Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Санитари батальонĕн командирĕ

Николай Максимович Иваницкий Хĕрлĕ Чутай салинче пурăннине нумайăшĕ лайăх ас тăвать-ха. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă хыççăн килтен тухсах çÿрейместчĕ ĕнтĕ. Çапах тĕл пулусене хутшăнма хавасчĕ. Хăйĕн вăрçăри кун-çулĕ çинчен сахал мар каласа панă ветеран çамрăксене.

Н.Иваницкий 1910 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Хрущевка ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, 1928 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Тавçăруллă та ăслă-тăнлă каччă Ленинградри çар академине вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсе, хирург специальноçне алла илнĕ. Çакăн хыççăн Николай Максимовича Инçет Хĕвел тухăçне, Ворошилов çар госпитальне ĕçлеме янă.

Службăра тăнă çулсенче Хасан кÿлли патĕнчи çапăçăва хутшăннă. 1939 çулта вара ăна Балтика тăрăхĕнчи çар округне куçарнă. Вăл 126 стрелковăй дивизин 690 стрелковăй полкĕн аслă врачĕ пулнă. Çав вăхăтрах Плявинас хулин гарнизонĕнче врач тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Шурă финсене хирĕç çапăçма тата Хĕвел анăç Белоруссие ирĕке кăларма хутшăннă.

1941 çулта Николай Максимовича Ригăри çар госпиталĕн хирурги уйрăмĕн ординаторĕ пулма куçарнă. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ кунхине, июнĕн 22-мĕшĕнче, вăл 33 стрелковăй дивизин санитари батальонĕн командирĕ пулса тăнă. Ку подразделени Çурçĕр Хĕвел анăç фронтĕнче çапăçакан арми йышне кĕнĕ. Н.Иваницкий вăрçă çулĕсенче чылай çын пурнăçне çăлса хăварнă. Çакăншăн ăна 6 орденпа тата 11 медальпе наградăланă. Шел, хăй те вăрçă çулĕсенче виçĕ хутчен аманнă. 1945 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче мина çурăлнипе икĕ куçĕ те курми пулнă. Çавăн пекех хăлхи илтмен, кĕлеткен сылтăм пайĕ хăйне «итлемен».

Николай Максимович çар ретĕнчен майор званийĕпе таврăннă. 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчепе яланлăхах сыв пуллашнă. Врач профессийĕпе ĕçлеме тÿр килмен. Районти тĕп больницăра парти учетĕнче тăнă. Сăмах май, унăн шăллĕ Павел Максимович та медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1941-1942 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри больницăн тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ. Çакăн хыççăн ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ентеш-медиксем чылай пирĕн. Вĕсенчен пĕри - Николай Максимович Иваницкий. Унăн ырă ячĕ халĕ те пирĕн чĕререх.



"Пирěн пурнăç"
23 октября 2004
00:00
Поделиться