Ял çыннин сумĕ ÿстĕр
Районти ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем паян Хĕрлĕ Чутайри Культура çуртне хăйсен професси кунне паллă тума пухăнаççĕ. Тĕрĕсрех калас пулсан, ку уяв Раççейре юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче иртрĕ. Анчах чăваш хресченĕн йăли çапла - ана вĕçне тухмасăр кĕлте уявне лармасть. Халĕ вара уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ: тыр-пул пухса кĕртнĕ, вăл кĕлетре упранать. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Халĕ ку таранччен мĕн-мĕн тунине, пурнăçласа çитерейменнине тишкерсе тивĕçлĕ хак пама вăхăт.
Çанталăк çуллен тенĕпе пĕрех ял çыннисем умне йывăрлăхсем кăларса тăратать. Акă, кĕр тыррисем пулса çитрĕç те вĕсене нумай çĕрте пухса кĕртес ĕçе вĕçлерĕç. Анчах çуртрисем 12-15 кун кая юлса пиçсе çитрĕç. Хĕрсе тырă вырмалла чухне комбайнсемпе механизаторсем ахаль ларчĕç. Çакă ĕççи хăвăртлăхне чакарчĕ, паллах. Çапах хресчен ăс-хакăлĕ, ĕçе пĕлсе пурнăçлани вырмана йĕркеллех вĕçлеме пачĕ.
Кăçал районĕпе 6971 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Паянхи условисенче - укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çунтармалли-сĕрмелли материалсене аран-аран туянкаланă, техника кивелсе çитнĕ, хăш-пĕр çĕрте механизаторсен кадрĕсем те сахал, вăхăтра тырра акса, пăхса тăрса, пухса кĕртесси пĕртте çăмăл ĕç мар. Çапах малалла пăхакансем, çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса пыракансем пурри чуна савăнтарать. Тĕслĕхрен, «Свобода» колхоз ĕçченĕсем кашни гектартан 29,2 центнер тĕш тырă илсе районта мала тухрĕç. Çак ÿсĕмре механизаторсен тÿпи çав тери пысăк.
Çавăн пекех тырă тухăçĕпе малта пыракан ытти хуçалăхсене те асăнса хăварас килет. «Победа» кооператив гектар пуçне 21,5 центнер, «Коминтерн» - 20,9, «Аккозинский» 18,6 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра, лайăх пахалăхпа пурнăçласси йăлана кĕнĕ. Паллах, пысăк тухăç паракан сортсемпе усă кураççĕ, тăпрана паха вăрлăх варăнтарса хăвараççĕ. Çакă пулăшать те ĕнтĕ çулленех япăх мар тыр-пул туса илме. Районĕпе вара кăçал кашни гектартан 14,6 центнер тĕш тырă илтĕмĕр.
«Иккĕмĕш çăкăр» паян районта хисепрен тухнине палăртмасăр иртме çук. Кăçал ăна пурĕ те 122 гектар çинче çеç ÿстернĕ. Çав шутран 50 гектарĕ – «Коминтерн» кооперативăн. Çĕр улми ани çинче атнарсем чăннипех те тăрăшса ĕçлеççĕ. Çĕнĕ технологисемпе, паха сортсемпе анлăн усă курнипе тата çу каçипе пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшнипе вĕсем кашни гектартан 179 центнер çимĕç пуçтарса илнĕ.
Анчах, йышăнас пулать, кăçал уй-хир ĕçĕсенче хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса çитереймерĕмĕр. Çакă кĕлете кĕмелли тыррăн темиçе проценчĕ çухаласси патне илсе пычĕ. Çапла вара хуçалăхсем пиншер тенкĕ çухатрĕç. Çитес çулхи тухăç шăпи те хытах шухăшлаттарать. Акă, районĕпе 2888 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă, 3172 гектар çĕртме сухи тунă. Çакă вăл çителĕксĕр.Паллах, пĕр пек условисенчех пĕрисен кăтартăвĕсем аван, теприсен – начар. Кунта айăпа çанталăк çине, техника çителĕксĕрри çине йăвантарни кирлĕ мар пулĕ. Çакна вара палăртмаллах: пĕрисем ĕçре çаврăнăçуллă, теприсен ку çитсех каймасть. Ертÿçĕсемпе специалистсем ĕçе йĕркелес тесе тăрăшаççĕ пулсан кун пек хуçалăхсем ÿсĕм çулĕ çине тăраççех. Паянхи уявра ĕçре малта пыракан хуçалăхсене, уйрăм ĕçченсене парнесем парса чыслăпăр. Каярах юлакансен те шухăшламалли пур. Çитменлĕхсемпе кăлтăксене, туса çитерейменнине хăвăртрах пĕтерсе малашлăха палăртмалла, çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илессишĕн кĕрешĕве анлăрах сарса ямалла.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче татса паман ыйтусем нумай. 100 гектар çĕр пуçне аш-какай тата сĕт пĕлтерхи çак вăхăтринчен сахалрах туса илнĕ. Пĕтĕмпе сĕт сăвасси те иртнĕ çулхинчен чакнă. Кашни ĕнерен сĕт илесси, ĕне-выльăхсене тата сыснасене куллен ÿт хуштарасси ÿснĕ-ха. Çав вăхăтрах сумалли ĕнесен йышне 243 пуç, мăйракаллă шултра выльăх хисепне 826 пуç чакарнă.
Çапах та уяв кунĕнче çитменлĕхсем çинче чарăнса тăни вырăнсăр. Паян ялта пулса иртекен улшăнусем чуна савăнтарнине асăнса хăвармалла. Агропромышленность комплексĕнче интеграци процесĕсем малалла аталанаççĕ, çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ - яла комплексла аталантарасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси. ЧР Министрсен Кабинечĕ яла 2010 çулчченхи тапхăрта аталантарма çирĕплетнĕ республика тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртсе çулсем хывас, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклес, газ кĕртес тата ытти ĕçсем пыраççĕ. Паллах, умра тăракан тĕллевсем пысăк-ха, общество инфраструктурине лайăхлатас енĕпе малашне татах тăрăшмалла. Тăкаклă хуçалăхсен хисепне чакарас, вĕсен экономикине тĕреклетес, финанс лару-тăрăвне сыватас тĕлĕшпе çине тăрсах ĕçлеме тивет.
Чи кирли - ял çыннин сумне ÿстересси, уй-хирпе фермăсенче кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен çынсене хисеплесси. Халĕ мĕн куратпăр-ха; Хура та тертлĕ ĕçре вăй хуракансен ĕç укçийĕ пĕчĕк, чылай çĕрте ăна та вăхăтра памаççĕ. Çакна пĕтерме вăхăт ĕнтĕ. Хресченĕн йывăр ĕçĕ ялан хисепре пултăр, тыр-пул ÿстерекенпе сĕт-çу, аш-пăш туса илекен çын умĕнче кашниех пуç тайтăр.
Хисеплĕ ял ĕçченĕсем! Сире професси уявĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп, ĕçре ăнăçлăх, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.