Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Инкек сиксе тухсан

.“Çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсасси тăруках ÿссе кайрĕ”, - пĕлтерчĕ ШĔМ-ĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ С.М.Степанова.

Мĕн хĕтĕртет-ха усал ĕç тума; Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Ачана тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă. Ачан ăс-хакăлĕ, кăмăл-туйăмĕ çирĕпленсе çитмен-ха. Вăл ăçталла астараççĕ, çавăнталла сулăнать. Ача мĕнпе интересленет, кампа ытларах туслашать, пушă вăхăта усăллă ирттерет-и, шкулта мĕнле ĕлкĕрсе пырать - ашшĕ-амăшĕн пĕтĕмпех пĕлсе тăмалла. Анчах çук çав, çапла пулса пымасть. Ялсенче çынсем эрехпе аташса кайрĕç, ачасен пурнăçĕпе интересленсех каймаççĕ, хуçалăхри ĕç - чи малта. Ача вара урама илĕнет, унта канлĕх тупать.

Шкулсенче педагогсем те ачасене кирлĕ пек воспитани парассишĕн çунсах каймаççĕ, культурăллă мероприятисем сахал ирттереççĕ. Çамрăксене тÿрĕ çул çине тăма пулăшас тесен ашшĕ-амăшĕсен шкулпа тачă çыхăнса ĕçлемелле, культура учрежденийĕсен,  ял администрацийĕсен те аякра юлмала мар. Çапла тумаллине пĕлетпĕр, анчах ĕçĕ курăнмасть. Инкек сиксе тухсан çеç чан çапма пуçлатпăр.

Октябрĕн 22-мĕшĕнче Тралькассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем (виççĕн) право йĕркине сĕмсĕрле пăснă. Усал хыпар район çыннисене çĕр чĕтреннĕ вăхăтри пек хумхантарчĕ-пăшăрхантарчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тăруках хăйсен те ачисем пурри çинчен аса илчĕç. Мĕнле шухăшпа 14-15 çулхи арçын ачасем “каçхи ухутана” тухнă; Тен, приключениллĕ боевик фильмсенчи сюжетсем илĕртнĕ вĕсене; Калама хĕн. Шупашкартан канмалли куна килекен ним айăпсăр 17 çулхи хĕре каçпа хыçран йĕрлесе хăваласа çитни, никам çук уйра тытса чарни, сĕмсĕрле тапăнса, хыççăн çĕçĕпе чикни, усал ĕçсен йĕрне пытарас тĕллевпе шывра путарса вĕлерме шутлани - тискертен те тискерле ĕç. Çын темелле-ши вĕсене;

Тралькасси шкулĕнчи педагогсем хăйсем вĕрентнĕ ачасем хушшинче преступниксем пулма пултарасси çинчен шутламан та. Шкул директорĕ Н.А.Катейкин ятлă-сумлă çын, шкулта яланах йĕрке, çирĕп дисциплина хуçаланать. Учительсем ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿÿ, тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем спортпа туслă, ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ.

Анчах... Преступлени тунă ачасен çемйисене илес пулсан та, вĕсем çирĕп , туслă кил-йышра ÿсеççĕ тесе калаймăн. Çапах виççĕшĕ те ку таранччен судпа айăпланман. Октябрĕн 22-мĕшĕнче Мучикасси-Хăмаркка çулĕ çинче пулса иртнĕ преступлени пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Хальлĕхе иккĕшне тытса чарнă, чи çамрăкки пирки тĕрĕслев ĕçĕ пырать.  Çамрăксен РФ УК 30 статйин 3-мĕш пайĕн, 105 статйин 2-мĕш пайĕн  Ж пункчĕсем тăрăх явап тытма тивет.

Районти çамрăксем çине-çинех преступленисем тунине шута илсе, октябрĕн 26-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ В.Г.Орлов вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсемпе, шкулсен ертÿçисемпе, вĕсен çумĕсемпе, аслă вожатăйсемпе канашлу ирттернĕ. Канашлура çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси ÿссе пыни пирки калаçнă. Валерий Гурьевич шкулсенче ачасене воспитани парасси кирлĕ пек пулса пыманни, педагогсем хăйсене шанса панă ĕçе тĕплĕн туманни, шкул тата ашшĕ-амăшĕ хушшинче туслă çыхăну çукки пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ А.И. Тверсков, вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ Р.И. Мясникова, Серенкассинчи тĕп шкул директорĕ Н.Ф.Михеев, ял администрацийĕсен, шкулсемпе культура учрежденийĕсен, ШĔП органĕсемпе тачă çыхăнса, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле, тенĕ. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчи ачасене пысăк тимлĕх уйăрмалла, профилактика ĕçĕсем туса ирттермелле. Пĕрле ĕçлесен кăна преступнăçа пĕтерме пулать. Шкулсенчи класс ертÿçисен кашни ача патне çитсе ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçмалла, пухусем ирттермелле,  ачасене обществăлла мероприятисене активлăрах хутшăнтармалла. Çавăн пек йышăннă канашлура.



"Пирěн пурнăç"
30 октября 2004
00:00
Поделиться