, вĕсен ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсене пĕлсе тăма, ытларах çав енĕпе ĕçлеме ырă канаш-сĕнÿ параççĕ.

Культура керменĕнче иртнĕ тĕл пулура  çак ыйтусене çивĕч хускатрĕç.



"Пирěн пурнăç"
06 ноября 2004
00:00
Поделиться