Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕклентĕр-и ватăсен кăмăлĕ?

Ватă çынсен кунне паллă тума районти Культура керменне халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта - вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, пенсионерсем тата ытти хисеплĕ çынсем.

Уява райадминистрацин культура управленийĕн начальникĕ З.С.Спиридонова уçрĕ. Зоя Сергеевна аслă ăру çыннисене чун-чĕререн саламларĕ, сар хĕвел пек çутă пурнăç сунчĕ, ватăсен ячĕпе илемлĕ юрă, сăвă шăрантарчĕ, пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи З.И. Волкова çĕршывра аслă ăру çыннисене пулăшу парасси лайăхланса пынине палăртрĕ. Вăл «Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн районта пурăнакан вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, салтак арăмĕсем, ĕç ветеранĕсем, вăрçă çулĕсенче тылра активлă ĕçленисем, хальхи çапăçусене хутшăннисем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тата правасемпе мĕнле усă курнипе паллаштарчĕ. Çакна та палăртмалла. Ялсенчи кашни тăваттăмĕш çын - ватă, чылайăшĕн сывлăхĕ хавшак. Çавна пулах вĕсем хăйсене тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе туллин усă кураймаççĕ-ха.

Хÿтлĕхсĕр ватă çынсем те сахал мар. Вĕсемшĕн социаллă пулăшу паракан центр пысăк ĕç тăвать: пĕччен пурăнакан ватăсене кил-çурта пăхса тăма, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама, апат-çимĕçсемпе эмелсем туянса пама пулăшаççĕ. З.И.Волкова пур ватăна та уяв ячĕпе саламласа ветерансене  панă çăмăллăхсемпе туллин усă курма чĕнсе каларĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Г.Орлов пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, канлĕ ватлăх сунчĕ.

- Эсир утса тухнă пурнăç çулĕ тумхахлă та анлă. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, савăнатпăр. Эсир, ĕçчен те маттур пулнăран, район экономикин çирĕп никĕсне хывнă, унăн культурипе социаллă пурнăçне аталантарма çул-йĕр уçса панă, - терĕ вăл.

Валерий Гурьевич районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ, ватăсене хумхантаракан ыйтусене хуравларĕ.

Районти ветерансен канашĕн председателĕ В.И. Немешкин ваттисене кулленхи пурнăçра пăшăрхантаракан самантсем пирки сăмах хускатрĕ. Çамрăксем эрех çине тăрăнни, ватăсене хисеплеменни çинчен хумханса каларĕ. Ял администрацийĕсен урамсене тирпей-илем кĕртессипе, çамрăксене культурăллă мероприятисене ытларах явăçтарассипе тăрăшса ĕçлемелле тесе хăварчĕ.

Районти Пенси фончĕн ертÿçи В.Н.Кузнецова 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тĕрлĕ категориллĕ ватăсен çăмăллăхсемшĕн мĕнлерех компенсаци пулассине каласа пачĕ.

Инвалидсене çÿреме техника хатĕрĕ уйăрса парасси лайăхланса пырать. Акă, кăçал Арайкассинчи А.Максимов, Ф.Крнаков (Анат Çĕрпÿкасси), П.Фондеркин (Шĕмшеш) «Ока» автомобильлĕ пулчĕç. Ваттисен кунĕнче Тракушкăнь ялĕнче пурăнакан вăрçă инваличĕ В.Утейкин та çĕнĕ автомобиль уççине алла илчĕ. Василий Семенович хăйне манманшăн, хисеп тунăшăн пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

Ватă çынсен кунĕнче çулленех 50, 55 çул алла-аллăн килĕштерсе пурăннă мăшăрсене чыслаççĕ. Ку хутĕнче сцена çине Петр Ильичпа Анастасия Андреевна Кашинсемпе (Уйпуç) Дмитрий Ивановичпа Ольга Захаровна Михеевсене (Шĕмшеш) чĕнчĕç. Уява пухăннисем тăвăллăн алă çупса саламларĕç, социаллă хÿтлĕх пайĕ парне парса чысларĕ, вĕсен ячĕпе илемлĕ юрă янăрарĕ.

Ал ăстисен куравĕ пирки асăнмасăр иртме çук. Кив Атикасси ял администрацийĕ таврари ялсенче пурăнакан маттур çынсен ĕçĕсене курава тăратнă. Г.Петровапа (Кушлавăш) Е.Ельцова (Яманкасси) тĕрленĕ тĕрĕ­сем куракансен кăмăлне кайрĕç. Ф. Алексеев (Яманкасси) йывăçран касса ăсталанă япаласемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Питĕркасси, Тралькасси, Атнар ял администрацийĕсем, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ хăйсен ĕçĕ­сене курава илсе килнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен фотостенчĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Курава хутшăннисене парнесем парса чысларĕç.

Районти Культура керменĕн артисчĕсем, ветерансен хорĕ, уйрăм юрăçсем, шкул ачисем, ватăсем пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе, шÿтпе савăнтарчĕç.

Уяв «çавра сĕтел» хушшинчи тулли кĕрекере вĕçленчĕ.



"Пирěн пурнăç"
06 октября 2004
00:00
Поделиться