Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ватлăх канлĕ пултăр

Ватă çынсен тĕнчери кунне юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă тăвасси Пĕр­лешнĕ Нацисен Организацийĕн 45-мĕш сессийĕн йышăнăвĕпе пуçланнă. Унăн тĕллевĕ - ватăсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе правительствăсен, обществăн тимлĕхне вăйлатасси. Çак ĕç питĕ пархатарлине шута илсе 1992 çултанпа Раççейре те юпан 1-мĕшне Ватă çынсен кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Кăçалхи уяв “Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем: иртнĕ паттăрлăхĕ,  хальхи тата малашнехи пĕлтерĕшĕ” девизпа иртет.

Юлашки çулсенче çĕр­шывра аслă ăру çыннисене пулăшу парасси лайăхланса пынине палăртма кăмăллă. Акă “Ветерансем çинчен” саккунпа килĕшÿл­лĕн вăрçăн 74 инваличĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн 112 участникĕ (кайран инвалид ятне панисем), вăрçăра вилнĕ салтаксемпе офицерсен 104 мăшăрĕ, фронтран таврăнсан вилнĕ салтаксен 319 мăшăрĕ, “Ĕç ветеранĕ” ятне тивĕçнĕ 3414 çын, вăрçă çулĕсенче тылра ĕçленĕ 2274 çын тата хальхи вăхăтра çапăçусене хутшăннă 66 çын çăмăллăхсемпе тата тĕрлĕ правасемпе усă кураççĕ.

Ватă çын чирлесси-тăвасси те час-часах пулать. Çакна шута илсе кăçалхи 9 уйăхра санаторипе курорт учрежденийĕсенче сывлăха çирĕплетмешкĕн вăрçăн 4 инвалидне, 5 ĕç ветеранне, вăрçа хутшăннă салтакăн 1 мăшăрне тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Вăрçăн 3 инвалидне хваттере тÿлев­сĕр телефон кĕртсе панă

Социаллă хÿтлĕх пайĕ ветерансене хÿтĕлекен саккунсемпе программăсене, правопа нормативлă актсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет. Акă, инвалидсене çÿреме техника, йăлара кирлĕ ытти хатĕрсем уйăрса парасси лайăхланать. 2001-2004 çулсенче 35 инвалид хăйсене ятарлă автотранспортпа тивĕçтерме ыйтса заявлени панă. Вĕсенчен 13-шне “Ока” автомобильпе тивĕçтернĕ. Кăçал кăна Арайкассинчи А.И.Максимов, Анат Çĕр­пÿкассинчи Ф.И.Крнаков, Шĕмшешри П.М.Фондеркин, Тракушкăнчи В.С.Утейкин çĕнĕ автомобильсен уççисене алла илчĕç. Инвалидсене автомашина уйăриччен транспортпа усă курмашкăн çулталăкра укçан 835 тенкĕ компенсаци уйăрнă. Автомобиль илнĕ хыççăн ăна çÿретме тухнă тăкаксене саплаштарма 600 тенкĕ параççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕпе Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн килĕшĕвне пурнăçласа сахал тупăшлă, ĕçлемен пенсионерсемпе инвалидсене газ кĕртме 374 пин тенкĕ парса пулăшнă. Ватă çынсен кунĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 25 пин, Пенси фондĕнчен 24 пин тенкĕ уйăрнă.

“Ветерансем çинчен“ саккуна пурнăçа кĕртес тĕллевпе республика правительстви пысăк ĕç туса ирттерет. Акă, кăçалхи 9 уйăхра эпир район валли уйăрнă 2506,049 тенкĕ укçапа усă куртăмăр. Çав шутран эмелсем валли 1452,082, шăл протезĕсем лартма - 418,814, коммуналлă çăмăллăхсем валли  635,153 тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех “Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен” федераци саккунне пурнăçласа 717,712 тенкĕпе усă курнă.

Пытармалли çук, хальхи вăхăтра хÿтлĕхсĕр ватă çынсем те сахал мар-ха. Кун пеккисемпе социаллă пулăшу паракан Центр ĕçлет. 179 социаллă ĕçчен мучисемпе кинемейсене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Пĕччен пурăнакан 190 çын вĕсен пулăшăвĕпе усă курать.

Районта çавăн пекех ветерансен 5 çурчĕ ĕçлет. Вĕсем Хĕрлĕ Чутайра, Упукушкăнче, Атнарта, Тралькассинче тата Мишеркассинче вырнаçнă. 57 ватă çавăн пек çуртсенче хÿтлĕх тупнă. Ветерансем çу кунĕсенче  уйăрса панă лаптăксенче çĕр улми, сухан, кишĕр, купăста, хăяр, кăшман ÿстереççĕ.

Ветерансен çурчĕсене, пенсионерсене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене вĕренекенсем шефла пулăшăва илнĕ. Социаллă ĕçченсем хушшинче тăтăшах професси ăсталăхĕн конкурсĕсем иртеççĕ. Ветерансен “Чи лайăх çурчĕ” ятне çĕнсе илессишĕн те ăмăрту пырать. Çакă вăл пĕтĕмпех ватă çынсен канлĕ пурнăçĕшĕн, хÿт­лĕхĕшĕн тăрăшни çинчен калать. Ваттисене каланă ăшă сăмах, кулленхи тимлĕх пĕчĕк кăна пулăшу та ÿлĕмрен хамăр патах сăваппа таврăнать.



"Пирěн пурнăç"
02 октября 2004
00:00
Поделиться