Çитес çулхи тухăçшăн кĕрешер
Мĕн чухлĕ вăй-хал, ăсталăхпа хастарлăх кирлĕ тыр-пул ÿстерме! Çакна çĕр ĕçĕпе çыхăннă çын лайăх пĕлет. Уй-хирте тăрăшса, пĕлсе ĕçлетĕн, çавăн чухлĕ тухăç илетĕн. Малта пыракан хуçалăхсен тĕслĕхĕ те çакнах çирĕплетет. Чи малтанах тĕш тырă тухăçĕ çинче чарăнса тăрас килет. Кăçал районĕпе 10228 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту 14590 тонна е 4362 тонна ытларах пулнă. Гектар тухăçĕпе “Свобода” колхоз пĕлтĕр те, кăçал та çитĕнÿ тунă - 43,7 - 29,2 центнер. “Победа” хуçалăх ĕçченĕсем иккĕмĕш вырăнта - 21,5 центнер. Сăмах май, кăçал иккĕмĕш хурашашсем кашни гектартан 5,5 центнер нумайрах тĕш тырă туса илнĕ. “Коминтерн” тата “Аккозинский” хуçалăхсем те çĕр ĕç продукчĕсем пуçтарса кĕртессипе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Иртнĕ çул районĕпе 1312 тонна çĕр улми хранилищĕсене хывса хăварнăччĕ. Кăçалхи тухăç аванрах - 1463 тоннăпа танлашать. Çакă вăл кашни гектар 119,9 центнер тухăç панине е пĕлтĕрхинчен 1,7 центнер ытлараххине пĕлтерет. Районти хуçалăхсенче çĕр улми пуссисен лаптăкне 122 гектара çити чакарса лартни вара хытах шухăшлаттарать. Ĕлĕкрех услам кÿнĕ культура паян мĕншĕн хисепрен тухса пырать-ха; Ку ыйтăва тÿрех хурав параймăн. Сăлтавĕ тĕрлĕ пулнине ял хуçалăх управленийĕнче те, хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем те палăртаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, паянхи пасар условийĕсенче çĕр улми хакĕ питĕ пĕчĕк. Юхтарнă тар тĕшшине тăмасть. “Иккĕмĕш çăкăра” курттăмăн туянма, пысăк укçа тÿлеме пултаракан шанчăклă партнерсем тупăнмаççĕ. Çавăн пекех колорадо нăррипе тата ытти чир-чĕрпе кĕрешме çулран çул йывăрланса пырать. Тĕслĕхрен, нăрăсем тата вĕсен хурчĕсем хамăр республикăра, çĕршывра туса кăларакан им-çамран хăрами пулнă. Вĕсене хирĕç хаяртараххисемпе, чикĕ леш енчен кÿрсе килнисемпе кăна кĕрешме пулать. Çавнашкал препаратсем вара питĕ хаклă. Нăрăсемпе кĕрешмелли майсене шыранă вăхăтра лешсем симĕс çеçкерен хăрăк туна кăна хăвараççĕ. Çакă та пысăк çухату патне илсе пырать.
Кăçал районти хуçалăхсем пахча çимĕç туса илес тĕлĕшпе питĕ япăх ĕçленине палăртмасăр иртес килмест. Ăна пурĕ те 98 тонна кăна пухса кĕртнĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 310 тонна управа хунăччĕ. Выльăх кăшманĕ вара гектар пуçне 156 центнер тухнă. Ку пĕлтĕрхинчен ытларах-ха.
