Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипе кĕтсе илер
Иртнĕ эрнере райадминистрацинче 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Г.Орлов ертсе пычĕ, унта ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленсе кĕтсе илме мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсен социаллă тата экономика пурнăç условийĕсене лайăхлатма палăртнă. Ку енĕпе социаллă хÿтлĕх пайĕ, пенси пайĕ, капиталлă строительство пайĕ, райфо, район больници, райадминистраци ĕçлеме тивĕç. Сăмахран, вăрçа хутшăнакансемпе инвалидсене укçа-тенкĕ парса пулăшмалла, РФ тата ЧР саккунĕсемпе пăхнă çăмăллăхсене памалла. Кирлĕ пулсан хваттерсене юсаса йĕркене кĕртмелле, пĕччен пурăнакан вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Çавăн пекех фронтра çапăçнисене тÿлевсĕр хваттер, каялла тавăрмалла мар патшалăх субсидине тата çăмăллатнă ипотека кредичĕ парасси пулса пымалла. Ветерансен çурчĕсене аталантарса аслă ăру çыннисемпе инвалидсене социаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатмалла. Вăрçă участникĕсене, çапăçура пуç хунă воинсен çемйисен членĕсене медицина пулăшăвĕ парассине, вĕсене эмел препарачĕсемпе çăмăллатнă йĕркепе тивĕçтерессине малалла пурнăçласа пымалла.
Пропагандăпа информаци тата культура мероприятийĕсен шутне çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе вăйлатассине кĕртнĕ. Садсемпе парксен çулталăкне хутшăнса районти пур ялсенче те Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннисен ячĕпе аллейăсем йĕркелемелле. Фронтра пуçĕсене хунă воинсене сума суса лартнă палăксене юсаса çĕнетес пулать. Кунпа пĕрлех музейсенче, библиотекĕсенче, вĕрентÿ заведенийĕсенче тематика экспозицийĕсем, çав шутра куçса çÿрекеннисене те, илемлĕ произведенисемпе архив материалĕсемпе усă курса куравсем ирттермелле. «Аслă вăрçа хутшăннисем аса илеççĕ» кĕнекене хатĕрлесе çитерсе кăлармалла. Шкулта вĕренекенсемпе «Аслă Çĕнтерĕве 60 çул: истори тата хальхи тапхăр» ятпа наука-практика конференциĕ пулать. Культура управленийĕ «Çĕнтерÿ салючĕ», «Çĕнтерÿллĕ çуркунне» фестивальсем, районти ветерансен хорĕсен смотр-конкурсне ирттерме палăртнă. «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене йĕркелесси те кирлĕ ыйтусенчен пĕри.
Пĕтĕмĕшле илсен, Çĕнтерÿ кунне пур çĕрте те тивĕçлипе кĕтсе илессишĕн, уяв сумне çĕклессишĕн нумай тăрăшмалла. Çак ĕçе ял администрацийĕсен активлă хутшăнмалла. Çĕнтерÿ уявĕ чăннипех те çутă та таса уяв пулса тăтăр. Çапла йышăнчĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе ĕçлекен районти комисси.