Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чечекленекен сада аса илтертĕр

«Çакăн пек çирĕп йăла пур. Ир тăрсан çăвăнатăн, хăвна йĕркене кĕртетĕн. Кунпа пĕрлех тÿрех хăв пурăнакан планетăна та йĕркене кĕрт», - тенĕ çур ĕмĕр ытла каялла Антуан де Сент-Экзюпери. Анчах этем тĕнчи классик каланине пурнăçа кĕртме васкамасть. Пачах урăхла, çĕр сывлăхне минутсерен пĕтерет. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, кашни çеккундра çĕр çинчи футбол уйĕ пысăкăш лаптăк вăрман çухалать... Çакă шухăшлама пĕлекен кашни çыннах хумхантарма тивĕç. Ешĕл палăксен лаптăкне ÿстересси, йывăç-тĕм лартса чĕртесси - хальхи ăру çыннисен тĕп задачи. Çакна шута илсе йышăннă та ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен» Указа.

Чăваш ялĕсем йывăçсемпе хуплансах ларнă теме пулать. Мĕн ĕлĕкренех хресчен урама, çырмана тата ытти çĕре йăмра, хурăн, тирек нумай лартма тăрăшнă. Çурхи кунсенче кашни килте тенĕпе пĕрех садсем шап-шурă чечеке ларни кăмăла çĕклет. Кĕрхи илемлĕх вара чуна савăнтарать - çимĕç тулăх пулнăран туратсем çĕре çитиех усăнса тăраççĕ. Эпĕ кунта Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ урамĕнче пурăнакансен анкартийĕсем пирки чарăнса тăрасшăн. Акă, В.И.Немешкинпа И.Т.Ванюшкин пенсионерсем хăйсене уйăрса панă лаптăкра çу каçипех тар тăкаççĕ. Тĕрлĕ çырла, пан улми чылай пухса кĕртеççĕ. Вĕсем хăйсем лартса ÿстернĕ йывăç-тĕме пăхсах тăраç­çĕ, вăхăтра сиплеççĕ-им-çамлаççĕ.

Туктамăшри Д.Сезяйкин ĕмĕрĕ тăршшĕпех районти тĕп больница водителĕнче тăрăшнă. Нумаях пулмасть калаçса кайрăмăр та, хушма хуçалăхра халĕ 20 улмуççи ытла пан улми панине пĕлтерчĕ. Вĕсене вăл хăй лартса хăварнă, хăех пăхса-асăрхаса тăрать. Сад ăстисем чылай пирĕн тăрăхра. Вĕсен ырă та пархатарлă ĕçне мухтамалла кăна. Çĕр çине ачисемпе мăнукĕсем валли ешĕл палăк хăвараççĕ.

Илемлĕхпе хăтлăх çакнашкал пысăках мар ĕçсенчен пуçланать пулĕ. Çак шухăша ЧР Президенчĕ Н.Федоров авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче те палăртрĕ: «...Илемлĕхе упрама, хушса пыма пулать. Пĕчĕкрен тытăнмалла: йывăç лартмалла, клумба йĕркелемелле, газона тирпей-илем кĕртмелле, çÿп-çапа тасатмалла - çакна кашниех тума пултарать. Çавна валли выльăх мар, çынлăх пулмалла тата тавралăха юратмалла. Сăмахпа  палкаса мар, харпăр хăй çуртне, картишне, хăйĕн пĕчĕк çĕршывне ĕçпе юратмалла. Çапла майпа кăна эпир хамăрăн хуласене, ялсене тирпей-илем кĕртме, тасатса лайăхлатма, инвесторсене илĕртме, хамăр валли тата хамăрăн ачасем валли ĕç вырăнĕ тума, сыхласа хăварма пултаратпăр. Çавăн чухне кăна тăван республика чечекленекен сад пулса тăрĕ...»

Çуркунне тата кĕркунне кашни çулах йывăç лартмалли уйăхлăхсем ирттереççĕ. Пиншер хунав, тĕм лартса хăвараççĕ çынсем, ачасем. Анчах общественноç хутшăннипе чĕртнĕ йывăçсен лаптăкĕ пысăк-и пирĕн;

Çук пулĕ. Кĕтÿри выльăх-чĕрлĕх кăшлать, таптать, амантса хăварать ешĕл хунавсене, çавăнпа çÿлелле çĕкленеймеççĕ вĕсем. Халĕ, авă, хуçалăхсен 91 гектар çинче садсем пур, теççĕ. Хăш-пĕрин ячĕ çеç юлнă çав, çавăнпа çĕнетни кирлĕ. Килти пек пăхса тăма ятарлă çын уйăрмалла.

Халĕ учрежденисемпе предприятисен таврашне сиреньпе пилеш лартма сĕнеççĕ. Улмуççи те япăх мар пуль. Ĕлĕкрех Украинăри Харьков хулинче пулса курнăччĕ. Çĕнĕ микро районти çуртсене сад пулнă вырăнта çĕкленĕ. Картишĕнчи йывăçсене пĕтĕм­пех сыхласа хăварнă. Улмуççисем урам варринчех, çул хĕррипех ешереççĕ. Çимĕçне никам та тăпăлтармасть, туратне хуçмасть.

Сăмах май, ЧР Президенчĕн Указĕнче саккуна пăсса йывăçсем каснине, йывăçсемпе тĕмсене пĕтернине тата вăйлăрах тĕрĕслемеллине  те палăртнă. Унсăрăн йĕрке тума çăмăл мар. Акă, çамрăк хунавсен лаптăкне ĕне-выльăх кĕртсе яракансене мĕншĕн айăплас мар; Вуншар та çĕршер çын ĕçĕ сая каять-çке.

Тăван тавралăх ешĕл йывăçсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе ешертĕр - çак тĕллевпе ĕçлекен коллективсем сахал мар районта. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем кăçалхи кĕрхи экологи уйăхлăхне хастар хутшăннине палăртма пулать. Вĕсем шăмат кунсенче тирпей-илем кÿмелли тата йывăç-тĕм лартмалли субботниксене тухасси йăлана кĕнĕ. Пĕр кун хушшинче кăна, октябрĕн 9-мĕшĕнче, ачасем учительсемпе пĕрле 800 тĕп сиреньпе шăлан лартса хăварнă. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайри Çĕнтерÿ паркне тасатса йĕркене кĕртнĕ.

Парк е сад лартма, аллея е клумба йĕркелеме тĕллев тытни пархатарлă ĕç. Çакна шута илсе пур çĕрте те кар! тăрса ĕçе тытăнар. Ялсенче, урамсенче, кил-çурт таврашĕсенче илемлĕхпе хăтлăх хуçалантăр, район чечекленекен сада аса илтертĕр.



"Пирěн пурнăç"
16 октября 2004
00:00
Поделиться