Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Пирĕн пурнăç» хаçат парнисемшĕн

Нумаях пулмасть район центрĕнчи тĕп стадионра «Ылтăн кĕркунне» тата «Пирĕн пурнăç» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Унта пур организацисемпе предприятисен, ял администрацийĕсен командисем хутшăнмаллаччĕ. Ăмăртăва вара шкулсен командисем çеç килсе çитрĕç. Тĕрлĕ сăлтавсене пула Питĕркассинчи, Çĕн Атикассинчи, Мишеркассинчи, Штанашри, Хурашашри, Тури Çĕрпÿ­кассинчи вĕренекенсем старта тухаймарĕç.

Чи малтанах 5-9 классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту пуçланчĕ. Хутăш эстафетăра (3 арçын ача, 3 хĕрача) 400-шер метр чупса вăтам шкулсенчен пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшпе виç­çĕмĕш вырăнсене тралькассисемпе атнарсем пайларĕç. Сăмах май, ку ушкăна Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ виçĕ команда тăратнă. Тĕп шкулсенчен Хусанушкăнь шкулĕнче вĕренекен спортсменсем чи нумай очко пухса çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, иккĕмĕш вырăнта - туктамăшсем, виççĕмĕшсем - пантьăксем. Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илекенсене Хисеп грамоти тата укçан преми парса чысланă.

10-11 классенче вĕренекен спортсменсем хушшинчи ăмăрту çивĕч иртрĕ. Кунта районти паллă спортсменсем старта тухрĕç. Пĕри тепринчен вăйлă. Çĕнтерÿçĕсем камсем пуласси кашнине кăсăклантарчĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи, Тралькассинчи, Мăн Этменти вăтам шкулсен спортсменĕсем старт илеççĕ. Кĕрешÿ вăйлансах пырать.  Гимнази спортсменĕсемпе мăнэтменсем хушшинчи тупăшу уйрăмах çивĕч. Финиша чи малтан хĕрлĕчутайсем çитрĕç темелле. Çĕнтерÿ иккĕленÿллĕ вĕçленчĕ. Тепĕр майлă каласан, аслă классенче вĕренекенсем хушшинчи эстафета калаçуллă пулчĕ. Ăмăртăва йĕркелесе ертсе пыракансем пĕр­ремĕш вырăна çĕнсе илекенсене палăртаймарĕç, уяв парнине вара, хĕрлĕчутайсемпе этменсем çурмалла пайларĕç.

Ăмăрту çĕнтерÿçисем 2005 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче «Пирĕн пурнăç» хаçата тÿлевсĕр илсе тăрĕç.

Октябрĕн 6-мĕшĕнче район центрĕнче учительсен кунне халалланă пысăк ăмăрту иртмелле. Унта районти пур шкулсенчи учительсем, ял администрацийĕсен çамрăкĕсем хутшăнĕç.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче хĕрарăмсем хушшинче залра волейболла выляссипе çĕнĕ сезон уçăлать. Пурне те ăмăртусене хутшăнма чĕнеççĕ.



"Пирěн пурнăç"
06 октября 2004
00:00
Поделиться