Хĕл умĕн лăпланса лармалла мар
- Хĕл кунĕсем - выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн яваплă тапхăр. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илни кăна пире ÿсĕмсем тума пулăшĕ, - терĕ Евдокия Семеновна. Акă, хальхи вăхăтра колхозсемпе кооперативсенче пурĕ 6284 ĕне выльăх тытаççĕ, çакăнтан 2051-шĕ - сумалли ĕне. Хăш-пĕр çĕрте сысна ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен хисепĕ кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1474 пуç шутланать. Ял çыннишĕн паян туртăм вăйĕ, лаша пурри, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕн ĕлĕкрен этеме пулăшакан ĕç выльăхĕ-çке вăл. Утсен йышĕ 442-пе танлашать.
Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги членĕсен ларăвĕ иртрĕ. Унта выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи кунсенче пăхса усрамалли тапхăра хатĕрленсе кĕтсе илес ыйтăва та пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Çакна палăртрĕç: хуçалăхсенчи выльăхсем валли 94 вите пур, 73-шне юсаса янтланă. Ку вăл мĕн пур çурт-йĕрĕн 78 проценчĕ пулать.
«Коминтерн», «Свобода», «Вперед», «Путь Ильича», «Радуга» хуçалăхсем аш-какай тата сĕт туса илессипе малта пыни савăнтарать. Вĕсенчи зооветспециалистсем наукăна тĕпе хурса ĕçлеççĕ, ферма ĕçченĕсене кун йĕркине, ĕç технологине çирĕп пăхăнса пыма хăнăхтараççĕ. Çапла вара пурте яваплăха туйса, ĕç çине чăн-чăн хуçалла пăхса, пуçару кăтартса тăрăшаççĕ. Çак хуçалăхсемех хĕле тĕплĕ хатĕрленнине палăртмалла. Ертÿçĕсем строительство материалĕсене те кирлĕ чухлех тупма пултарнă, платниксен бригадисене те йĕркеленĕ. Халĕ «Аккозинский», «Победа» тата «Нива» кооперативсенче те юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
Анчах «Черепановский», «Дружба», «Марксист», «Рассвет» хуçалăхсем пирки çакна калаймăн. Вĕсенче фермăсене йĕркене кĕртессине тăсса пыраççĕ. Витесене кам пырса юсаса парасса кĕтеççĕ - паллă мар. Ертÿçĕсем пур, ĕçĕ çук - çакна пĕлтермест-и ку; Асăннă кооперативсемех выльăхсем ĕрчетес, продукци илес, кĕтĕве çĕнетес тĕлĕшпе района каялла туртса пыраççĕ.
Çу кунĕсенче пушаннă витесенче юсав ĕçĕсем ирттерме майсем пулчĕç. Çакăнпа пĕлсе усă курчĕç те ĕнтĕ хăш-пĕр çĕрте. Акă, «Коминтерн» кооперативăн комплексĕнче сĕт пăрăхĕ вырнаçтарчĕç. Ку вăл дояркăсемшĕн çăмăллăх. «Радуга» хупă акционер обществин дирекцийĕ «Штанашский» хуçалăхăн 100 пуç вырнаçакан ĕне ферминче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕ, ултă уйăхран иртнĕ пăрусен витине çĕнетрĕ. «Искра» кооперативра малтан лаша вити пулнă çуртран ултă уйăха çитичченхи пăрусене усрамалли вите турĕç.
Фермăсене хĕле хатĕрлесси тăсăлса пынин сăлтавĕ - йывăç материалсем çителĕксĕрри. Малашлăха пăхса пурăнма вĕренсе çитейменни кансĕрлет. Паллах, кунта укçа-тенкĕ çукки те ура хурсах такăнтарать. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутнипе тунă тупăшпа ытларах чухне запас пайĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма тăрăшаççĕ мар-и; Фермăсене аталантарса пырас ĕç çине те тимлĕх уйăрмалла. Кун пек чухне кăна эпир çак отрасль уссине, тупăшне курма пултаратпăр.
Выльăх апачĕн çирĕп базине туса хурасси - ял хуçалăх ĕçченĕсен тĕп задачи. Хĕл кунĕсенче апат пахалăхне лайăхлатасси, тутлăхлă япаласене ытларах сыхласа упраса хăварасси, апата кирлĕ пек упрасси тата унпа тирпейлĕ те перекетлĕ усă курасси тĕп вырăнта пулмалла. Паянхи кун тĕлне районĕпе 4924 тонна утă (56 процент), 15006 тонна сенаж (90 процент), 6348 тонна силос (73 процент), 3525 тонна улăм (65 процент), 3859 тонна тырă фуражĕ (65 процент), 994 тонна тымар çимĕç (31 процент) пур. Кунсăр пуçне пĕлтĕр юлнă 1200 тонна сенажпа 200 тонна улăм упранаççĕ. Çапла вара пурĕ 13171 тонна апат единици хывса хăварнă. Ку вăл кашни условнăй выльăх пуçне 23,6 центнер апат единици лекнине пĕлтерет.
«Свобода» колхоз çулран çулах выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварать. Çак ĕçе ял ĕçченĕсем кăçал та технологие пăхăнса пурнăçланă, апат пахалăхĕ аван. Çуллахи тапхăрта анатçĕрпÿкассисем пĕр условнăй выльăх пуçне 38,5 центнер апат единици янтланă. «Победа» кăтартăвĕ - 29,4 центнер, «Питеркинский» - 29,2, «Марксист» - 28,4, «Коминтерн» кăтартăвĕ 26,4 центнер апат единиципе танлашаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх витисене, «Свобода» тата «Коминтерн» хуçалăхсемсĕр пуçне, ниçта та шуратман. Çакă мĕн çинчен калать-ха; Ветеринари правилисем çине нумай çĕрте пÿрне витĕр пăхаççĕ. Чир-чĕр сарăласси никама та хăратмасть пулас.
Кăçал çуллахи тапхăрта район кашни ĕнерен сĕт сăвассипе ăнăçлă ĕçлерĕ теме пулать. Анчах çак ÿсĕмпе ниепле те лăпланса ларма пултараймастпăр. Пирĕн çитменлĕхсем те сахал мар, татса паман ыйтусем чылай. Ама выльăхсем чупмасăр юлаççĕ, выльăх-чĕрлĕх вилнĕ тĕслĕхсем пур, фермăсенче механизмсем сахал. Хăш-пĕр çĕрте çынсене ĕçлеме тата канма условисем туса паман. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тесен, пирĕн çакăн пек йĕркĕсĕрлĕхсемпе килĕшсе пурăнмалла мар.