Илемĕпе илĕртет
Юсаса çĕнетнĕ хыççăн «Березка» ресторан çурчĕ хăй илемĕпе аякранах илĕртет. Шала кĕрсен те Мускаври ресторансенчен пĕртте кая мар. Кунта килнĕ çынсене апатланма, канма пур майсем те туса панă - пĕтĕмпех ялкăшса-çиçсе кăна тăрать. Банкетсем ирттермелли пысăк зал, пĕчĕк тата пĕтĕмĕшле залсенчи сĕтелсем çинче илемлĕ, хаклă йышши савăт-сапа лартса майланă (сервировка). Кунтах буфет таварсен пуян ассортименчĕпе хăй патне илĕртет. Кухньăра та кирлĕ чухлĕ оборудовани вырнаçтарнă: апат пĕçермелли плитасем, мармит, апат хатĕрлемелли, ăшаламалли шкафсем тата ытти те. Пур çĕрте те таса, çутă, илемлĕ.
Коллективра 10 çын: Вера Будимировна Стекольщиковапа Зоя Ивановна Кондакова черетлĕн ылмашăнса кунти ĕçсене йĕркелесе тăраççĕ. Зоя Сергеевна Быковапа Раиса Николаевна Секайкина поварсем тутлă апат пĕçереççĕ. Светлана Гуськовапа Ирина Ермолаева çамрăк официанткăсем клиентсен кăмăлĕсене тивĕçтереççĕ, Надежда Окайкина буфетчица кăмăл тăвакансене эрех-сăрапа, пылак сĕткенсемпе сăйлать. Елена Михайловна Мареева чашăк-тирĕке çуса тасатать, Алина Митрофанова çурта тирпей-илем кÿрет, Александр Глухов хурал ĕçĕсене туса пырать.
Ресторан ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 23 сехетчен ĕçлет.
Ресторана килсе çÿрекенсен йышĕ кунсерен ÿссе пырать. Йышне кура - тупăшĕ. Хальлĕхе ресторана официаллă майпа уçман-ха, кунта юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ.