Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ял хуçалăх выставкинче

Районти Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи фойинче октябрĕн 30-мĕшĕнче, Ял ĕçченĕсен кунне паллă тунă кунхине, ял хуçалăх выставки ĕçлерĕ. Унта уйрăм çынсем, колхозсемпе кооперативсем, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен экспоначĕсене илсе килсе вырнаçтарнă. Вĕсемпе паллашатăн та ялти хресчен çĕр ĕç продукчĕсем туса илес, çĕрпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине туйса илетĕн.

Турханта пурăнакан Петр Сапожниковпа Юрий Воронов, Енкĕлтри Полина Тереньтева хăйсен пахчинче ÿстернĕ «Шантанэ» кишĕр, «Бессоновский местный» сухан, «Рамоно», «Салтэ», «Жуковский ранний», «Незабудка» çĕр улми кăçал пысăк тухăç панă. Трапайри Г.Башкирова çитĕнтернĕ мăн хăяр, купăста тата ытти çимĕçсем ăнса пулнă.

Анат Чутайри Валентин Калистратов сад ăсти пулнипе палăрнă. Вăл выставкăна пан улмин темиçе сортне тăратнă. Йĕркеллĕ татса хурсан вĕсем хĕл каçипех лайăх упранаççĕ.

Райпон «Четайское» обществи (çăкăр завочĕ) - аталану çулĕпе пыракан коллектив. Кунта тĕрлĕ йышши продукци туса кăлараççĕ. Çăкăр-булка изделийĕсене, пĕремĕк-печение, макарон-лапшасене халăх тулли кăмăлпа туянать. Общество кăларнă апат-çимĕçпе паллашма май пулчĕ выставкăра.

«Гидравлика» ОАОра ĕçлекенсем гидрораспределительсем, гидронасуссем, гидрошлангсем, трубокомпрессорсем юсаççĕ. Техникăпа ĕçлекенсем вĕсенчен туяннă çак механизмсем пахалăхлă, çирĕп пулнине ĕнентереççĕ.

Çĕр ĕç продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе районта, паллах, коллективлă хуçалăхсем ĕçлеççĕ. Акă, пирĕн çĕр 23310 гектарпа танлашать, çав шутран сухаламалли - 18177 гектар. Кăçал, çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пула, тыр-пул тухăçĕ пĕлтĕрхине çитеймерĕ. Апла пулин те «Свобода», «Коминтерн», «Победа» тата «Аккозинский” хуçалăхсем кашни гектартан тĕш тырă пухса кĕртес енĕпе мала тухрĕç.

Выставкăна пынисем «Ял хуçалăхĕнчи ĕç династийĕсем» стенд умĕнче чарăнса тăраççĕ. Акă, Тури Çĕрпÿкассинчи Задонскийсем ламран лама ялта ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсен ĕç стажĕ пурĕ 213 çул, Иккĕмĕш Хурашашри Самсоновсен - 192, Хусанушкăнчи Нагоровсен - 144, Хирлÿкассинчи Куликовсен - 172, «Искра» хуçалăхри Горлановсен 107 çул. Ĕç династине тăсакансем хушшинче - пултаруллă бригадирсем, механизаторсем, водительсем, ял хуçалăх специалисчĕсем... Чылайăшĕ производствăра хастарлăх кăтартнăшăн правительство наградисене тивĕçнĕ.

Тĕпрен илсен, ял хуçалăх выставкинче курмалли, паллашмалли сахал мар пулчĕ. Вăл ял халăхĕ çĕр ĕç продукчĕсем туса илес ĕçе хакланине, ку тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсемпе усă курнине кăтарса пачĕ.



"Пирěн пурнăç"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться