Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Красночетайского района работников агропромышленного комплекса

Хисеплĕ ял ĕçченĕсем, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсемпе ĕç ветеранĕсем!

 

Сире Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Эпир пурте çĕр çинче çуралнă, унăн сĕткенĕпе вăй илсе аталаннă, çĕр ĕçченĕн йывăр та пархатарлă ĕçне курса çитĕннĕ. Хресчен вăй хумасăр, тар юхтармасăр тухăçлă тырпул, пахча-çимĕç пухса илеймен, илеймĕ те. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕн ĕçĕ яланах пысăк хисепре. Эсир, хисеплĕ ял ĕçченĕсем, тăрăшуллă та ĕçчен, маттур та хастар пулнăран районта ял хуçалăх отраслĕ ăнăçлă аталанать, çулсеренех выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци калăпăшĕ ÿсет, тĕш-тырă тухăçлăхĕ те пĕчĕк мар. Сире, кунне-çĕрне пĕлмесĕр, ырми-канми тăрăшса ĕçлекенсене сăваплă та пархатарлă ĕçĕрсемшĕн тав тăватăп. Юлашки çулсенче ялсен сăн-сăпачĕ, инфраструктура аталанăвĕн тытăмне çĕнетессипе сахал мар ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Ялта пурăнакансен пурнăç условисем те палăрмаллах çăмăлланчĕç. Малашне те ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах-ха. Эпир, эсир ĕçре пысăк хастарлăхпа тăрăшса ĕçлени çине таянса, сирĕнпе пĕрле пулсан çеç умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаратпăр. Эппин, малашлăха шанса, районăмăрăн аталану шайне çÿллерех çĕклессишĕн тăрăшса ĕçлер.

Уяв ячĕпе сире саламланă май, тату та тулли пурнăç, ĕçре ăнăçу çирĕп вăй-хал сунатăп.

 

В.ОРЛОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.



30 октября 2004
00:00
Поделиться
;