Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăх ыйтăвне тивĕçтерсе

Юлашки вăхăтра райпо системи (председателĕ - А.Ю.Степанов) нумай çĕнĕлĕхпе пуянланчĕ. Паянхи кун ун тытăмĕнче: “Питание”, “Четайское”, “Янтарь” тулли мар яваплă обществăсем тата “Заготпром”.

Малалли сăмахăм пирĕн “Питание” çинчен пулĕ. “Питание”  ТЯО тытăмĕнче центрти 1-мĕш номерлĕ столовăйпа «Пĕлĕм» кафе, «Хурăн» ресторан, кулинари магазинĕ, «Уют» кафе, кафетери, «Пионы» киоск, Хĕрлĕ Чутайри гимназири буфет, Сĕнтĕкçырминчи закусочнăй кĕреççĕ. Пурĕ 57 çын ĕçлет. Вăл шутран поварсем - 30, буфетчицăсем - 13, административлă ĕçре - 6, тĕрлĕ ĕçсем тăвакан 8 çын тăрăшаççĕ. Апатлану системинчи пĕтĕмĕшле ĕçсене Валентина Дмитриевна Патьянова йĕркелесе пырать. Вăл Саранск хулинчи коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă, техник-технолог специальноçне алла илнĕ. Пирĕн районта 1979 çултанпа ĕçлет. 25 çул ĕнтĕ çынсене тутлă, техĕмлĕ апат çитерессишĕн тăрăшать. Малтан производство заведующийĕ пулнă, общепит директорĕнче - 8 çул.

“Питание” ТЯО тытăмĕнчи предприятисем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем начар мар: 1-мĕш номерлĕ столовăй плана 105,8 процент пурнăçланă, е 1 млн. 475,6 пин тенкĕ* «Пĕлĕм» кафе - 126,9 процент, е 928,2 пин тенкĕ* кондитер цехĕ - 127,6 процент, е 502,8 пин тенкĕ* «Кулинари» магазинĕ - 129,9 процент, е 1 млн. 477,5 пин тенкĕ* кафетери - 119,9 процент, е 1 млн. 059,8 пин тенкĕ* «Пион» киоск - 124,1 процент, е 296,7 пин тенкĕ. Малтанхи çулсенче шкулсенчи столовăйсене те общепит тытăмне панăччĕ, халĕ вара вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ.

«Кулинари» магазинĔнче иккĕн тăрăшаççĕ. Акă, Нонна Петровна Гаврилова райпо тытăмĕнче 1981 çултанпа вăй хурать. Тури Çĕрпÿкасси лавккинчен ĕçе пуçăннă вăл, унтан ял хуçалăх продукчĕсен магазинĕнче, универмагра, гастрономра, 14 çул сăра барĕнче тимленĕ, халĕ кулинари магазинĕнче тăрăшать. Вĕсем Татьяна Николаевна Хорайкинапа ылмашăнса ĕçлеççĕ. Кунта çÿрекен çынсем çемçе апат-çимĕçпе, сĕткенсемпе, пылак шывсемпе сăйланаççĕ. Апат-çимĕçсен ассортименчĕ начар мар, тĕрлĕрен. Сăмахран, бутербродсем кăна ултă тĕслĕ (кăлпасси, чăкăт, çăмарта, котлет, аш-пăш хурса тутлантарнисем). Вĕсен хакĕ 3 тенкĕрен пуçланса 10-15 тенкĕ таран* çĕрулми, рис, купăста, панулми хурса пĕçернĕ пĕчĕк кукăльсем 1 тенкĕ те 80 пус - 2 тенкĕ те 20 пус тăраççĕ. Ĕçмелли шĕвексенчен кама мĕн килĕшет, çавна илме пултарать.

«Уют» закусочнăй талăкĕпех ĕçлет. Ăна уçнăранпа вăхăт нумаях та иртмен, çапах та юсаса çĕнетнĕ хыççăн районта кăна мар, республикăра та унăн ырă ячĕ сарăлнă. Çул хĕрринче вырнаçнă май, кунта клиентсем кăнтăрла та, каçхине те татăлмаççĕ. Кафен ĕç кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. 8 уйăхра планпа 1 миллион та 357 пин тенкĕ тупăш илме пăхнă пулсан, çакна 2 миллион та 8 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, е 147,9 процент. Август уйăхĕнче тупăш 361,2 пин тенкĕ пулнă, сентябрьте те çакăнтан кая мар. Коллективра 6 çын тăрăшать: 1 повар, 4 буфетчица, 1 уборщица. Кафе ертÿçи - Алина Яковлевна Ильина. Вăл Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕренсе пĕлÿ илнĕ.

Мăн Этменти магазин районта лайăххисенчен пĕри шутланать. Кашни çулах кунти сутуçăсем плана ирттерсе пурнăçлаççĕ. Кăçалхи кăтартусем те япăх мар: тавар сутса 1 миллион та 300 пин тенкĕ чухлĕ тупăш илмелле пулнă, 1 миллион та 650 пин тенкĕлĕх сутнă, плана 106 процент тултарнă. Магазинта 4 ĕçчен тăрăшать. Галина Петровна Морскова заведующи пулса чылай çулсем коллектива ăнăçлă ертсе пырать. Галина Немешкина, Галина Зверева продавецсем те тăрăшуллă. Иртнĕ çул магазинта евроюсав ĕçĕсене туса ирттернĕ.



"Пирěн пурнăç"
09 октября 2004
00:00
Поделиться