Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чирлессинчен сыхланасси сипленессинчен йÿнĕрех

Кунран-кун çанталăк сивĕтсе пырать. Унпа пĕрлех ОРВИ чирĕн кăтартăвĕсем ÿсеççĕ. Çав вăхăтрах грипп сарăлас хăрушлăх пысăк. Грипп  организма хăвăрт хавшатать, ытти чирсене вăйлатса ярать, çемье бюджетне те самаях çÿхетет. Сăмах май, 2003 çулта Чăваш Енре ОРВИ чирĕпе - 177 пин, гриппа 26 пин ытла çын чирленине регистрациленĕ. Кăтартусем савăнтармаççĕ.

Грипп  - хăвăрт сарăлакан, ерекен чир. Вăл сывă çынна чирлинчен ерет. Чире пуçараканĕ - грипп вирусĕ, чирлĕ çыннăн сывламалли çулĕсен çÿлти пайĕнче - сăмсара, çăварта тулать. Сунасланă, ÿсĕрнĕ тата калаçнă чухне сурчăкăн вĕтĕ тумламĕсемпе пĕрле сывлăша сарăлать, унта темиçе сехет хушши тытăнса тăма пултарать. Эпидемиологсем палăртнă тăрăх, грипп чирĕ 1998 çулта вăйлă сарăлнă, инфекци кашни çемьере пулнă. Ку, паллах, профилактикăлла прививка сахал тунипе çыхăннă. Кăçал, пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан, ОРВИ тата гриппа чирлекенсен йышĕ чакнă. Анчах декабрь уйăхĕнче çак чирсем таврăнаççĕ. Уйрăмах ачасен, ватă çынсен, вăраха кайнă чирсемпе асапланакансен асăрхануллă пулмалла. Вĕсен грипп эпидемийĕ пуçланиччен ятарлă вакцинаци тумалла. Иммунитет чакнă çын чирлет, çавăнпа прививка тутарни чирлесрен хăтарĕ. Прививка тусан иммунитет пĕр уйăхран çирĕпленет.

Гриппа ОРВИ хушшинчи уйрăмлăха чылайăшĕ пĕлмест. Чир ăнсăртран пуçланать: шăнтать, пилĕк, ал-ура, пуç хытă ыратма пуçлать, вăй пĕтет, организм температури час-часах 38-40 градуса çитет, хăстарать. Кайран пыр шыçать, ÿсĕрттерет. Ку - грипп. ОРВИ чухне малтан пыр шыçать, сăмса шывĕ юхать, ÿт температури хăпарасси сахалрах пулать, ÿслĕк канăçсăрлантарсах каймасть.

Грипп сарăласран мĕнле сыхланмалла; Çемьере гриппа чирлекен çын пулсан, ăна ятарлă пÿлĕме вырнаçтармалла, хăйĕн савăт-сапа, питшăлли пулмалла, вĕсене уйрăммăн çуса тăмалла, врача киле чĕнмелле. Гриппа чирлекенсен обществăлла вырăнсене тухса çÿреме юрамасть. Йĕркесене  çирĕп пăхăнмасан грипп халăх хушшинче анлă сарăлма пултарать. Пурăнакан кил-çурта, чирлĕ çын выртакан пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Урай таврашне хлорлă извеç шĕвекĕн ирĕлчĕкĕпе çуса тăмалла. Ÿсĕрнĕ е сунасланă чухне чирлĕ çыннăн сăмсана, тутана сăмса тутрипе хупламалла.

Гриппа чирлĕ ачана  кăкăр ĕмĕртнĕ чухне амăшĕн питĕ асăрхануллă пулмалла. Мĕншĕн тесен пĕчĕк ачасем çак чире йывăррăн тÿссе ирттереççĕ. Ватă çынсем пирки те çавнах каламалла. Ачасен иммунитечĕ çак вируспа «паллашман», ваттисен вара вăл - вăйсăрланса çитнĕ.

Районти санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, грипа тата ОРВИе хирĕç кĕрешессипе профилактикăлла мероприятисем кашни çулах ирттереççĕ, анчах çителĕклех мар. Грипран сыхланассипе вакцинаци сахал тунă. Ку укçа-тенкĕпе çыхăннă, паллах. Профилактикăлла прививка тăвас ĕç районта пуçланман-ха. Гриппа ОРВИ чирĕсен тĕслĕхĕ хальлĕхе çук. Апла пулин те лăпланма иртерех. Умра - хĕл. 2002 çулта ОРВИ чирĕпе 416 çын чирленĕ, вĕсенчен 208-шĕ 14 çула çитмен ачасем. Гриппа чирленĕ 77 çынран 49-шĕ - ачасем. 400 çынна яхăн - учительсене, сутуçăсене, шкул тата шкул çулне çитмен ачасене тÿлевсĕр, бюджет шучĕпе, прививка тунă. 2003 çулта гриппа чирленĕ 97 çынна (вĕсенчен 27-шĕ ачасем) регистрациленĕ. Грипран сыхланассипе вакцинаци те сахал тунă. Анчах вăл кирлине кашнин туймалла. Чирлессинчен сыхланасси сипленессинчен йÿнĕрех ларать, çемье бюджетне перекетлет.

Грипп - кашни çул килекен чир. Унран сыхланас тесен, çыннăн иммунитетне вăйлатмалла. Витаминсем ĕçни-çини питĕ вырăнлă. Анчах чи малтан врачпа канашламалла. Гриппа шÿтлеме юрамасть. Хăв тĕллĕн сипленни инкек-синкек патне илсе çитерме пултарать. Халăх медицинипе усă курни те пулăшать. Ыхра, сухан çимелле, хура хурлăхан, хăмла çырли, шăлан шĕвекĕсене тата «С» витаминпа пуян улма-çырла ытларах çимелле. Аптека пункчĕсен гриппа ОРВИ чирĕсемпе кĕрешме хатĕр пулмалла: вакцина тата ытти тĕрлĕ эмелсемпе препаратсем янтламалла.

Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Çакна кашнин ăнланмалла.



"Пирěн пурнăç"
23 октября 2004
00:00
Поделиться