Тар тăкмасăр тухăçлă çĕр улми çитĕнтереймĕн
Юлашки çулсенче çынсенчен килти пахчасенче çĕр улми тухăçĕ чакса пыни пирки пăшăрханса калаçнине час-часах илтме пулать. Мĕнрен килет-ха çакă; Ку ыйтăва пĕр сăмахпа çеç хуравлама çук.
Пытармасăр каласан, кунта çанталăк условийĕсен витĕмĕ те пур. Çавах та тухăç чакни çанталăкран çеç килмест. Хам ял хуçалăхĕнче чылай ĕçленĕрен, профессипе агроном пулнăран, çакнашкал пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрăм.
Чи малтанах çĕрпе тĕрĕс усă курни кирлĕ, агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлемелле, çĕр пулăхне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Тепĕр сăлтав - сортсем тата пусă çаврăнăшĕ.
Çĕре акма хатĕрлесси çинчех чарăнса тăрар-ха. Ку ĕçе эпир май уйăхĕнче, çĕр пиçсе çитсен пуçăнатпăр. Çав вăхăтрах çĕртме сухи тăвасси пирки ытлашши шутласах каймастпăр пулас, питех хыпăнса ÿкместпĕр. Çĕртме сухи вара çум курăксене хирĕç кĕрешес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хирсене çум курăк пусса илнин сăлтавĕ шăпах çакăнта.
Çĕр улми лартсан, йăрансене кăпкалатма кая юлса пуçăнатпăр. Тĕрĕссипе, ку ĕçе 10-12 кунранах пуçламалла, çу каçа йăран хушшисене виçĕ хутран кая мар кăпкалатса хăвармалла. Çакă çум курăксене пĕтерме те пулăшать. Килти пахчасенче юлашки çулсенче пиçен, йыт пырши, кушак вирĕ сарăлма тытăннăран, çакна шута илмеллех.
Халĕ, укçа пулсан, çĕр улми шăтса тухса ÿснĕ тапхăрта, калчасем 10-12 сантиметр çÿллĕше çитсен е шăтса тухичченех çум курăксене пĕтермелли гербицидсем çителĕклех. Килти пахчасенче, сăмахран, «Агритокс», «Зинкор», «Титус» йышши гербицидсемпе усă курма юрать.
2003-2004 çулсенче çанталăк вăрах вăхăт çумăрлă тăнăран, фитофтороз чирĕ те сарăлчĕ. Ăçтан пĕлмелле-ха çакна; Чир палли - çĕр улми çулçисем çинче хура-хăмăр пăнчăсем палăрма пуçлани. Çулçăсем типме тытăнаççĕ, кайран авăрĕ те типсе хăрать. Çакна пулах фотосинтез ылмашăвĕ арканать, тухăç чакать.
Халĕ фитофтороза хирĕç кĕрешмелли препаратсем те пур.
Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Çĕр улмине, кăларсанах, нÿхрепе е тĕп сакайне хума васкатпăр. Çакăн пек тума пачах та юрамасть. Наука çирĕплетнĕ тăрăх, кăларнă çĕр улмине хĕвел кĕмен вырăнта 10-12 кунран кая мар типĕтсе уçăлтармалла. Çакă чирлĕ çĕр улмисене суйласа илме пулăшать.
Колорадо нăррисемпе те кирлĕ пек кĕрешместпĕр, личинкăсем ÿсессе кĕтетпĕр. Енчен те икĕ хутчен вăхăтра им-çам сапсан, çулçăсем сыхланса юлаççĕ, тухăç та ÿсет.
Кирек мĕнле культурăна та ÿсме, аталанма апат кирлĕ. Чылай чухне эпир пахчана органика удобренийĕсем хывнипех çырлахатпăр. Çĕр улмине, тислĕксĕр пуçне, нитроаммофоска та кирлĕ. Ку минераллă удобрение çĕр улми лартнă чух суха кассисене сапса пырсан лайăхрах. Ăна, пĕр гектар пуçне усă кÿрекен веществосем çине куçарса шутласа, 40 килограмм таран хывма юрать.
Уй-хирте эпир агротехникăн çĕнĕ енĕсене те сăнанă. Çĕр улми лартиччен малтан йăрансем касса хăвараттăмăр. Ку меслете вырăсла «нарезка гребная» теççĕ. Çак майпа çĕр улми вăрлăхĕ çĕр çийĕнчен çÿлерех варăнать, çумăр ăна ÿссе çитĕнме чăрмантармасть.Çумăр хыççăн йăрансем те хăвăртрах типеççĕ. Çак меслетпе килти пахчасенче те усă курма пулать. Паллах, ĕç кăткăсланать ĕнтĕ. Çавах та вăрлăха малтан хатĕрленĕ касăсем çине кĕреçепе лартни чылай енчен лайăхрах, усăллăрах.
Сортсем пирки манмалла мар. Эпĕ хам, сăмахран, килти пахчара пысăк репродукциллĕ 3-4 сорт лартса çитĕнтеретĕп, вĕсене çулсерен тенĕ пек çĕнетсе пыратăп. Акă, ир çитĕнекен «Удача», «Зов», «Остара» тата «Рамоно», «Голубизна», «Витал» сортсенех илер. Вĕсене кашнинех уйрăмшарăн ÿстеретĕп. Çакнашкал сăнав ĕçне иккĕмĕш çул тăсатăп ĕнтĕ. Çакă начар тухăçлă вăрлăха пĕтерме май парать.
Вăрлăх пахалăхĕ те тухăçа ÿстерме нумай пулăшать. Лартас умĕн ăна тĕплĕн хатĕрлемелле. Сывлăш температури 10 градус ăшăнсан, вăрлăха сарайне е ытти хÿтĕ вырăна кăлармалла, 5-8 кун шантармалла. Çак хушăра вăрлăхăн шăтакан папкисем вăранаççĕ. Лартас умĕн вăрлăха йывăç кĕлĕпе хутăштарни те тухăçа ÿстерет.
Çĕр пиçнине те сăнасах тăмалла. Çĕр улмине тăпра 10-12 сантиметр тарăнăшĕнче 7-8 градус ăшăнсан лартма юрать. Пирĕн тăрăхра ку культурăна майăн 29-мĕшĕнче лартма сĕннĕ пулăттăм.
Лартмалли вăрлăха та кирлĕ пек упрамалла. Ир çитĕнекен сортсене, сăмахран, тĕп сакайĕнче упрама май çук - вĕсене 4-5 градус ăшă çеç кирлĕ. Енчен те температура çакăнтан пысăкрах пулсан, папкасем ир вăранаççĕ, калчаланма пуçлаççĕ.
«Невский» сорт, пĕрре калчине татсан, тепĕр хут япăх калчаланать.
«Рамоно» сорт тĕп сакайĕнче лайăх упранать.
Халĕ ял çыннисем чылай çĕрте пĕрер гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ, унта тĕрлĕрен культурăсем акса-лартса çитĕнтереççĕ. Манăн сĕнÿ: çак лаптăксем çинче те пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмалла, вăл е ку культурăна кашни çул пĕр вырăнта акмалла-лартмалла мар. Тухăç çакăнтан та питĕ нумай килет.