Паллах, çу кунĕсенче тыр-пул туса илес ĕçре ял çыннине çанталăк та чăрмантарчĕ ĕнтĕ. Çапах та кунта урăххи те пăшăрхантарма, хумхантарма тивĕç. Акă, тыр-пул ÿстерекенĕн профессийĕ çине çиелтен пăхнă тĕслĕхсем пурри чуна ыраттарать. Хăш-пĕр çĕрте, чăнах та, çĕре юратса, чун-чĕрене парса ĕçлесшĕнех мар. Акма çĕр хатĕрленĕ чух тăпрана çиелтен кăна шăйăрттарса тухакан, удобрени хывсан та, тырра ячĕшĕн тенĕ пек кăна акса хăваракан механизаторсем çук-и пирĕн;
Çакăн пек тĕслĕхсем мĕншĕн пулаççĕ; Сăлтавĕ - хăш-пĕр ертÿçĕсемпе специалистсем кашни уйри тыр-пул шăпишĕн яваплăха туймаççĕ, агрономсем тырă туса илес ĕçе çирĕп тĕрĕслесе тăмаççĕ. Акă, “Гидравликăра” кăçал кашни гектар 5,2 центнер, “Атменскийĕнче” - 6, “Черепановскийĕнче” - 8,2, “Искрăра” 9,4 центнер кăна тухăç панă. Тÿрех каламалла, çĕр хăйĕнчен кулнине, хăйне хисеплеменнине юратмасть, ун пек чух тыр-пул ан та кĕт. Çакă çанталăк япăх тăнă çулсенче уйрăмах палăрать. Агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлекен хуçалăхсенче тыр-пул та пур, пÿлмесем те тулли. Тахçанах çакăн пек пулнă, ÿлĕмрен те çаплах пулĕ.
Малта пыракан хуçалăхсен паха опычĕ çакна çирĕплетсе парать: уй-хир тухăçне малалла ÿстерсе пыма резервсем çук мар. Çĕрпе, удобренисемпе, техникăпа тата ытти пурлăхпа туллин усă курмалла, ял хуçалăх наукин çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опытне ĕçе кĕртмелле, çĕр ĕç культурине пĕрмай ÿстерсе пымалла. Чи кирли - пысăк тухăç паракан паха сортсем хатĕрлемелле, акара вĕсене тăпрана агротехникăлла кĕске срокра варăнтарса хăвармалла. Ку енĕпе районта, паллах, пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Кăçал хуçалăхсенче пурĕ 20260 центнер вăрлăх хывса хăварма палăртнăччĕ. Паянхи кун тĕлне 19156 центнер пур. Ку аван ĕнтĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне 16700 центнерне вăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ. Çакна палăртнă: 11824 центнерĕ кондициллĕ е 71 проценчĕ. Шел пулин те, пĕрремĕш класа ларакан вăрлăх пачах çук, иккĕмĕш класли - 2156 центнер е 13 процент. Ытти пĕтĕмпех ака стандарчĕн виççĕмĕш класне ларать - 9668 центнер е 58 процент.
Паха вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе “Свобода” колхоз, “Победа”, “Аккозинский” тата “Коминтерн” кооперативсем аван ĕçленине палăртма кăмăллă. Асăннă хуçалăхсенче акма янтланă ял хуçалăх культурисен 236-102 проценчĕ кондициллĕ. Çав вăхăтрах çак питех те кирлĕ ĕçе хакламан тĕслĕхсене те илсе кăтартма пулать. Акă, “Атменский”, “Марксист”, “Дружба”, “Вперед”, “Черепановский”, “Сура”, “Рассвет” хуçалăхсем вăрлăха тĕрĕслеттермен, çапла вара вĕсенче ака стандартне çитернĕ вăрлăх пачах çук пек курăнать.
Тĕпрен илсен, вăрлăхăн 4876 центнерĕ таса мар пирки кондицие çитеймест. Вăл пĕтĕмĕшле çум курăксен вăррисемпе хутăшса кайнă. Кун пек ял хуçалăх культурисем “Радуга” ХАОн, “Штанашский”, “Нива”, “Путь Ильича” хуçалăхсенче чылай. Умри тĕллев çапла пулмалла - вĕсене тасатса çитермелле е улăштарса илмелле. Ĕçре ырă кукка пулăшăвне кĕтсе ларни вырăнсăр. Лайăх кăпкалатнă, удобрени хывнă тăпрана паха, районланă сортсен вăрлăхне акни кăна çитес çул пысăк тухăç илсе май парĕ.
Çĕр ĕçченĕсем умĕнче тĕллевсем пысăк. Вĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртес тесен уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттерме халех тĕплĕ хатĕрленмелле. Çĕр ĕçĕнче вак-тĕвек çук, пур ĕç те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та паян кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе çитменлĕхсене шута илесси, малашлăх задачисем палăртса вĕсене ăнăçлă татса парассишĕн кĕрешĕве кар! тухасси тĕп вырăнта пултăр.